«Хама чăн-чăн журналист пекех туятăп»

27 Нарăс, 2020

Радио итлеме юратакан сахал мар пирĕн вулакансен хушшинче. Микрофон умĕнче хăйсен тантăшĕ ларнине пĕлсен пушшех те кăсăклăх ÿсет ĕнтĕ, ертÿçĕ пирки ытларах та пĕлес килет. Паллашăр, «Тăван радион» чи çамрăк корреспонденчĕ — Настя Нягина.

Радиоертÿçĕшĕн мĕн пĕлтерĕшлĕ?

«МЧСпа пĕр хум çинче» кăларăм эфира пĕлтĕрхи пуш уйăхĕнчен тухма тытăнчĕ. Раççей МЧСĕн пĕчĕк карапсемпе ĕçлекен патшалăх инспекцийĕн ĕçченĕпе Сергей Аршиновпа пĕрле ăна 1-мĕш гимназире вĕренекен Владислав Иванов тата 4-мĕш гимназири Настя Нягина черетленсе ертсе пыраççĕ.
Çакна та палăртар, пĕрремĕш хутчен эфира тухнă чухне Настя ача садне çеç çÿренĕ-ха. Яваплăха çирĕп туять вăл. Сăмахран, кăларăмра пушар хуралĕ пирки сăмах пырассине пĕлсен çакăн çинчен маларах кукашшĕнчен, Раççей
МЧСĕн Хисеплĕ ветеранĕнчен Василий Нягинран ыйтать.
— Радиора мана питĕ килĕшет. Эпĕ хама чăн-чăн журналист пекех туятăп, — терĕ маттур хĕрача кăмăл-туйăмĕпе паллаштарнă май.
Çамрăк корреспондента кам хавхалантарать-ши? — Эфира хатĕрленме мана анне пулăшать, — чунне уçрĕ Настя.
— Радиора кăларăм ертсе пыма пуçланăранпа эпĕ интонацие тĕрĕс лартма вĕрентĕм. Ку ертÿçĕшĕн пĕлтерĕшлĕ. Пĕрле вĕренекенсем, манпа пĕр парта хушшинче ларакан Каринăсăр пуçне, эпĕ кăларăм ертсе пынине пĕлмеççĕ. Ача садне пĕрле çÿренĕ Амина, Карина тата Даша мана радиопа илтни çинчен калаççĕ хăш чухне…

Батут паркне е театра?

Настя иккĕмĕш çул ĕнтĕ С.М. Максимов ячĕллĕ ача-пăча 1-мĕш музыка шкулне çÿрет, фортепиано калама хăнăхать. Унсăр пуçне кăçал вокалпа хатĕрленме те тытăннă. Юрлас пултарулăхĕ пысăк унăн, кĕвве лайăх туять.
— Аннепе театра çÿреме юрататăп. Çак эрнере «Акăш кÿлли» балет куртăмăр. Сăнарсем сцена çинче мĕнле çаврăнса çÿрени, сике-сике чупни, акăшсем пек ярăнни питĕ килĕшрĕ, — хавхалансах пĕлтерчĕ Настя.
Канмалли кунсем те пуян иртеççĕ унăн. «Ну, ăçта кайăпăр хальхинче: батут паркне е театра?» — суйлама ыйтать хĕрне амăшĕ. Настя вара чунĕпе театрах туртăнать. Телее, вĕсем нумай. Вырăс драма театрне
те, Чăваш патшалăх пукане театрне те, Оперăпа балет театрне те час-часах çул такăрлатаççĕ. Хусана «Черномор» мюзикл курма та кайса килнĕ.
Пуканесен вăййине уйрăмах юратать хĕрача. Килте кукашшĕпе пĕрле хăй те спектакль лартса тĕлĕнтерет. Унсăр пуçне Настя музея çÿреме юратать. Куравсенче темĕн те асăрхать вăл. Кашни уйăхра пĕр шăматкун амăшĕпе «Çемьепе — библиотекăна» акцие хутшăнса çывăхри вулавăша васкаççĕ, ăсталăх класĕсене хутшăнаççĕ. Сайра тĕл пулакан кĕнекесен залĕнче вара Настя пĕрремĕш хутчен тĕк-ручкăпа çырса курнă. Çавнашкалах энциклопедисем питĕ кăсăкланатараççĕ ăна.

Çĕнтерÿ хыççăн çĕнтерÿ

— Настя лайăх вĕренет, шкул пурнăçне хастар хутшăнать, мероприятисенчен юлмасть, — мухтарĕ хĕрачана класс ертÿçи Марина Быстрова. Раççей шайĕнчи «Неопалимая купина» конкурсра вăл Артем Скворцовпа пĕрле 1-мĕш вырăн йышăннă. Иртнĕ çулталăк пĕтĕмлетĕвĕпе «Созвездие мужества» республика конкурсĕнче Владислав Ивановпа иккĕшĕ «На одной волне с МЧС» кăларăма ертсе пынипе «Чрезвычайный юнкор» номинацире çĕнтернĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Лариса ПЕТРОВА . Ксения МИХАЙЛОВА сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.