Хамăрăн йăла-йĕркене пĕлменни, е Хаваслăх шыраса юттине кăмăллатпăр-и?

Хир сысни, сысна тата ăмăрт кайăк… Мĕн çыхăнтарма пултарать вĕсене?
Хĕвел тухăç календарĕпе килĕшÿллĕн 2019 çул яппунсен — Çĕр хир сыснин, китайсен Сарă çĕр сыснин çулталăкĕ. Авалхи славян календарĕпе — Мăнаçлăн ярăнса вĕçекен ăмăрт кайăк çулта-лăкĕ. Асăрхăр: ахальли кăна мар, мăнаçлăн ярăнса вĕçекеннин. Ку çула тĕрлĕрен хак параççĕ, славянсемпе хĕвел тухăç халăхĕсен йăли-йĕрки пĕр-пĕринчен самай уйрăлса тăрать. Раççейре тата ытти çĕршывра çулталăка хĕвел тухăç календарьне кура сăнлаççĕ. Анчах славянсен календарĕ хĕвел тухăçĕннинчен чылай авалрах. Унăн тымарĕ тарăнрах, тотемĕ те ытларах. Славян календарĕнче вĕсем пурĕ — 16. Çакă вăхăт тăхрине пысăклатать. Хĕвел тухăç календарĕнче вара, пĕлетпĕр, — 12 тотем.
Китай календарĕпе килĕшÿллĕн Сарă сысна çулĕ нарăсăн 5-мĕшĕнче кăна пуçланать. Славянсен Çĕнĕ çулла /çула çулла теççĕ\ пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче килет. Китайсем Çĕнĕ çула Çуркунне уявĕ теççĕ. Унăн историйĕ 4000 çулпа танлашать. Йăлана кĕнĕ тăрăх, уяв кунĕсем 16 куна тăсăлаççĕ. Китайсен Çĕнĕ çулне уйăх календарĕпе паллă тăваççĕ: праçник хĕллехи кун таврăнăшĕ хыççăнхи иккĕмĕш çĕнĕ уйăхпа тĕл килет. Çапла майпа кашни çул Çĕнĕ çул Китайра тĕрлĕ кунран /кăрлачăн 21-мĕшĕнчен пуçласа нарăсăн 20-мĕшĕччен\ пуçланать. Калăпăр, 2018 çула вĕсем нарăсăн 16-мĕшĕнче кĕтсе илнĕ.
Мĕншĕн эпир Китай календарьне пăхăнма, Çĕнĕ çула хĕвел тухăç йăли-йĕркипе кĕтсе илме пуçлани пирки шухăшламан-и? Паллах, сăлтавне палăртма çăмăл мар. Ахăртнех, вырăссен, чăвашсен йăли-йĕрки упранса юлманнипе, çухалса пĕтнипе çыхăннă ку. Уява вара асамлăрах, хаваслăрах паллă тăвас килет… Асăнтăм ĕнтĕ: авалхи славянсен календарĕ — çушутлавĕ /летослов\ хĕвел тухăçăннинчен чылай ватăрах. Çичĕ пин ытла çул каяллах йĕркеленнĕ вăл. Авалхи славянсем те, чăвашсем те хăйсен туррисене пуç тайнă. Пурнăçĕ çут çанталăкпа тата ĕненÿпе тачă çыхăннă. Славян халăхĕ Çĕнĕ çула çурхи кунпа çĕр танлашăвĕнче /пушăн 21-мĕшĕнче\ уявланă. 1492 çултан пуçласа кунта тĕпленнĕ халăхсем Çĕнĕ çула авăн уйăхĕнче паллă тунă. Пĕрремĕш Петĕр патша хăйĕн саккунĕпе авăн уйăхĕнчен /7208 çултан\ тÿрех 1700 çулхи кăрлачăн 1-мĕшне куçарнă, çапла çĕнĕ шутлав пуçланнă. Çавăнпа Çĕнĕ çула кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнче кĕтсе илетпĕр.
7527 çуллан е 2019 çулăн палли — мăнаçлăн ярăнса вĕçекен ăмăрт кайăк. Сăмах май, 2018 çул — Çăмхаланнă чĕрĕп, 2017-мĕшĕ Вăрттăн тилĕ çулталăкĕ пулнă. Ăмăрт кайăк — çунатлисен патши. Хăюлăха, мăнаçлăха тата ирĕклĕхе палăртать. Мăнаçлăн ярăнса вĕçекен ăмăрт кайăк çулĕнче çуралнисем ирĕке юратаççĕ, харпăр хакне пĕлеççĕ, малашлăх планне шикленмесĕр палăртаççĕ. Паян пĕтĕм тĕнче, Таиландпа Эфиописĕр, Иранпа Пакистансăр пуçне Григориан календарĕпе пурăнать. Праçнике хаваслăх кĕртес тесе пирĕн çĕршывра иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче авалхи Китай календарĕн символĕсене мала хума пуçланă. Асăннă çĕршывăн йăли-йĕркине пĕлместпĕр, шухăшне-тĕшшине чухламастпăр пулин те эпир çакна хаваспах йышăннă. Кашни çулах ăна пăхăнатпăр. Хамăр йăла-йĕркене чĕртсе тăратма вăхăт мар-ши? Уява несĕлĕмĕрсен йăли-йĕркипе ирттерме тытăнмалла. Хамăрăнне пĕлменнипе юттине йышăнатпăр-çке. Хамăрăн йăла-йĕркене пĕлни, ăна пăхăнни ачасемпе çамрăксене Тăван çĕршыва вăйлăрах юратма, унпа мăнаçланма вĕрентĕ.
Çĕнĕ çула çурхи кунпа çĕр танлашăвĕнче, пушăн 21-мĕшĕнче, уявлани çывăхрах, тĕрĕсрех пек туйăнать. Малалла вулас...

www.hypar.ru

 

Роза ВЛАСОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.