Халăхпа — куçа-куçăн

Республикăри ытти районти пекех Муркаш тăрăхĕнче те хĕрÿ ĕççи пырать. Хуçалăхсенче уяр çанталăкăн кашни саманчĕпе туллин усă курса ăнса пулнă тырпула çухатусăр пухса кĕртессишĕн тăрăшаççĕ. Тухăç чăннипех савăнтарать: кĕр тыррисен кашни гектарĕнчен 27-28 центнер тухать. Çакăн пирки район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев Шетмĕпуçĕнче пурăнакансемпе ирттернĕ тĕлпулура районăн социаллă пурнăçĕпе экономикин аталанăвĕпе паллаштарнă май пĕлтерчĕ.

Хулапа ял — туслăхлă çыхăнура

Халăх ялти культура çуртне пухăнни сăлтавсăр мар: утă уйăхĕн 2-мĕшĕнче Муркаш тăрăхне РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, ЧР Граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров, Чăваш Республикин муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн ертÿçи, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, «Чăваш Республикин апат-çимĕç фончĕ» ПУП генеральнăй директорĕ Александр Федотов, ЧНК президенчĕ, «ТУС» фирма ертÿçи Николай Угаслов, ЧР Сывлăх сыхлавĕн, Ĕçлев, Транспорт, Строительство министерствисен тата Патшалăх пурлăх комитечĕн яваплă çыннисем килчĕç.

Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов палăртнă тăрăх — тĕп хулапа Муркаш çыннисен туслăхĕ çулсерен тĕрекленсе пырать. Ялта пурăнакансенчен чылайăшĕ Шупашкара ĕçе çÿрет, Шупашкарсем вара çак тăрăхра вырнаçнă дачисенче тăрăшаççĕ. Ку çеç-и? Çĕр ĕçченĕ хула халăхне экологи тĕлĕшĕнчен таса та паха пахчаçимĕçпе, аш-пăшпа, сĕт юр-варĕпе тивĕçтерет. Шупашкар хула тата Муркаш район администрацийĕсем пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлесси çинчен нумаях пулмасть килĕшÿ тунă. Шупашкарăн микрорайонĕсенчи ятарлă лапамсенче иртекен ярмăрккасенче Муркашсем хăйсен хуçалăхĕнче туса илнĕ продукцие хулара пурăнакансене сутаççĕ. Сăмах май, вĕсене унти вырăнпа тÿлевсĕр тивĕçтереççĕ.

Сывлăх сыхлавĕ енĕпе те пулăшать хула яла. Утă уйăхĕн 2-мĕшĕнче, тĕслĕхрен, республикăри медицина учрежденийĕсен специалисчĕсем салари тĕп больницăра 8 сехетрен пуçласа 14 сехетчен çынсене йышăнчĕç. «Сывлăх» физкультурăпа спорт комплексĕ умĕнче куçса çÿрекен «Сывлăх центрĕ» çитĕннисене кăна мар, ачасене те йышăнчĕ. Район больницин Мăн Сĕнтĕрти поликлиники умĕнче МАДИС мамографи комплексĕнче хĕрарăмсем хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттерчĕç.

Шетмĕпуçри культура çуртĕнчи тĕлпулу влаç представителĕсемшĕн те, ял халăхĕшĕн те усăллă иртрĕ. ЧР Граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров пушар, шыв, çул çинчи хăрушсăрлăх ыйтăвĕсем çинче чарăнса тăчĕ, кашни çын хăй пурнăçĕшĕн яваплă пулнине аса илтерчĕ.

Асăннă культура çурчĕ ырă ĕçсемпе кăçал Раççей шайĕнче палăрнă. Вениамин Иванович культура çуртне Чăваш Ен Пуçлăхĕ ячĕпе 420 пин тенкĕлĕх сертификатпа чысларĕ. Ку укçа-тенкĕпе пурлăх никĕсне тĕреклетмешкĕн усă курĕç. Çурта нумаях пулмасть тĕпрен юсанă, хăтлăх кĕртнĕ.

Çемье çавăрнăранпа 55 çул çитнĕ ятпа Вера Михайловнăпа Александр Павлович Павловсем те чыслава тивĕçрĕç.

Шетмĕпуçсене канăç паман ыйтусем ытларах медицинăпа çыхăннă: пысăк технологиллĕ пулăшусене тÿлевсĕр тивĕçесси, вырăнти амбулаторире стоматолог ĕçлеменни тата ытти канăçсăрлантарчĕ. ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин пай пуçлăхĕ А.Иванов вĕсем пирки тĕплĕн ăнлантарса пачĕ.

Çĕр пушă выртмалла мар

Информаци ушкăнĕн членĕсем çавăн пекех Оринин, Москакасси ял тăрăхĕсенче пурăнакансемпе тĕл пулчĕç. Тыр-пул туса илекенсен чунне Вадим Николаев сенатор тухса калаçни уйрăмах хускатрĕ. Вадим Иванович хăй те пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă, çăкăр хакне пуринчен те лайăхрах пĕлет. Унăн шухăшĕпе — апат-çимĕçпе хамăра хамăр тивĕçтермелле. Апла тăк агропромышленноç комплексне аталантармалла, яла вăй илтермелле. Ял шанчăклă пулсан Раççей тĕрекленесси те иккĕлентермест.

Сенатор шухăшне «Чăваш Республикин апат-çимĕç фончĕ» ПУП ертÿçи Александр Федотов малалла аталантарчĕ. Ял хуçалăх продукцийĕ туса илекенсене пулăшасси вăл ертсе пыракан предприятин тĕп тĕллевĕ пулса тăрать. «Çĕр çинче ĕçлесе услам илмешкĕн вĕренмелле пирĕн, усăсăр выртакан кашни лаптăка пусă çаврăнăшне кĕртмелле», — уйрăммăн палăртрĕ вăл ялăн малашлăх çулне хамăрăн такăрламаллине аса илтерсе. Александр Иванович çирĕплетнĕ тăрăх — ял хуçалăх предприятийĕсен статусĕ мĕнлине пăхмасăр гектарсен тухăçне, выльăх-чĕрлĕх продуктивлăхне ÿстерессишĕн пĕрлехи вăйпа тăрăшмалла. Аталану çулĕпе ăнтăлсан çĕр çынни патшалăх пулăшăвне те тивĕçме пултарать.

Оринин тата Москакасси тăрăхĕсенче çĕре хисеплекен халăх пурăнать. Çавна май канăçсăрлантаракан ыйтăвĕсем те унпах çыхăннă: пушă выртакан лаптăксем пурри, уйрăм çынсен хупăннă хуçалăхĕнчи çурт-йĕр юхăнни, ялсенче хăтлă çулсем çукки пăшăрхантарать вĕсене. Çĕр хутшăнăвĕсене уçăмлатмашкăн, Ахмане ялĕнче ФАП çуртне хута ямашкăн пулăшу ыйтакан та тупăнчĕ.

Халăхпа куçа-куçăн калаçни патшалăх тата влаç органĕсен яваплă çыннисемшĕн те усăллă пулчĕ паллах: социаллă пурнăçпа экономикăна аталантарасси — Чăваш Ен ертÿлĕхĕшĕн приоритетлă тĕллев.

Ял тăрăхĕсенчи тĕлпулусем кашнинчех чыславпа вĕçленчĕç: хăйтытăмлăх ĕçне хастар хутшăнакансем — муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн Хисеп хутне, Чăваш Ен ырлăх-пурлăхне тĕреклетмешкĕн сумлă тÿпе хывнисем «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята тивĕçрĕç.

Валентина СМИРНОВА

 

Валентина СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.