Халăха эрехпе иртĕхме епле чармалла?

Преступленисенчен чылайăшне çынсем ÿсĕрле тăваççĕ

Эрехпе ăс-тăнне пăтратнă çын чылай чухне хăйне хăй алла тытасси пирки манать, «паттăр» ĕçсем тума васкать. Çакна право органĕсем пĕлтерекен статистикăра ÿсĕрле тунă преступленисен пайĕ пысăк вырăн йышăнни те çирĕплетет.

Çакнашкал преступленисенчен тата йĕркене пăснă тĕслĕхсенчен асăрханасси Право йĕркине пăснине профилактикăлас енĕпе ĕçлекен комиссин вице-премьер — Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев ирттернĕ ларăвĕнче тĕп ыйту пулчĕ.

Хальхи вăхăтра, сывлăх сыхлавĕн министрĕн çумĕ Светлана Ананьева пĕлтернĕ тăрăх, республикăра 25 пин ытла çын алкоголизм чирĕпе нушаланать. Çак хисеп пĕлтĕрхинчен 20 процент сахалрах пулин те регионта ку енĕпе çивĕчлĕх чакмасть-ха. Ÿсĕрле тунă преступленисен шучĕ те самай. Çакна Шалти ĕçсен министерствин обществăри йĕркелĕхе сыхлакан полицин пай пуçлăхĕн çумĕ Александр Макаров та çирĕплетрĕ: «Профилактика ĕçне пурнăçласа пыни преступленисен шутне чакарма пулăшрĕ. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан общество вырăнĕсенче право йĕркине пăснă тĕслĕхсен шучĕ 24,5 процент сахалланчĕ. Çав вăхăтрах ÿсĕрле преступлени тăвасси пысăкланчĕ».

Йĕрке хуралçисен шухăшĕпе — республикăра эрех-сăра сутакан суту-илÿ вырăнĕ нумаййи çынсене «симĕс çĕленпе» ытларах туслаштарать. Чăваш Ен халăх йышĕпе пăхсан лицензи илнĕ лавккасен шучĕпе Атăлçи округĕнче малта пулнине шалти ĕçсен министрĕ Сергей Неяскин республика Пуçлăхĕ ирттернĕ канашлура та палăртнăччĕ. Хальхинче те Александр Макаров кун пирки пусăм тусах каларĕ. «Сирĕн шутпа çакă лайăх-и е япăх-и? — калаçăва Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин хутшăнчĕ. — Пирĕн тăрăха федерацин пысăк лавккисем кая юлса килчĕç, вĕсем хамăрăннисене, пĕчĕккисене, хальлĕхе хĕссе кăларайман-ха. Вăхăт нумай та иртмĕ, лару-тăру пачах тепĕр енне улшăнĕ. Тепĕр икĕ çултан эпир тăваттăмĕш те, саккăрмĕш те пулма пултаратпăр. Пĕлтĕр, сăмахран, 146 лицензи сахалрах панă».

Хальхи вăхăтра, министр пĕл­тернĕ тăрăх, республикăра 3,5 пин лавкка ĕçлет, вĕсенчен 1 проценчĕ «разливайка» ят илнĕ суту-илÿ вырăнĕсем. Нумаях та мар пек, анчах вĕсенчен сиенĕ те сахалах мар. «Эрехе стаканпа ярса паракан заведенисем халăхăн социаллă пурнăçне япăх витĕм кÿни паллă. Çак сиене пĕтерессишĕн влаç органĕсен, депутатсен пĕрле тăрăшмалла, тивĕçлĕ мерăсем йышăнмалла», — ыйту çивĕччине палăртрĕ Юрий Васильев.

Ку енĕпе хăйнеевĕрлĕ «вăрçă» пуçланнă та ĕнтĕ. Пĕлтĕрхи раштавра алкоголь сутмалли вăхăт, вырăн, услови тĕлĕшпе чарусем çирĕплетнĕ хыççăн республикăра 25 «разливайка» хупăннă. Владимир Аврелькин пĕлтернĕ тăрăх — пĕлтĕр ведомство специалисчĕсем 746 тĕрĕслев ирттернĕ, унăн кăтартăвĕсемпе 22 лицензи ĕçне вăхăт çитмесĕрех чарса лартнă, 23 лицензие вуçех паман. Суту-илÿ тата общество апатланăвĕн организацийĕсенче алкоголь продукцине сутнине тĕрĕсленĕ хыççăн пĕр предпринимателе, должноçри тепĕр çынна, 17 организацие административлă майпа явап тыттарнă.

Кунсăр пуçне Экономика министерстви пурăнмалли çуртсенче вырнаçнă общество апатланăвĕн предприятийĕсенче, каçхине вара уйрăм çуртсенче вырнаçнисенче те, эрех-сăра сутмашкăн чарма сĕнет. Çапла майпа çав вăхăтра алкоголь продукцине «кафе» тата «ресторан» йышшисенче çеç туянма май пултăр. Министерство ку йышăну проектне хатĕрленĕ ĕнтĕ.

«Общество апатланăвĕн эрех сутакан заведенийĕсем виçерен ытла пулмалла мар. Алкоголь çивĕчлĕхĕпе кĕрешнĕ чухне ытти регион опытне те тĕпе хумалла, ĕç тăвакан влаç, вырăнти хăйтытăмлăх право хуралĕн органĕсен вăй-халне пĕрлештермелле», — терĕ Юрий Васильев.

Пĕлтĕр, ЧР юстици министрĕ Наталья Тимофеева пĕлтернĕ тăрăх, «Чăваш Республикин право йĕркине пăснине профилактикăласси тата преступлени тăвассипе кĕрешесси» çумпрограмма мероприятийĕсене ирттерме 40 миллион ытла тенкĕ тăкакланă. Тĕпрен илсен, плана кĕртнине пурнăçлама май килнĕ.

Канашлăвăн кун йĕркинчи виç­çĕмĕш ыйту — психика тĕлĕшĕнчен сывă мар çынсемпе профилактика ĕç-хĕлне пурнăçлассин тухăçлăхне ÿстересси. Сывлăх сыхлавĕн министрĕн çумĕ Светлана Ананьева пĕлтернĕ тăрăх — пĕлтĕр 30 пин ытла çын медицина учрежденийĕсенче психологи пулăшăвĕ ыйтнă. Çак шутран 4 пин çыннăн психика чирĕсем пуррине тупса палăртнă. В.П.Сербский ячĕллĕ ăслăлăх центрĕн статистики çирĕплетнĕ тăрăх — Раççейре шута илнĕ тата уголовлă ĕç пуçарнă преступленисен 1 процентне çак ушкăнри çынсем тăваççĕ. Психика чирĕсемпе нушаланакансем çывăх çыннисене вĕлернĕ е сывлăхне йывăр сиен кÿнĕ тĕслĕх Чăваш Енре те темиçе те пулнă.

Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май Юрий Васильев профилактика ĕçне малашне те çÿллĕ шайра тытса пымаллине палăртрĕ.

Валентина БАГАДЕРОВА

Валентина БАГАДЕРОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.