Хамăрах нухрат пухатпăр
Тăххăрмĕш класри Олеся вара — вĕренÿ отличници. Олимпиадăсене хутшăнса пĕрре мар пултарулăхĕпе палăрнă. Юрра-ташша та ăста. Уявсенче вара сцена унăн хастарлăхĕпе тулать. Куракан ăна яланах ăшшăн йышăнса хыттăн алă çупать.
— Ытти ачаран чылай енĕпе палăрса тăрать вăл. Пур çĕрте те маттур, лара-тăра пĕлмест. Уçă чунлăскер, ырă кăмăллăскер. Сăн-питрен те илемлĕ. Кăмăлĕпе — ачаш. Çи-пуçĕ яланах таса та тирпейлĕ. Шкулта «пиллĕксемпе» çеç вĕренетĕп тесе каппайланса çÿремест. Пачах урăхла, йывăрлăха кĕрсе ÿкнисене хаваспах пулăшма васкать. Сăмаха та шухăшламасăр нихăçан та персе ямасть, — тет ют чĕлхе вĕрентекенĕ Галина Петровна Никишина.
Пушă вăхăтра алă ĕçĕ тума юратать Олеся. Парнелĕх те, сутлăх та тĕрлĕ япала çыхать.
— Çуллахи вăхăта чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Ахальтен мар. Чи-чи савăнăçлă самант çитет. Каникул пуçланать-çке. Ун чухне каннисĕр пуçне тус-юлташпа вăрмантан тухма та пĕлместпĕр темелле. Çырла-кăмпа пуçтарма çÿретпĕр. Ăна сутма Улатăра хыпаланатпăр. Ÿркенмесен самаях нухрат пухма май пур. Шкула кайма тум-юм илессине те аслисене шанмастпăр, хамăрах тар тăкса укçа тăватпăр, — тет мал ĕмĕтлĕ Олеся.
Комментари хушас