Хамăра та çитет: сутмалăх та пур
17 Oct, 2016 | Ял хуçалăхĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ял хуçалăх министрĕпе Сергей Артамоновпа, Апат-çимĕç фончĕн директорĕпе Александр Федотовпа тата «Чăвашçăкăрпродукчĕ» АО директорĕпе Владимир Яковлевпа тĕл пулнă, тырă рынокĕнчи лару-тăрăва сÿтсе явнă.

Республикăра тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсене йăлтах пухса кĕртнĕ. Вĕсене ытларах Апат-çимĕç фончĕпе «Чăвашçăкăрпродукчĕ» акционер обществи туянаççĕ.

Регион Ертÿçи палăртнă тăрăх — Раççейре çитĕнтернĕ тырă хамăра та çитет, чикĕ леш енне сутмалăх та пур. Çĕршыв пÿлмине 116 миллион тонна кĕнĕ. Михаил Игнатьев тĕнчери тата çĕршыври тырă рынокĕнчи лару-тăрăва танлаштарни ял хуçалăх таварĕ туса илекенсене çитес çул малашлăха шанса ĕçлеме ырă тĕллевсем çуратать.

Сергей Артамонов республикăри аграрисем кăçал 640 пин тонна тырă пухса кĕртни çинчен хыпарланă. Выльăх ĕрчетекен пысăк комплекссем фураж саппас хатĕрленине пĕрле шутласан вăл юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 724 пин тоннăпа танлашать. «Чăвашçăкăрпродукчĕ» АО тата Апат-çимĕç фончĕ 85 пин тоннăран ирттерсе /пĕлтĕрхипе танлаштарсан 146%/ тырă туяннă, вăл шутра ял хуçалăх предприятийĕсемпе пысăк хресчен- фермер хуçалăхĕсенчен — 42% ытла. Михаил Игнатьев каланă тăрăх — тĕштырра пĕлтĕрхинчен ирттерсе хатĕрлени пулас йывăрлăхсене çăмăллатма май парать.

Сергей Артамонов Александр Федотовпа Владимир Яковлева патшалăх пулăшăвĕн виçисемпе паллаштарнă. В.Яковлев хăй ертсе пыракан предприяти 9 уйăхра епле ĕçлени çинчен каласа кăтартнă. Кăтартусем палăртнă вăхăтран маларах тата ирттерсе пурнăçланаççĕ. АО 10 пин тонна ыраш туяннă.

Апат-çимĕç фончĕ те кăçал кал-кал ĕçлет. 9 уйăхра 356 млн тенкĕлĕх услам туса /пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 19% нумайрах/ плана 115% тултарнă. Минерал удобренийĕ туянассине те пысăк тимлĕх уйăрать. Ăна 12 пин тонна хатĕрленĕ. Халĕ 2017 çулхи тухăçшăн тăрăшаççĕ. «Эпир планпа палăртнă 16 пин тоннăна кÿрсе килетпĕрех», — тенĕ Александр Федотов.

— Минерал удобренийĕ кĕркунне çуркуннехинчен йÿнĕрех, — палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Ăна вăхăтра тата çителĕклĕ хатĕрлеме, хушма хуçалăха аталантаракансене ытларах сутма майсем шырама сĕннĕ.

Тĕлпулура фуражлăх тырă туянасси пирки те калаçнă.

— Кăçал унăн хакĕ 13 тенке çитрĕ. Кайăк-кĕшĕк ĕрчетекенсем, сысна çитĕнтерекенсем валли фураж фончĕ тумалла, — тенĕ М.Игнатьев.

Апат-çимĕç фончĕ туяннă тыррăн 85 проценчĕ — выльăх валли. Регион Пуçлăхĕ ял хуçалăх министрне фураж саппасне тĕрĕслесе тăма хушнă.

В.ГРИГОРЬЕВ