Халех хатĕрленме пуçлăпăр

4 Çĕртме, 2016

Шупашкарти сахал йышлă халăхсен кинематографине халалланă Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль вĕçленчĕ. Иртнĕ шăматкун Чăваш патшалăх филармони залĕнче çĕнтрÿçĕсене палăртрĕç.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пирĕн тăрăх çыннисем кино курма юратни, каçхи кăна мар, ирхи сеанссене те халăх йышлă çÿрени çинчен каларĕ. «Çак кинофестиваль — культура тĕп мероприятийĕсенчен пĕри. Пирĕн тăрăха килме кăмăл тунă хăнасене те, фильмсемпе кăсăкланакан куракансене те тав тăватăп. Раççейре кăна мар, ют çĕршывра та паллă çынсем пирĕнпе пĕрле пулнăшăн савăнатăп, мăнаçланатăп. Кинофестиваль сахал йышлă халăхсен культурипе, йăли-йĕркипе, чăн пуянлăхĕпе паллашма пулăшать», — терĕ Михаил Васильевич.

Кинофестиваль мероприятийĕсене 10 пин ытла çын хутшăннине палăртса хăвармалла. Ултă кунра 52 фильм курма май пулчĕ, вĕсенчен 8-шне Чăваш Республикинче ÿкернĕ.

Киноискусствăра гражданлăх, патриотизм темине çутатнăшăн «Побег из Москвабада» фильм Чăваш Ен Пуçлăхĕн парнине тивĕçрĕ. Унăн режиссерĕ — Дарья Полтарацкая.

Этника тата регионти кино конкурсĕнче жюри членĕсем 19 фильма хак пачĕç. «Чи лайăх сценари» ята Кабарда-Балкар Республикинче ÿкернĕ «Армия» фильм /Олег Хамоков/ çĕнсе илчĕ. «Суицид» фильм ÿкернĕ Геннадий Алхимов /Волгоград/ — чи лайăх режиссер. «Заблудившиеся» ĕçе ÿкерекен Михаил Кардашевские /Якути/ оператор ĕçне чи лайăх пурнăçланăшăн палăртса хăварчĕç. Чечен Республикинчен илсе килнĕ «Февраль» ĕç «Чи лайăх фильм» ята тивĕçрĕ.

Юрий Спиридонов режиссера тата актера чăваш кинематографине аталантарма хастар хутшăннăшăн жюрин ятарлă парнипе чысларĕç.

Тулли метражлă илемлĕ фильмсен конкурсне 12 кинокартина хутшăнчĕ. «Охрана» ĕç /Александр Прошкин/ «Куракансем килĕштернĕ фильм» ята çĕнсе илчĕ.

«Иккĕмĕш планри роле чи лайăх вылякан» номинацире «14Œ» ĕçри Ольга Озоллапиня мала тухрĕ. «Трагедия в бухте Роджерс» фильмра арçын рольне чи лайăх калăпланăшăн Ярослав Жалнин Анне-статуэткăна тата диплома тивĕçрĕ. «Охрана» фильмра хĕрарăм рольне чи лайăх вылянăшăн Мария Коровинăна сцена çине чĕнсе кăларчĕç. «Уява лайăх йĕркелетĕр. Сахал йышлă халăха халлаланă Шупашкарти кинофестиваль Раççейри чи лайăххисен йышĕнче пуласса шанатăп», — палăртрĕ актриса.

«Оператор ĕçне чи лайăх пурнăçлакан» номинацире «Ангелы революции» фильма ÿкернĕ Шандор Беркешие çитекен пулмарĕ. «Илемлĕ фильмăн чи лайăх сценарийĕ» ята «Побег из Москвабада» фильм сценарисчĕ Юсуп Разыков тивĕçрĕ. Ку хутĕнче Элла Манжеева — чи лайăх режиссер. Шăпах унăн «Чайки» ĕçĕпе пуçланнăччĕ кинофестиваль.

Михаил Местецкин «Тряпичный союз» фильмĕ гран-прие тивĕçрĕ. Жюри членĕсем пурте çак ĕçшĕн сасăланă.

Çитес çул Шупашкарти Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль вуннăмĕш хут иртĕ. Ăна тата лайăхрах ирттерме халех хатĕрленме пуçламашкăн шантарчĕ Михаил Игнатьев.

Юсуп Разыков режиссер пирĕн тăрăхра тăваттăмĕш хут пулчĕ. Вăл «Нарспи» мюзиклăн пĕр сыпăкне курнă хыççăн фильм ÿкерме тĕллев тытнă. Хусанта пурăнакан Денис Осокин сценари çырма килĕшнĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ку шухăша ырланă. Çак ĕç Чăваш Республикин юбилейĕ тĕлне пысăк парне пуласса палăртнă вăл.

Чăн та, кинофестиваль аталанса, вăй илсе пыни куç кĕрет. Кинозалсем тулли — çакă уйрăмах савăнтарать. Темиçе çул каяллах апла марччĕ. Малашне Чăваш Республикинче ÿкерекен фильмсем те конкурсра çĕнтерессе шанатпăр.

Марина ГРИГОРЬЕВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.