Халăхсен туслăхĕ - кĕнеке урлă

20 Ака, 2015

Республикăра регионсен хушшинчи наци кĕнекин фестивальне ирттересси йăлана кĕнĕ. Кăçал вăл 13-мĕш хутчен иртет, "Кĕнеке урлă - халăхсен туслăхĕ патне" ятпа. Шупашкарта, Улатăрта, Чĕмпĕрте, Элĕк, Вăрнар, Пăрачкав тата Муркаш районĕсенче фестиваль мероприятийĕсем ака уйăхĕн 25-мĕшĕчченех пырĕç. Чăваш наци библиотекинче çак кунсенче çыравçăсемпе тĕлпулусем йĕркелеççĕ, Итали кĕнекин, китай поэзийĕн, экологипе тата наукăпа, православипе çыхăннă литература кунĕсене ирттереççĕ.

Фестиваль акан 15-мĕшĕнче Наци библиотекинче уçăлчĕ. Хăйне евĕр курав йĕркеленинчен пуçланчĕ вăл. Кунта Раççей патшалăх Искусствăсен библиотекин /Мускав/ коллекцийĕпе пуянлатнă "XVIII-XIX ĕмĕрсенчи графикăри Раççей халăх костюмĕ" курав уçăлчĕ. Раççей тата ют çĕршыв ÿнерçисен гравюрисемпе, литографийĕсемпе, ÿкерчĕкĕсемпе паллашма май пур куравра. Тĕрлĕ халăхăн йăли-йĕрки, çи-пуçĕ çинчен каласа кăтартакан вун-вун кĕнекене те тишкерме май пур. Тĕрлĕ наципе пуян Раççей империйĕн историйĕпе кăсăкланакансемшĕн чухах ку.

Татьяна НАУМОВА.

Рубрика: