Хамăн мăшăрах лайăх
Арăма пĕр вĕçĕм улталаса пурăннă тесе калас килмест хам пирки. Мĕн пытармалли, çамрăк чухне хушăран унта-кунта вăрттăн кайкаласа килнĕ пуль. Юттине тепĕр куннех пуçран кăларса пăрахнă, ят-шывне те çийĕнчех манса кайнă. Халь, ватлăх енне сулăнсан, темĕн пулса иртет манпа, хĕрсем çинчен куçăма илейместĕп.
Нумай пулмасть Шупашкар пасарĕнче пĕр майрапа паллашрăм. Чылай çул кĕçĕн вăл манран. Упăшки пуррине те пытармарĕ чиперскер. Кану кунĕсенче арăмран вăрттăн унпа хулара тĕл пулма шухăшларăм. Лакрей вăрманне çур сехет маларах çитсе тăтăм. Кĕрхи йывăçсемпе киленсе унталла-кунталла утнă май вăхăт иртни сисĕнмерĕ те, хĕвел куллиллĕскер вĕçтерсе те çитрĕ. Сывлăх суннă хыççăн ăшшăн çупăрласа пит çăмартинчен чăпăрт! чуптуса илчĕ. Мана кун пек тахçантанпах никам ыталаманнипе кĕлетке тăрăх вĕри хум чупса иртрĕ. «Ютти тутлă», — тесе ахальтен каламаççĕ çав. Унччен те пулмарĕ: «Санăн чечекÿсем ăçта?» — тин çеç паллашнă пике аптратсах пăрахрĕ. Ним калайманнипе: «Сана хăшĕ килĕшнине пĕлмерĕм те, хăвăнпа пĕрле суйлама шухăшларăм», — чееленме ĕлĕкĕртĕм. Ăçта унта, чечек шухăшĕ пуçра та çукчĕ, арăма та ĕмĕрĕмре пĕрре, авланнă чухне çеç, парнелесе курнă. Вăл кĕлчечек çыххине те хам мар, аппа хуларан туянса килнĕччĕ. Хризантема та, лили те кирлĕ мар ман арăма, ун вырăнне пĕр-пĕр витре е валашка йăтса килсен çĕр хут ытларах савăнать. Чиперккен кăмăлне пăсас мар тесе ирĕксĕрех чечек лавккине утма лекрĕ. Шупка хĕрлĕ кĕлчечексем килĕшнине пĕлтерчĕ майра. Мĕнех, турткаланса тăма çуккине ăнлантăм ку хăюллă хĕрарăм умĕнче, сутуçа сăмахсăрах 500 тенкĕлĕххи кăларса тыттартăм. Урама тухнă-тухман хамран та маларах: «Кафене кĕрсе лармăпăр-и? Чей ĕçсе ăшăнăпăр», — терĕ. Мана арăм тип çу, кĕрпе-макарон тата пахчари кĕрхи çулçа пуçтармалли кĕрепле илмелĕх çеç укçа парса янăччĕ. Унсăр пуçне хамăн пăртак пурччĕ. Тин çеç паллашнă пике меню ыйтсан сивĕ тар тапса тухрĕ. Чейпе, кукăльпе çеç çырлахасшăнччĕ-çке эпĕ. Вăл вара салат /200 тенкĕлĕххи/, шашлăк, апельсин сĕткенĕ, коктейль тата хĕрлĕ эрех суйларĕ. «Хăвăр тата мĕншĕн нимĕн те çиместĕр?» — тет мана, кĕсьере киле çитмелĕх те укçа юлманнине тавçăрма пĕлменскер. Тупнă пуян арçын! Çухалса каймарăм, «кафе-столовăй апачĕ пыра хĕртет» тесе каллех суйрăм. Вăл çемçе те техĕмлĕ шашлăка çăвар тулли çинĕ чухне хамăн чутах сĕлеке юхса анатчĕ. Арăм яшки йăлăхтарсах çитернĕ, манăн та урăх тĕрлĕ апат тутанса курас килетчĕ. Каферен тухсан: «Халь ăçта кайăпăр?» — куçран шăтарасла пăхрĕ пике. Хăна çуртне утас, кĕсьере вак укçа çеç тăрса юлнăччĕ. «Пĕлетĕн-и, паян ывăлăн çуралнă кун, 30 çул тултарать, пÿрт тулли хăна пухăнать, çавăнпа та вăхăчĕ хĕсĕкрех хальхинче, атя çитес шăматкун тĕл пулатпăр. Ан кÿрен», — хĕртен хăтăлмалли сăлтав шыраса тупрăм.
Лариса шăматкун кунĕпех шăнкăравларĕ. Аван мар пулин те, телефона тытмарăм. Йăл кулăллăскер халĕ те куç умĕнчен каймасть. Пĕр енчен, питĕ шел ăна çухатма. Хăна çуртне çитейменшĕн те тем пекех ÿкĕнетĕп. Арăм текех укçа тыттарас çук ĕнтĕ мана. Кĕрепле туянмасăрах киле таврăннăшăн чутах кăшласа яратчĕ. «Пасарта çаратрĕç, пĕр пуссăр хăварчĕç», — суйса çеç хăтăлтăм. Аран ĕнентертĕм. Эх, хальхи хĕрсене, кĕсьере кĕмĕл чăштăртатмасан çаврăнса та пăхмаççĕ. Ĕлĕк апла марччĕ-çке. «Епле хитре эсĕ, мана питĕ килĕшетĕн», — хитре сăмахсемпех çавăрма пулатчĕ майрасене. Вăт, хамăн арăмах лайăх. Пурнăç çынни вăл. Ылтăн эреш те кăсăклантармасть ăна. Чечек çыххи ыйтса ларас вырăнне пахчара темĕн тĕрлине хăй ÿстерет. Кафене вара ывăлăн туйĕнче çеç кайса курнă. Ют арçынпа унта нихăçан та ура ярса пусас çук.
ЮРИЙ.
Шупашкар районĕ.
Комментари хушас