Халĕ те канăçсăр

20 Юпа, 2016

Зинаида Васильевна Карамаликова нумай çул Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕкри Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх предприятийĕнче вăй хунă. Малтанах фермăра ĕне сунă, бригадирта тăрăшнă. Пĕр вăхăт çĕр ĕçĕнчен пăрăннă, анчах кăштахран каллех ун патне таврăннă.

Чĕрĕк ĕмĕр кладовщикра тăрăшса канмалли куна та пĕлмен, отпускра та пулман, больницăра та выртса курман вăл. 60 çула çитичченех тăван хуçалăхран уйрăлман. Унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ – 49 çул.

Халĕ Зинаида Васильевна çитмĕл пĕррере, анчах килте алă усса лармасть. Çĕре, выльăх-чĕрлĕхе юратаканскер валли хушма хуçалăхра ĕç тупăнсах тăрать.

Хулара пурăнакан хĕрĕпе кĕрӳшĕ кивĕ çурт вырăнне çĕнни, хăтлăраххи туса лартнă хыççăн умри пахчана çулласерен тĕрлĕ чечекпе илемлетет, кĕркунне тасатать. Хуçалăх ĕçĕнчи пекех килте те йĕркелĕхпе типтерлĕхе кăмăллать кинеми.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.