Халĕ вĕсен те çветтуй вырăн пур

4 Çурла, 2015

Руçе тĕне кĕртнĕ тата Владимир кнеç вилнĕренпе 1000 çул çитнĕ кун Вăрнар район историйĕ таса пулăмпа çырăнчĕ - Çĕньял Хапăс ял пуçĕнче "Сивĕ çăлкуç" уçăлчĕ.

Çветтуй çăлкуç илемлĕ вырăнта Николай Иванов пуçарăвĕпе, Çĕньял Хапăсра çуралса ÿснĕ "Коломна порт" компанин генеральнăй директорĕ Владимир Алексеев пулăшнипе хăтлăланнă. Кунтан Вăрнар чиркĕвĕн ылтăн куполĕ аякранах çуталса курăнни те символла пĕлтерĕшлĕ.

Ял çыннисем сиплĕ çăлкуç кунта тахçанах юхса выртнине палăртаççĕ. Темĕнле шăрăх çанталăкра та унăн таппи чарăнман. Çырмаллă вырăнта кĕтÿ-касу пăхса çÿрекенсем тутлă шывне ĕçсе пайтах киленнĕ. Халĕ çак вырăна йĕркене кĕртсе шыва кĕмелле туса майлаштарчĕç.

Пурана Çĕн Сăрьел ялĕнче пурăнакан вăйпитти Владимир Павлов, Юрий Михайлов тата Олег Ефимов ăсталанă, ăна çак вырăнта Санарпуç тăрăхĕнче пурăнакансем вырнаçтарнă.

Вăрнар чиркĕвĕнче аслă Владимир кнеç ячĕпе кĕлĕ ирттернĕ хыççăн прихут çыннисем хĕрес çÿревĕпе сиплĕ çăлкуç вырăнне çитрĕç. Александр атте ăна Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава пилленипе сăвапларĕ. Çакăн хыççăн чылайăшĕ черет тăрсах сиплĕ шыва чăма-чăма тухрĕ. "Ытла та аван!" - терĕ кашниех. Сиплĕ шыва килĕсене илсе каяс текенсен черечĕ те пĕчĕкех пулмарĕ.

- Паян çав тери пысăк та паллă кун. Руçе тĕн йышăнтарнă кун сирĕн тăрăхра апостолпа тан Аслă Владимир кнеç ячĕллĕ çăлкуç уçăлчĕ. Анчах та çак таса вырăна пăхса тăрасчĕ, ырă мар канусем йĕркелес марччĕ. Упрăр ăна! - терĕ Александр атте.

Паллă пулăма хутшăннă май район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев çакнашкал ырă ĕç çынсене пĕрлештерни çинчен каларĕ, вăл та ял çыннисене, Вăрнартан килнисене сăваплă вырăна, кунти пурлăха упрама, сыхлама ыйтрĕ.

"Сивĕ çăлкуçри" шыв ятарлă тĕрĕслев витĕр тухнă. Унта сиплĕ хими элеменчĕ чылай.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Рубрика: