Халăх ырлăхĕшĕн, Елчĕк район аталанăвĕшĕн
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхне Николай Миллина Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн кăçалхи ноябрĕн 19-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшÿллĕн «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе наградăланă. Николай Петрович, асăннă должноçра 2001 çулхи январь уйăхĕнченпе тăрăшаканскер, ку чыса чăнласах тивĕçлĕ. Района ытти пуçлăхран чи нумай вăхăт ертсе пыраканскер Елчĕк тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн усăллă та пархатарлă ĕç чылай тунă. Вăл çине тăнăран, халăхпа пĕр чĕлхе тупма, ăна общество ĕçне явăçтарма пултарнăран Елчĕк районĕ республикăри тĕрлĕ конкурс-ăмăртура малти вырăнсене йышăнать, Раççей шайĕнчисене те хутшăнать. Елчĕк райадминистраци пуçлăхĕ, çак кунсенче 60 çул тултарнăскер, иксĕлми вăй-хăвачĕпе, хастарлăхĕпе, пуçарулăхĕпе тата ытти енĕпе пурне те ырă тĕслĕх кăтартать.
60 çул вăл - пурнăç опычĕпе, професси çитĕнĕвĕсемпе палăрса тăракан ÿсĕм. Ĕçри хăш самант асра нумайлăха юлнă. Йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма мĕн пулăшать? Халăх çĕнĕлĕхсемпе улшăнусене еплерех йышăнать? Çак тата ытти ыйту тавра калаçрăмăр Николай МИЛЛИНПА.
- Николай Петрович, Эсир райадминистраци пуçлăхĕн пуканне йышăничченех, «Прогресс» хуçалăхра вăй хунă тапхăртах, халăхшăн тăрăшнине, çынсен ĕç условийĕсене лайăхлатма ăнтăлнине пĕлетĕп. Çапла тума мĕн хистерĕ?
- Манăн атте пурнăç тăршшĕпех колхозра ĕçленĕ, чылай çул председатель заместителĕнче тăрăшнă. Анне хăмла плантацийĕнче вăй хунă, эпир ăна яланах пулăшнă. Çапла мĕн пĕчĕкрен çĕр ĕçне хăнăхса ÿсрĕм. Çамрăк чухнех чун хуланалла туртмастчĕ, ялтах пурăнас килетчĕ. Çавăнпа вĕренсе пĕтерсенех "Прогресс” хуçалăхра тракторпа ĕçлеме пуçларăм. Çартан таврăнсан водительте вăй хутăм. 3 çултан мана "Прогресс” ертÿçи Александр Федотович Иванов, хуçалăха 25 çул ертсе пынăскер, питĕ çирĕп ыйтаканскер, трактор бригадин бригадирне куçарчĕ. Шăпах çавăн чухне механизаторсене лайăх условисем туса парас тесе чупма пуçларăм. Юсав ĕçĕсем ирттерме меллĕ пултăр тесе ăшă гаражсем турăмăр. 3,5 çултан мана колхозăн автотрактор паркĕн заведующине уйăрса лартрĕç. Кунта та водительсене машинисене юсамашкăн йĕркеллĕ условисем çукчĕ. Çавăнпа Елчĕкре те гаражсем хăпартмалла пулчĕ. Эпĕ стройка ĕçĕсемпе аппаланма юрататăп, çавăнпа яланах çĕнĕ об±ектсем тумашкăн тăрăшатăп. Заместитель должноçне шанса парсан та ку енĕпе нумай вăй хутăмăр, çĕнĕ витесем хута ятăмăр. Александр Федотович пире нумай вĕрентрĕ. 1989 çулта, тивĕçлĕ канăва кайиччен, пуху ирттерчĕ, мана хăйĕн вырăнне хăварчĕ. "Прогресра" пухнă опыт мана паянхи кун та пулăшса пырать.
- Çĕр ĕçченĕн нуши-тертне, вырăнти халăх пурнăçне лайăх пĕлни сире газ кĕртессине кĕске тапхăртах вĕçлеме хистенĕ-тĕр?
- 2001 çулта мана райадминистраци пуçлăхне суйларĕç. Пирĕн районта вăрман таврашĕ çук, кăмрăк турттарса килме питĕ йывăрччĕ. Çынсем, паллах, кăмăлсăрччĕ. Кăмрăк илме кайса каялла пушăлла таврăнни никама та килĕшмест. Ун чухне республикăри чылай районта газ кĕртессине вĕçлесе пыратчĕç, пирĕн вара Вăрăмхăвара /Тутарстанпа юнашар/ тата Аслă Елчĕкри 6 килте çеç "кăвак çулăмпа” усă куратчĕç. Хамăр ума тĕллев лартрăмăр, Комсомольскинчен пысăк пусăмлă газ пăрăхне Елчĕке «туртса çитермелле». Кунĕн-çĕрĕн ĕçлерĕмĕр, хамăр мĕн палăртнине 9 уйăхра пурнăçларăмăр, 2002 çулхи ноябрĕн 26-мĕшĕнче район центрĕнче пурăнакансем çутçанталăкăн çак ырлăхĕпе усă курма пуçларĕç. Республика ертÿçисем хушу пачĕç, 2 çул хушшинче пĕтĕм яла, пĕтĕм çурта газ çитермелле. 2004 çулта Республика кунĕ Елчĕк районĕнче те иртессине пĕлсен ĕçе тата хăвăртлатма тиврĕ. 19 уйăхра пĕтĕм яла газ кĕртсе пĕтертĕмĕр. Çапла питĕ вăйлă ĕçлесе Елчĕк халăхне йывăрлăхран хăтартăмăр, вĕсен вутă тата кăмрăк илме каяс шухăш пĕтрĕ.
- Эсир ертÿçĕ пуканне йышăннăранпа Елчĕк çав тери хитреленсе улшăнчĕ. Çакна республикăра пурăнакансем çеç мар, ытти регионтан килнĕ сумлă хăнасем те палăртаççĕ. Тирпей-илем чи малтан хамăрăшăнах пулнине халăха ăнлантармашкăн йывăр пулмарĕ-и?
- Çăмăлах пулмарĕ. Халăх шухăшлавне улăштармашкăн вăхăт сахал мар кирлĕ. 10 çул каялла эпĕ Германие çĕр ыйтăвĕсемпе вĕренме кайнăччĕ. Питĕ тĕлĕнсе таврăнтăм унтан, тирпей-илем хуçаланакан çĕрте пурăнма лайăхрах тесе пĕтĕмлетÿ турăм. Çак енĕпе хамăр территорире те ĕçлеме пуçларăмăр, малтан - район центрĕнче, унтан - ялсенче. «Астăватăп-ха, эпир пĕчĕк чухне шыва кĕме кайсан Пăла хĕрринче тап-тасаччĕ, никам та çÿп-çап таврашĕ пăрахмастчĕ. Çак йĕркене пирĕн ăру пăхăнмасть, шыв хĕррине, çырмасене, пахчасене мĕн кăна пăрахса тултармарĕ. Ку тасамарлăха хамăрăнах пуçтармалла, ачасем тирпей-илеме хăнăхса ÿсчĕр», - çакнашкал калаçу халăхпа мĕн чухлĕ ирттермен-ши. Район центрĕнче чечек ларттарас терĕм те - ăна качакасем çисе ярассине пĕлтерчĕç. Хăй вăхăтĕнче качакасем администраци крыльци çинче выртатчĕç, урамсем тăрăх çÿресе йывăçсене кăшлатчĕç. Халăхпа нумай калаçрăмăр, выльăха кĕтĕве ярсан лайăхраххине ăнлантартăмăр. Паянхи кун пирĕн Арбат - республикăра чи лайăххисенчен пĕри. «Ырсамай» кану паркĕ пирки те çавнах каламалла.
- Юлашки çулсенче инфратытăма аталантарас тесе нумай ĕçлерĕр. Çывăх вăхăтра тата мĕн тума палăртатăр?
- Çулсене юсас, çĕннисене тăвас енĕпе пысăк ĕç пурнăçларăмăр. Малтан Шăмалак, Яманчÿрел ялĕсене çитме питĕ йывăрччĕ. Унта кайсан мана çынсем, «Патăрьелне куçса каятпăр, Елчĕке пырса çÿреме çул çук», - тетчĕç. Çав çула турăмăр. Аслă Елчĕкпе Аслă Таяпана каяканнисене те çĕнетрĕмĕр. Кăçал Комсомольски-Елчĕк-Кĕçĕн Таяпа автоçула реконструкцилесе пĕтертĕмĕр. Курнавăша çитерекен çул юхăнса пырать, ăна юсама палăртатпăр. Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен ĕçĕнче лайăх кăтартусем туса 2013 çул пĕтĕмлетĕвĕсемпе Елчĕк районĕ республикăра 1-мĕш вырăн йышăнчĕ, çакăншăн пире 2393 пин тенкĕлĕх грант уйăрса пачĕç. Ку нухратпа Елчĕк ялĕнчи Майăн 1-мĕшĕн, Больница урамĕсенчи çулсене, Советски урамĕнчи тротуара юсарăмăр. Халĕ ФАП тăвасси вăй илсе пырать. Районта 2 ФАП хута ятăмăр ĕнтĕ, 2015 çулта тепĕр 3-шне уçмалла.
- Николай Петрович, Эсир ял хуçалăхĕпе тачă çыхăннă çын, çавăнпа çак отрасль пирки сăмах пуçарасах килет. Кăçалхи çулталăка мĕнлерех кăтартусемпе вĕçлетĕр?
- Ял хуçалăх предприятийĕсем мана савăнтараççĕ. Пирĕн пуянлăх - ĕçчен халăхпа хура çĕр. Малтан, чăн та, çăмăлах марччĕ, сухаламан çĕр нумайччĕ, хуçалăхсем те юхăнатчĕç. Халĕ вара нумайăшĕ вăйлисен шутне кĕчĕ, «Прогресс», «Комбайн», «Яманчурино», «Рассвет», «Эмметево»... Акă Аслă Пăла Тимешре çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан Андрей Васильев Энтепери фермăна юсаса çĕнетрĕ, ĕç вырăнĕсем йĕркелерĕ. Шăмалакри хуçалăх юлашки çулсенче юхăннăччĕ, панкрута тухас патнех çитнĕччĕ. Ăна кÿршĕллĕ Яманчÿрелпе пĕрлештертĕмĕр. Выльăх шутне ÿстерсе пыма тĕллев лартрăмăр. Пĕлтĕр сăвакан ĕнесен йышне 500 пуç ÿстерме палăртнăччĕ - 517 пуç хушăнчĕ. Кăçалхи план 100 пуçчĕ - 114 пуç ÿстертĕмĕр. Тепĕр çул йыша 150 пуç ĕнепе пысăклатасшăн. Сысна шутне ÿстерес енĕпе те ĕçлетпĕр. Халĕ какай хакĕ те, сĕт хакĕ те лайăх. Çакна ертÿçĕсем ăнланса илчĕç, çавăнпа тăрăшса ĕçлеççĕ. Ахальтен мар кăçал та АПК аталанăвĕпе çыхăннă программа мероприятийĕсене ăнăçлă пурнăçланăшăн Елчĕк районĕ кăнтăр зонăра 1-мĕш вырăн йышăнчĕ.
- Елчĕк тăрăхĕ республикăра чăвашлăх утравĕ пек пулса юлчĕ. Ытти çĕрти пек чĕлхене хуçа-хуçа вырăсла мар, чăвашлах пуплеççĕ кунта. Эсир канашлусене, ытти мероприятие мĕнле чĕлхепе ирттеретĕр?
- Канашлусене те, планеркăсене те чăвашлах ирттеретпĕр. Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕсенче те чăвашлах калаçатпăр. Чăваш хаçат-журналне юратса вулатпăр. Тăван чĕлхерен мĕншĕн вăтанмалла. Унпа савăнмалла, мухтанмалла.
- Николай Петрович, тавах кăсăклă калаçушăн! Сире эпир те, «Хыпарçăсем», юбилей ячĕпе чĕререн саламлатпăр, район аталанăвĕшĕн малашне те тăрăшса ĕçлеме çирĕп сывлăх, ăнăçу, телей сунатпăр!
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.
Сергей ЖУРАВЛЕВ сăнÿкерчĕкĕ
Комментари хушас