Халăх ырлăхĕшĕн, пуласлăхшăн

28 Чÿк, 2018

Наталья Ванеркина 1976 çулхи августăн 15-мĕшĕнче Шупашкарта çуралнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен, РФ Президенчĕ çумĕнчи патшалăх службин Атăл-Вятка академийĕнчен вĕренсе тухнă. Шупашкарти 55-мĕш шкулта, коммерци тытăмĕнче тăрăшнă. Хальхи вăхăтра вăл Шупашкарти ача-пăча 1-мĕш ÿнер шкулĕн директорĕ.

Çын пуласси ачаран паллă

Лăпкă, вăтанчăк, чĕмсĕр хĕрача сасартăк хăюлланса ыттисене ертсе пыма тытăнни нумайăшне тĕлĕнтернĕ. «Аслă классенче çĕнĕ шкула вĕренме куçсан мана уяв каçне ертсе пыма шанчĕç. Пăлханăва сирсе ăна тĕплĕ хатĕрленсе ирттерме тăрăшрăм. Çакăн хыççăн мĕн пур мероприятие явăçтарчĕç. Çĕнĕ çулта Юр Пике те, Хĕл Мучи те пулнăччĕ эпĕ. Майĕпен хăюллантăм, çынсемпе çăмăллăнах хутшăнма тытăнтăм», — калаçăва пуçларĕ Наталья Николаевна.
Хастар хĕрача вĕреннĕ вăхăтрах шкулта вожатăй пулса ĕçленĕ. Умри çулне шкулпа, ачасемпе çыхăнтарма ĕмĕтленнĕ вăл. Алла аттестат илсен И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн истори факультетне çул тытнă. «Конкурс пысăкчĕ: пĕр вырăна çичĕ çын. Экзаменсене «5» паллăпа тытнăран çăмăллăнах вĕренме кĕтĕм. Ачаранах историпе çыхăннă кĕнекесем вулама, танлаштарма килĕштереттĕм», — калаçăва тăсрĕ вăл.
Хĕр аслă шкулта тăрăшса вĕреннĕ. Анчах 4-мĕш курса çитнĕ тĕле вĕрентекен пулас ĕмĕт сĕвĕрĕлнĕ. «Шкулта практикăра пулнă хыççăн хам йăнăша ăнланса илтĕм: урокра класа тытма, итлеттерме предмета пĕлни кăна çителĕксĕр-мĕн, чăтăмлăх, çирĕп кăмăл, чун туртни кирлĕ», — пĕтĕмлетрĕ Наталья Ванеркина. Алла диплом илнĕ хĕр коммерци тытăмне вырнаçнă. Вăрах вăхăт «Квартон» компанире вăй хунă.
Шăпаран иртеймĕн тенĕ. Наталья Ванеркинăна пурнăç кустăрми каллех ача-пăча патне çавăрса çитернĕ. Шупашкар хулин депутатсен Пухăвĕн депутачĕ социаллă аталану тата экологи комиссине ертсе пынă май вĕрентĕве, спорта, культурăна аталантарассипе çине тăрса ĕçленĕ.
«Атте-анне Мордва Республикинчен Чăваш Ене 1970- мĕш çулсен пуçламăшĕнче куçса килнĕ. Кунта ĕç, ачисемшĕн пуласлăх пурри илĕртнĕ вĕсене, — калаçăва тăсрĕ Наталья Ванеркина. — Эпир çемьере пиччепе кăна çитĕннĕ. Шупашкар пирĕншĕн те тăван кил вырăнĕнчех».
Вăхăт иртнĕ май Наталья Шупашкарта тарăн тымар янă. Мăшăрĕпе хĕрпе ывăл çитĕнтереççĕ. Тĕпренчĕкĕсем пирки сăмах пуçарсан Наталья Николаевнăн сăн-пичĕ ăшă кулăпа тулчĕ. Тепле пуçлăх пулсан та чи малтан вăл — амăшĕ. Уншăн çемье яланах малти вырăнта тăрать. «Хĕрĕм Виктория 15 çулта, хулари 5-мĕш гимназире вĕренет, шухăшласа калаçать, лăпкă, яваплă. Музыка шкулĕнчен вĕренсе тухрĕ, фортепианăпа вылять, ташлама çÿрет. Хĕрĕм ал ĕçне те маттур, пĕçерме юратать. Çав хушăрах унта коммерци пултарулăхĕ те сисĕнет. Психолог пулма ĕмĕтленет. Халĕ биологи, обществознани предмечĕсене çине тăрса тишкерет, — сехечĕпех калаçма хатĕр амăшĕ. — Ăна сăнанă май хам та вĕренсе пыратăп темелле». «Пулас специальноçа хăй суйласа илчĕ е эсир пулăшрăр?» — ыйтрăм унран. «Кун пирки пĕрле калаçнă, сÿтсе явнă. Вăл Санкт-Петербургра вĕренме палăртать. Çапах хĕршĕн карьера мар, çемье малти вырăнта пулмалла», — хуравларĕ вăл. «Ывăлăр мĕн патне туртăнать- ши?» — кăсăклантăм эпĕ. «Макар 2-мĕш класра вĕренет. Вăл тăваттăмĕш çул дзюдо, футбол спорт секцийĕсене çÿрет, ăмăртусене хутшăнать. Математикăна килĕштерет, гитарăпа калать. Çав хушăрах сахал вулать, çырасшăн мар. Кунта компьютер, интернет витĕмĕ сисĕнет», — пĕлтерчĕ хĕрарăм. «Икĕ ĕçре тăрăшнă май çемье валли вăхăт юлать-и?» — терĕм ăна. «Паллах, куллен апат-çимĕç пĕçернипе пĕрлех ачасене пулăшма та вăхăт тупатăп. Асли хăех уроксем тăвать, Макарпа вара çур çĕрччен ларни те пулкалать. Хăш чухне ача кăна-и, хам та ывăнатăп. Кил вучахне хĕрарăм тытса пынине манмалла мар».
Ванеркинсем çемьепе канма кăмăллаççĕ. Час-часах инçе çула тухаççĕ. Пĕрле курса çÿрени çемьене çывăхлатать, пĕр-пĕрне лайăхрах ăнланма пулăшать.

