Хамăрăнне туянмаççĕ, тулашран кÿреççĕ
25 Apr, 2014 | Хыпар | Хула | Лару

Шупашкарта республикăн Экономика министерствин коллегийĕн, потребительсен рынокĕн ыйтăвĕсене тишкерекен канашĕн пĕрлехи ларăвĕ иртрĕ.

Унта хутшăннисем ял хуçалăх продукцине тирпейлекен, апат-çимĕç хатĕрлекен предприятисем тата федераци шайĕнчи суту-илÿ организацийĕсем пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлессине, йĕркене пăсса эрех сутакансен çулне пÿлессине тĕпчерĕç. Владимир Аврелькин министр «çĕр-шывĕпех сутă тăвакан гипермаркетсен республикăри уйрăмĕсем вырăнти тавара ытларах сутсан ЧР социаллă пурнăçĕпе экономикине, уйрăммăн илсен продукци туса илекенсен, апат-çимĕç хатĕрлекенсен отрасльне аталантарассишĕн пысăк ĕç тăвĕччĕç» терĕ.

Министерствăн яваплă çыннисем икĕ енлĕ çыхăнăва йĕркелес тĕллевпе федераци суту-илĕвĕн пысăк организацийĕсенчен пĕринпе - акционерсен «Магнит» хупă обществин Чăваш Енри ертÿлĕхĕпе - тĕл пулса калаçнă, федералсем валли X5 RETAIL GROUP сетьпе пĕрле вырăнтан тавар туяннă. Ку - пĕрремĕш утăм çеç. Пурте пĕлекен «Пятерочка» регионтисенчен туянма тăрăшнине асăнчĕç. Çапах та вырăнтисенчен килмен сăлтава пула гипермаркет пирĕн организацисемпе килĕшÿ çирĕплетмен тĕслĕх пĕрре çеç мар.

Мăн лавккасем продукцин ытларах пайне çав-çавах тулашран турттараççĕ /шел, унăн калăпăшне тĕрĕс кăтартакан статистика çук/. Çулталăкра темиçе миллиард тенкĕлĕх тавар, вăл шутра пахча çимĕç, аш-какай, çурма фабрикат, ыттине сутаççĕ. Вĕсемпе республика та тивĕçтерме пултарать-çке! Анчах пирĕнне туянмаççĕ. Сăлтавĕ Чăваш Ен таварĕн пахалăхĕ начарринче мар - монополи политикинче.

Акционерсен «Тандер» хупă обществи вырăнти 24 организацирен продукци туянма килĕшÿ çирĕплетнĕ. Тавара мĕнле хакпа йышăнасси пирки калаçса татăлайманнине пула фермерсен 4 хуçалăхĕпе çыхăну йĕркелемен. Общество пахча çимĕçе ытти регионтинчен йÿнĕрех хакпа туянасшăн. «Тандер» лартакан хакпа пирĕн хресченсем килĕшмеççĕ - тĕрĕс тăваççĕ. Экономика министерстви ку ыйтупа ял ĕçченĕсене хÿтĕлет.

Тулашран кÿнĕ, хамăр патра туса кăларнă социаллă пĕлтерĕшлĕ таварăн сутлăх хакĕ пĕрешкел шайра пулмалла терĕç сăмах калакансем. Министр гипермаркетсен тавар çаврăнăшне хамăр продукцие ытларах кĕртес тĕлĕшпе пуçарнă ĕçе малалла тăсма ыйтрĕ.

Хăш-пĕр тавартан, сăмахран, шурă эрехрен тытакан акцизран укçа хыснана кăçалхи виçĕ уйăхра пĕлтĕрхи çав тапхăртинчен сахалрах кĕнĕ. Сăлтавне производство калăпăшĕ чакнипе тата тавар сахалрах кайнипе ăнлантарчĕç. Шурă эрех хакланнăран нумайăшĕ килте юхтаракан сăмакун е фанфурик ĕçет. Чăваш Ене федераци маркине тивĕçтермен алкоголь продукцийĕ кÿрсе сутнине сивлерĕç. Суя эрех ярăнтарнăшăн явап тыттарма пултараççĕ.

Ларура республикăн патшалăх тата муниципалитетсен программисене хатĕрлессипе, пурнăçа кĕртессипе çыхăннă ыйтăва та сÿтсе яврĕç. Иртнĕ çулсенче вĕсем нумайччĕ. Кăçалтан чылайăшне пĕрлештерсе йышне чакараççĕ. Республикăн - 15, муниципалитетсен 340 программа пулĕ.

«Халĕччен чылайăшне пурнăçа кĕртме укçа хыснара кирлĕ чухлĕ уйăрма пăхман, - терĕ министр çумĕ Екатерина Кузьмина. - Кăçалтан муниципалитетсен программăна кĕртекен кашни ĕçе укçапа çирĕплетмелле».

Министерствăн пай ертÿçи Гюльнара Разумова нумай тĕллевлĕ центрсем кÿнĕ пулăшу ĕçне тишкерчĕ. Ăна кăçалхи пĕрремĕш кварталта пĕлтĕрхи çав тапхăртинчен ытларах пурнăçланă.

Сергей ВАСИЛЬЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.