Халăха пĕрлештерекен уяв

Раççей кунĕнче Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре кăна 5 пин ытла çын пуçтарăннă. Тăван çĕршывăн тĕп уявне чун-чĕререн хисеплекенсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Думин Вĕренÿ комитечĕн председателĕн заместителĕ Алена Аршинова, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ, "Единая Россия" политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов тата Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов саламланă.

Михаил Игнатьев чăваш халăхне çутта кăлараканăн Иван Яковлевич Яковлевăн халалне аса илнĕ: "Раççее шанăр, юратăр, вара вăл сирĕншĕн аннĕр пулĕ". Çак сăмахсем паян та пĕлтерĕшлĕ. Чăвашсем хăйсен йăли-йĕркине тĕпе хурса ваттисене хисеплеççĕ, ăрусен пуянлăхне хаклама пĕлеççĕ, тăван çĕр-аннемĕре, çĕршыва ытларах та ытларах юратаççĕ. Çавăнпа Раççей те çирĕпленет.

Çамрăк ăрăвăн унăн историнче юлнă паттăрлăх тĕслĕхĕсемпе воспитани илмелле. Чăннипе çапла пулса пырать те.

Çак пĕлтерĕшлĕ кун Шупашкар хулинче кăна мар, чылай районта çамрăксене Раççей гражданинĕ пулнине ĕнентерекен паспорт парса чысланă. Пурнăçри чи кирлĕ документа савăнăçлă лару-тăрура панă, кашни мероприятире Раççей гимнĕ янăранă. Хуласенчи нумай хваттерлĕ çурт балконĕсенче çĕршыв ялавĕсем вĕлкĕшни те халăх уява сума сунине палăртнă.

Республикипе паллă "Уяв" халăх фольклор ушкăнĕ çак кун Мускавра Халăх хуçалăх çитĕнĕвĕсен куравĕнче иртнĕ "Нумай нациллĕ Раççей" фестивале хутшăннă. Унсăр пуçне Мускаври чăвашсен Акатуйĕнче те палăрнă. Илемлĕ юрри-ташшипе, савăк кăмăлĕпе çĕршыв тĕп хулин çыннисене, хăнисене тĕлĕнтернĕ. Мускав правительстви те, курав йĕркелÿçисем те "Уяв" ушкăна Хисеп хучĕсемпе, асăнмалăх парнесемпе чысланă. Халăхсем хушшинчи туслăха çирĕплетекен уявра 25 наци ятарлă вырăнта хăйĕн культурипе паллаштарнă, продукцине сĕннĕ.

Мускав çывăхĕнчи Коломна районĕнче наци туйĕсен фестивалĕ иртнĕ, унта Чăваш Енри мăшăр ?Александр Корябинпа Анастасия Никитина% та хутшăннă. Йĕпреç районĕнчи "Ахах" фольклор ансамблĕ чăваш туйĕн йăли-йĕркипе, наци апат-çимĕçĕпе паллаштарнă.

Мускавра "Туслăх аллейи" хывнă чух Чăваш Республикине сăнлакан хурăн лартнă тата ытти те.

Раççей кунĕнчех Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре ирĕклĕ майпа кĕрешессипе Чăваш Енĕн тата Коми Республикин пĕрлештернĕ командисем хушшинче ăмăрту иртнĕ. Чăваш кĕрешÿçисем кÿршĕсене 8:1 шутпа çĕнтернĕ.

Ăмăрту йĕркелÿçисем унта хутшăннă кашни çын валли асăнмалăх медаль, пылак парне тата ытти япала хатĕрленĕ. Çĕнтерÿçĕ команда вара тĕп кубоксăр пуçне 50 пин тенкĕ укçа тивĕçнĕ.

ЧР культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев палăртнă тăрăх – Раççей кунне халалланă мероприятисене /ку шутра Мускавпа Чĕмпĕр хулисенче, республика территорийĕнче иртнĕ Акатуйсене те/ 450 пин ытла çын хутшăннă.

Ирина ПАВЛОВА.

 

Ирина ПАВЛОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.