Депутат пулма çăмăл-и?

Наталья Ванеркина депутат пулнă май социаллă аталану тата экологи ыйтăвĕсемпе ĕçлет. Вăл çине тăнипе тинех «Шупашкар» суту-илÿ çурчĕпе юнашар ачасен сĕт кухни уçăлнă. Унччен вара ашшĕ-амăшĕн кун пирки самай чупма тивнĕ. Ача-пăчана лайăх аталанма, çитĕнме паха сĕт юр-варĕ кирлĕ çав. Депутатран пулăшу ыйтнă хыççăн лав вырăнтан тапраннă.
Вун-вун çынна йышăнма, вĕсен ыйтăвĕсене татса пама тивет унăн. Çавна май тĕрлĕ лару- тăрăва лекет. Депутатсем общество ĕçне тÿлевсĕр туса пынине хăшĕсем ăнланмаççĕ. Пĕррехинче Украинăран куçса килнĕ хĕрарăм пулăшу ыйтнă унран. Вăл йĕрес пек ларнине курсан Наталья Ванеркина чăтайман, кĕсйинчен укçа кăларса тыттарнă. Çемйине пулăшас тесе ачисем вĕренекен шкула шăнкăравланă. Вĕсене вара тÿлевсĕр апат çитернине пĕлтернĕ. Хĕрарăмшăн хăй аванмарланнă вăл. «Пĕр шкултан ачасене конкурса илсе кайма укçа ыйтрĕç. Эпир вара депутатсемпе, Калинин районĕнчи хĕрарăмсен канашĕпе пĕрле шкулта пултаруллă ачасем, ашшĕ-амăшĕ валли ятарлă мероприяти йĕркелерĕмĕр», — каласа пачĕ Наталья Николаевна.
Депутатсем «фанфурик» сутакансемпе сахал мар кĕрешнĕ. Вĕсем тăрăшнипе асăннă округри аптекăсенче хаяр шĕвеке сутма чарнă.
Наталья Ванеркина йывăр çемьесене шефа илет. Ывăлĕ- хĕрĕпе пĕр чĕлхе тупайман ашшĕ-амăшĕ те депутатра çăлăнăç шыраççĕ. «Хальхи вăхăтра «социаллă тăлăх» термин сарăлчĕ. Тулли çемьере ÿсекен ачасем хăйсене тăлăх пек туяççĕ. Мĕншĕн тесен аслисен тĕпренчĕкĕсемпе урок тума, вĕсен пурнăçĕпе кăсăкланма вăхăт çитмест. Çемьене тăрантарма, укçа ытларах ĕçлесе илме хăтланса çитĕнсе пыракан ачисене куçран вĕçертеççĕ. Ывăлĕ- хĕрĕ вара чун киленĕçне урамра тупать. Пĕррехинче хĕрарăмран ачи мĕнпе кăсăкланнине ыйтрăм. Унччен каратэ секцине çÿренĕ иккен. Вĕренÿре ĕлкĕрсе пырайманран амăшĕ унăн çулне хупланă. Çамрăкăн вăй-халне ăçта чикмелле? Вăл преступлени çулĕ çине тăнăшăн тĕлĕнме кирлех-ши? Шупашкарти ачасен 80 проценчĕ тĕрлĕ секципе кружока çÿрет. Çакă вĕсене сиенлĕ йăлапа туслашасран, саккуна пăсасран сыхлать. Ача алăран вĕçерĕннине туйсан социаллă педагога, психолога, полици органĕсене, депутатсене явăçтармалла, çăлмалла. Спорта, тĕрлĕ мероприятие явăçтарни те пулăшать. Ĕçе вырнаçтарма, социаллă центр урлă лагерьсене яма пулать. Ăна валли укçа кирлĕ мар. Вăхăтра мерăсем йышăнмасан çул çитмен çамрăксене криминал тĕнчи туртса кĕрет. Унта çакланасси чухăн е пуян çемьере пурăннинчен килмест. Хальхи вăхăтра интернет та çамрăксене пысăк витĕм кÿрет», — па-лăртрĕ Наталья Николаевна. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Лариса НИКИТИНА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.