Хамăрăн вăя шанмалла

21 Çу, 2016

Çамрăк чухне Раççей, тĕнче шайĕнчи ăмăртусене хутшăнма, мала тухма ăнтăлнă. Хамăра пурăнмалăх укçа ĕçлесе илме тăрăшнă. Халĕ ашшĕ-амăшĕ ачи-пăчине йăлтах туянса пама хатĕр. Çавăнпах пĕчĕкренех ямăттине хăнăхаççĕ вĕсем. Аслă шкулсенче, тĕслĕхрен, спортсменсен тÿлевсĕр вĕренме май пур. «Аçăр-аннĕр укçине перекетлĕр-ха, спорт мастерĕн нормативне тултарăр-ха», — тетĕп вара вĕренекенсене.

Ачасем компьютер, телефон урлă вăйă вылянине, социаллă сетьсенчен тухма пĕлменнине чун йышăнасшăн мар. Чире çаврăнчĕ çакă. Ял урамĕсенче те вылякан сахал. Çитĕнекен ăру уçă сывлăшра çÿрес вырăнне Интернет уçлăхĕнче киленĕç шырать. Сăнатăп та, хăшĕ-пĕри спортзалта та тренировка пуçланичченех телефон тытса ларать. Сывлăха çирĕплетес, çĕнтерес тесен май пур таран ытларах хускалмалла. Халĕ кĕлеткене пиçĕхтерме пĕтĕм услови пур, кăмăл кăна кирлĕ. Çакна халăхăн хăйĕн ăнланса илмелле. Юлашки вăхăтра аслă ăру çыннисем спортпа туслашнине ырламалла. Скандинави уттине суйласа илекен йышлă. Урамри тренажерпа усă курнине асăрхасан кăмăл çĕкленет. Тĕрлĕ ăру çыннисем велосипедпа ярăнни те — ырă пулăм. Килте çук пулсан укçалла та сĕнеççĕ ăна.

Нумаях пулмасть Сывлăх кунĕнче спорт ăмăртăвĕсем йĕркелеме палăртнăччĕ. Хĕвел пĕлĕт хыçне пытаннăран мероприятие урăх вăхăта куçарма та хатĕрччĕ. Ачасемпе çамрăксем çине тăчĕç, чăн спортсменсем çумăртан хăраманнине ĕнентерчĕç. Çывăх çыннисем хавхалантарни нимрен хаклă вĕсемшĕн. Хисеп хучĕпе медаль те çĕнĕ çитĕнÿсем патне ăнтăлма хистени иккĕлентермест. Хутшăнччăр, хăйсене кăтартчăр, парнесем çĕнсе илччĕр...

Çуллахи каникул пуçланиччен çуралнă тăрăхра Алина Иванова парнисемшĕн хăвăрт утас енĕпе ăмăрту ирттересси йăлана кĕчĕ. Кăçал Етĕрне районĕнчи Советски вăтам шкулĕнче çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче спорт уявĕ йĕркелесшĕн. Çакă шкул ачисемпе вĕсен ашшĕ-амăшне кăна мар, ял халăхне те кирлĕ! Хам ятран Хисеп хучĕ хатĕрлерĕм. Унпа мала тухнисене чысласа савăнтарасшăн.

Тĕрĕсех, сывлăх ахахран та хаклăрах. Çакна кашнинех ăша хывмалла. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнсан, спортпа туслашсан ĕмĕр вăрăмланать.

Алина ИВАНОВА,
Европа, тĕнче чемпионки

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.