Халăхсен съезчĕ туслăха çирĕплетĕ
Чăваш Енре республикăра пурăнакан халăхсен съезчĕ пуласси çинчен хаçатра пĕлтернĕччĕ. Вăл кăçалхи авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче иртĕ. Съездра халăхсен этнокультурине аталантармалли, вĕсен республикăн экономикăпа социаллă пурнăçне хутшăнассине вăйлатмалли çул-йĕре палăртĕç, Чăваш Енре Халăхсен ассамблейине тăвассипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухĕç.
— Чăваш Енре 128 халăх пурăнать. Вĕсем хăйсен йăли-йĕркине тытса пыраççĕ, ачисене те ытти халăх йăли-йĕркине хисеплеме вĕрентеççĕ. Пирĕн республикăра çĕр-çĕр çул каялла тĕпленнĕ тĕрлĕ халăх, тĕрлĕ тĕн çыннисем пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ, региона аталантармашкăн вăй хурса ĕçлеççĕ. Анчах юлашки çулсенче мăн асаттесем ĕмĕртен ĕмĕре упраса пынă ырă йăласем манăçа тухма пуçларĕç, халăх историйĕн кун-çулне çĕнĕлле çырас юхăм вăй илчĕ. Çавăн пекех халăхсен хушшинче терроризмпа экстремизм хаярĕ сарăлма пуçларĕ. Çак тÿнтерлĕхсене пĕтермелли мелсене палăртма халăхсен съезчĕ пулăшма тивĕç. Вăлах халăхсен туслăхне çирĕплетме, конфессисен çыхăнăвне вăйлатма май парĕ, — палăртнă ЧР культура, национальноçсен тата архив ĕçĕсен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев.
ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Ватăсен канашĕн председателĕ Лев Кураков та çак ыйтупа хăйĕн шухăшне каланă:
— Патшалăх политикин тĕп енĕсенчен пĕри — хамăр çĕршывра тĕпленнĕ тĕрлĕ наци, тĕрлĕ тĕн çыннисене пĕрле пухасси. Вĕсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнсан пирĕн çĕршыв пуринчен те вăйлăрах пулĕ, çирĕппĕн аталанса малалла сулмаклă утăмпа пырĕ. Халăхсен съезчĕ патшалăхăн хăватне вăйлатма пулăшĕ.
А.ПЕТРОВ.
Комментари хушас