«Хамăр çĕршывра кăларнă тавара ыйтаççĕ»

16 Çĕртме, 2015

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев июнĕн 11-мĕшĕнче Шупашкарти икĕ предприятире - "Вăйă тата спорт оборудованийĕн завочĕ" АХОра тата "Шупашкарти "Вавилон" макарон-кондитер фабрики" ОООра - пулса курчĕ.

Вăйă тата спорт оборудованийĕн завочĕн, 2001 çулта йĕркеленнĕскерĕн, тĕп тĕллевĕ - çитĕнекен ăрăва лайăх аталанма тата сывлăхне çирĕплетме май паракан условисем йĕркелесси. Вăл ROMANA брендпа спорт оборудованине кăларать: килти спорт комплексĕсенчен, хальхи йышши турниксенчен пуçласа "Уçă тÿпе айĕнчи тренажер площадки" инновациллĕ продукци таранах. Вĕсем тĕрлĕ ÿсĕмри аудиторие физкультурăпа, спортпа туслашма пулăшаççĕ. Пĕтĕм конструктива сертификациленĕ тата чылай патентпа хÿтĕленĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ завод продукцине Раççейĕн кашни регионĕнче çеç мар, чикĕ леш енчи 20 çĕршывра та хапăлласа туянаççĕ.

АХО директорĕ Николай Николаев пĕлтернĕ тăрăх - предприятире 277 çын ĕçлет, уйăхри вăтам шалу - 30 пин тенке яхăн, урăхла каласан кризисăн япăх витĕмĕ пач та палăрмасть кунта. Николай Александрович хăйсем патĕнче юлашки çулсенче йĕркеленнĕ ырă йăла çинчен те каласа кăтартрĕ: завода пирус туртакан, эрех-сăра кăмăллакан çынсене илмеççĕ, унсăр пуçне ĕçе вырнаçма килекенсенчен: "Ачасене юрататăр-и?" - тесе ыйтаççĕ.

Михаил Игнатьев спорт комплексĕсен производствипе паллашрĕ, хатĕр продукци складне пăхса çаврăнчĕ. Ĕçлекенсен кăмăл-туйăмĕпе кăсăкланчĕ, вĕсене тăрăшулăхĕшĕн мухтарĕ. "Пасар экономикинче конкуренцие çĕнтермешкĕн никама та çăмăл мар. Çапах "ROMANA" завод - çамрăк та малалла аталанса пыракан, инновациллĕ завод. Унăн продукцийĕ хакĕпе те, пахалăхĕпе те чылай конкурентăннинчен лайăхрах. Кунта туса кăларнă продукци калăпăшĕ 10: ÿснĕ, ку савăнтарать", - пĕтĕмлетрĕ Михаил Васильевич.

Предприятире сывă пурнăç йĕркине тытса пынине асăнтăмăр ĕнтĕ. РФ Президенчĕн Владимир Путинăн ГТО комплексне чĕртсе тăратассипе çыхăннă пуçарăвне пурнăçа кĕртме тытăннисенчен вăл - чи малтисенчен пĕри. Çавăнпах ĕнтĕ заводра ĕçлекенсем республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканран обществăлла вырăнсенче табак туртакансен тата сăра ĕçекенсен тĕлĕшпе çирĕпрех мерăсем йышăнма ыйтрĕç. Михаил Игнатьев туртакансен йышне чакарас тесен халăх тĕрĕслевне йĕркелемеллине палăртрĕ, ку енĕпе общество сивлевĕ те пулăшнине асăнчĕ. Юлашки вăхăтра физкультурăпа тата спортпа туслашакансен шучĕ палăрмаллах ÿсни çинчен пĕлтерчĕ, ун пеккисем, паллах, усал йăласенчен сивĕнеççĕ.

Заводра ĕçлекенсем тем тĕрлĕ ыйту та хускатрĕç тĕлпулура. Акă, çамрăк ашшĕ Шупашкарти "Волжский-3" микрорайонта шкул хăпартĕç-ши тесе кăсăкланчĕ. Михаил Игнатьев унта та, "Садовый" микрорайонта та, "Çĕнĕ хулара" та шкул тăвасси çинчен пĕлтерчĕ. 2016 çултанпа çĕнĕ шкулсем уçассипе çыхăннă федераци программи пурнăçланма тытăнассине систерчĕ. Тĕлпулăва хутшăннисем çавăн пекех нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсассипе, территорисене тирпей-илем кĕртессипе, çулсен строительствипе, çитес суйлавсемпе кăсăкланчĕç. Михаил Игнатьев тата Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов кашнинех тĕплĕ хуравларĕç.

Шупашкарти "Вавилон" макарон-кондитер фабрики 1999 çултанпа ĕçлет, туянакансене макарон, кондитер тата экструзиленĕ продукцисен анлă ассортиментне сĕнет. Хальхи йышши производство 4 комплексĕнче вырнаçнă вăл, кашнинех пысăк технологиллĕ оборудованипе пуянлатнă. Юлашки виçĕ çулта фабрикăн производство комплексне çĕнетмешкĕн пысăк инвестицисемпе усă курнă.

Михаил Игнатьев макарон кăларакан линисене тата оборудование пăхса çаврăнчĕ. "Вавилон" фабрика начар мар аталанать, ырă кăтартусем пур, çав вăхăтрах йывăрлăхсем те çук мар, вĕсем модернизаципе çыхăннă. Компани ертÿçисем ĕçлекенсен шалу виçине ÿстерес тĕллевпе хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех тăваççĕ тесе шанатăп. Халĕ предприятин ют çĕршывсенчи производительсен вырăнне йышăнма тата унтах çирĕпленсе юлма хушма майсем тупăнчĕç, мĕншĕн тесен паянхи кун потребительсен рынокĕнче хамăр çĕршывра туса кăларнă таварсене ыйтаççĕ", - терĕ Михаил Игнатьев.

Унтан вăл ĕç коллективĕпе тĕл пулчĕ. Çынсем хăйсем хатĕрлекен продукцие федераци сечĕсенче курасшăн. Вĕсем çавăн пекех çуртсен капиталлă юсавĕпе, ача-пăча çĕнĕ площадкисем тăвассипе, каçхи вăхăтра общество транспорчĕ сайрарах çÿренипе тата ыттипе çыхăннă ыйтусене хускатрĕç. Михаил Васильевич тулли хуравсем панă хыççăн пурне те Раççей кунĕ ячĕпе саламларĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.