Хам бухгалтер - хам хуçа!

27 Юпа, 2015

Чăнах, республикăн Вĕренÿ министерствин Патăрьелĕнчи агропромышленноç техникумĕн бухгалтерĕ ют укçапа хăйĕнни пек хуçаланнă. Куншăн уголовлă майпа явап тытма тивесси куçкĕрет.

Служба вырăнĕпе усă курса улталанине район прокуратури вĕренÿ учрежденийĕнче ĕçлев тата бюджет саккунĕсене мĕнле пурнăçланине тĕрĕсленĕ май тăрă шыв çине кăларнă. 44 çулти бухгалтер техникумăн 18 ĕçченĕн шалăвĕнчен катса юлса 133 пин тенкĕ ытла вăрланă. Хĕрарăм укçа хапсăнса банка техникумра ĕçлекенсене шалу тÿленине ĕнентерекен суя документсем тăратнă, çав хутсенче хăйĕн ĕç укçин виçине пысăклатса кăтартнă.

Прокуратура тĕрĕслевĕн материалĕсене следстви органĕсене панă май бухгалтер тĕлĕшпе УК 159 статйин 3-мĕш пайĕпе уголовлă ĕç пуçарнă. Прокуратура ăна мĕнле тĕпченине куçран вĕçертмессе шантарать.

Н.СТЕПАНОВ.

Рубрика: 
Автор: