«Халăхпа влаçа çыхăнтаракан кĕпер»

13 Кăрлач, 2017

Граждан обществин институчĕсен тата бизнес аталанăвĕ, коммерципе çыхăнман организацисене социаллă тĕллевсене татса парассипе çыхăннă ĕçе явăçтарасси, норма-право акчĕсен экспертизи — шăпах çак ыйтусем тĕпре пулчĕç Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Общество палатин членĕсемпе ирттернĕ тĕлпулура.

«Эсир граждан обществин институчĕ пулнă май халăхпа, пĕрлешÿ-организаци представителĕсемпе тăтăшах тĕл пулатăр. Çакă çынсене ытларах мĕн хумхантарнине лайăхрах пĕлме май парать. Сире яваплă çак утăма тунăшăн, хушма ĕçе пурнăçланăшăн тав тăватăп. Эсир палăртнă йывăрлăхсене тепĕр чухне татса пама çăмăлах мар. Çапах пурнăç пахалăхне ÿстерессипе çыхăннă пĕтĕм пуçарăвăра эпир вăл е ку йышăнăва тунă чухне шута илетпĕр. Халăх сире шанать — çакă питĕ пĕлтерĕшлĕ. Эпир сирĕнпе пĕрле ентешсемшĕн лайăххине татах та нумай тăвасса ĕненетĕп», — терĕ Михаил Игнатьев влаç органĕсем тата Общество палати пĕр-пĕринпе тачă çыхăну тытса ĕçлени халăхăн пурнăç пахалăхне ÿстерме пулăшакан çулсенчен пĕри пулнине палăртнă май. Республика Пуçлăхĕ 2017 çул Раççейре — Экологи, Чăваш Енре вара Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ пулнине аса илтерчĕ, ырă йăла-йĕркене сыхласа хăварса çирĕплетмеллине пĕлтерчĕ.

ЧР Общество палатин председателĕ Алексей Судленков республика ертÿлĕхне хăйсене пулăшса пынăшăн, тĕлпулусем тăтăшах йĕркеленĕшĕн тав турĕ. «Палата — обществăпа влаçа çыхăнтаракан кĕпер», — терĕ вăл. Алексей Алексеевич палатăн 5 çулхи ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Çак тапхăрта вĕсем тем тĕрлĕ акцие, граждан обществин аталанăвĕн чи пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсене сÿтсе явнă çĕре, çавăн пекех норма-право акчĕсен общество мониторингĕсемпе экспертизисене хутшăннă. 2015 тата 2016 çулсенчи суйлав кампанийĕсенче хăйсем хатĕрленĕ «Суйлавсенчи общество тĕрĕслевĕ» проекта пурнăçа кĕртнĕ, «Хĕрÿ лини» ĕçне йĕркеленĕ. 2015 çул кăтартăвĕсемпе Чăваш Республикин Общество палати Раççейри регионсенчи общество палатисен медиахастарлăхĕн рейтингĕнче виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Общество палати республикăри коммерципе çыхăнман организацисемпе те килĕштерсе ĕçлет. Вĕсене грантсемпе конкурссем пирки калакан информаципе тивĕçтерет, заявкăсем хатĕрлеме вĕрентес тĕлĕшпе мероприятисем йĕркелет, унта федераци эксперчĕсене те явăçтарать, сĕнÿ-канашпа пулăшать. 2016 çулта Президент гранчĕсен конкурсĕсенче Чăваш Енри 9 организаци социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕсене пурнăçа кĕртмешкĕн 10,5 миллион ытла тенке тивĕçнĕ. Юлашки икĕ çулта палата Чăваш Республикин норма-право акчĕсен 250 проектне общество экспертизи витĕр кăларнă.

Норма-право акчĕсем тенĕрен, тĕлпулура Нина Семедова-Полупан социаллă пĕлтерĕшлĕ хăшпĕр документăн проекчĕсем Общество палатине каярах юлса çитнине палăртрĕ, çавна май вĕсене тĕрлĕ енлĕн тишкерме, сÿтсе явма май килменнине асăнчĕ. Тĕслĕх вырăнне вăл граждансен общество транспорчĕпе çÿремелли çăмăллăхлă карттине пăрахăçласси пирки калакан йышăнăва илсе кăтартрĕ. Çак хыпар халăха нумай калаçтарчĕ, яваплă ведомствăсен ертÿçисем асăннă çăмăллăха пĕтерменнине, ку пулăшăва адреслăн пама пуçлассине ăнлантарсан тин çынсем ăна йĕркеллĕн йышăнма пуçларĕç. «Эпир халăха нумайăшĕ лайăх пĕлсех кайман документсем пирки ăнлантарма хатĕр, çавăнпа норма-право акчĕсене маларахах тишкересшĕн», — терĕ Общество палатин членĕ. Михаил Игнатьев ку шухăшпа килĕшрĕ, яваплă ведомствăсене Правительство йышăнăвĕн регламентне хатĕрлеме хушрĕ: унпа килĕшÿллĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ норма-право акчĕсене йышăниччен малтан Общество палатин тишкермелле. Ку документа кăçалхи нарăс уйăхĕнче йышăнмаллине палăртрĕ регион ертÿçи.

Тĕлпулăва килнисем çивĕч те кăсăклă ыйтусем хускатрĕç. Акă Анатолий Яруткин Социаллă сферăри инновацисен центрне тума сĕнчĕ. Вăл çавăн пекех бизнеса тата коммерципе çыхăнман организацисене пулăшакан патшалăхăн пĕтĕм институтне пĕр çĕре вырнаçтарма, унта ĕçлĕ пĕрлехи коворкинг-центр тума май çук-ши тесе кăсăкланчĕ. Дмитрий Фадеев коммерципе çыхăнман организацисем нумай чухне социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса парас ĕçе хутшăнмалли механизма ăнланманни çинче чарăнса тăчĕ. Вĕсене çак ĕçе ăнăçлă явăçтарас тĕллевпе палатăра вĕренÿ йĕркелеме сĕнчĕç пухăннисем: унта экспертсемпе министерство-ведомство представителĕсем асăннă рынока кĕмелли йĕркене, ыттине ăнлантарса парĕç.

Кирилл Лукин паянхи кун ин­фор­маци-коммуникаци технологийĕсем аталансах пынине, çавна май граждансене влаç органĕсен представителĕсемпе тÿрреммĕнех çыхăнтаракан каналсем тума майсем пуррине каларĕ. Вăл Общество палати 2014 çулта коммерципе çыхăнман организацисен пĕрремĕш форумĕ хыççăн общество хастарĕсем пулăшнипе «Гражданин 21» онлайн-ресурс йĕркеленине, анчах ăна аталантарма вăй çитменнине пĕлтерчĕ. «Халĕ пирĕн «Халăх тĕрĕслевĕ» ресурс пур, анчах унпа питех тухăçлă усă курмаççĕ», — терĕ.

Альбина Новикова ял çыннисене хумхантаракан йывăрлăхсем çинчен сăмах пуçарчĕ. Юлашки çулсенче ялти пурнăç пахалăхне лайăхлатас тĕлĕшпе калама çук пысăк ĕçсем пурнăçланă: газ кĕртнĕ, хытă сийлĕ çулсем тунă, социаллă инфратытăма аталантарнă. Фельдшер-акушер пункчĕсем те — ял çыннисен ырлăхĕшĕнех. Анчах ФАПсенче кадрсем çитменнине пăшăрханса пĕлтерчĕ Альбина Новикова. Хастар ертÿçĕ çавăн пекех Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн студенчĕсен практика вăхăтне кăшт пысăклатма сĕнчĕ, «Пĕр-икĕ эрнере вĕсем финанс докуменчĕсемпе паллашма çеç ĕлкĕреççĕ. Çамрăксен хальхи вăхăтпа тан пымалла, ял хуçалăхне аталантармалли çĕнĕ идейăсем сĕнмелле», — терĕ «Коминтерн» ЯХПК председателĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ канашлу хыççăн ЧР сывлăх сыхлавĕн министрне Алла Самойловăна ФАПсенчи медицина ĕçченĕсен ĕç графикне йĕркене кĕртме хушнă. Вăл çавăн пекех вĕренÿ тата ял хуçалăх министрĕсене Юрий Исаевпа Сергей Артамонова ял хуçалăх академийĕн студенчĕсен практикин ыйтăвĕсемпе «çавра сĕтел» ирттерме хушу панă, унта хăй те хутшăнассине систернĕ.

Тĕлпулура Общество палатин членĕсем Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне яма хатĕрлекен Çырăва мĕн кĕртсен аванраххине те тишкерчĕç. Анатолий Князев, тĕслĕхрен, Çырура çулсем çинчи хăрушсăрлăх темине палăртма ыйтрĕ. Михаил Игнатьев палата членĕсем хускатнă пĕтĕм сĕнĕве пăхса тухма шантарчĕ.

 Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.