Халăх тĕрĕçи

24 Чÿк, 2014

/Екатерина Иосифовна Ефремова çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май/

Ноябрĕн 26-мĕшĕнче тĕлĕнмелле ăста, паллă тĕрĕçĕ Е.И.Ефремова çуралнăранпа 100 çул çитет. Вăл тăван халăхăмăрăн авалхи тĕрĕ тĕсĕсемпе меслечĕсене Чăваш Енри илемлĕ алăсталăх предприятийĕсенче йăлана кĕртсе упраса хăварма пултарнă. Екатерина Иосифовнăн чăваш эрешĕпе илемлетнĕ керамика сервизĕ /1948/, «Чăваш АССРĕ – 30 çулта» чаршавĕ /1950/, «Лашасемпе йывăç» сĕлкĕ-алшăллийĕ /1969/, «Тухăçлă тырпул» /1940/, «Советсен çурчĕ» /1950/, «Уяв кĕреки» /1979/ сĕтел çиттийĕсемпе ытти ĕçĕсем – чăваш ÿнерĕн ĕмĕр упрамалли тĕслĕхĕсем.

Пулас тĕрĕçĕ Тутарстанри Нурлат районне кĕрекен Егоркино ялĕнче учитель кил-йышĕнче çуралнă. Катя пилĕк çулта чухне ашшĕ çĕре кĕнĕ. Каярахпа, 1923 çулта, амăшĕ ачисемпе пĕрле Çĕрпÿ районĕнчи Мамликассине куçса килнĕ. Çакăнта паллашнă та ĕнтĕ хĕр пĕрчи тăван халăхĕн пир тĕртес тата тĕрлес ăсталăхĕпе.

Шупашкарта пурăнма тытăнсан çичĕ класлă шкулта вĕреннĕ хушăрах, Екатерина М.С.Спиридонов патĕнче ÿкерес ăсталăха хăнăхса пынă. Кунта вăл паллă художникăн хĕрĕпе Августа Моисеевнăпа туслашнă. Кĕçех Моисей Спиридонович Екатерина Ефремовăна тĕрĕ вăрттăнлăхĕсене тĕпчес ĕçе явăçтарнă. Шăпах çакă палăртнă та пулас ÿнерçĕн малашнехи çул-йĕрне.

Шкул пĕтернĕ хыççăн, 1932 çулта, Е.И.Ефремова Мускаври М.И.Калинин ячĕллĕ художествăпа промышленноç техникумне вĕренме кĕнĕ. Тĕрĕ уйрăмĕнче ăна паллă ÿнерçĕсем Софья Ильинская, Ольга Бельчикова, Иван Простов çĕнĕ меслетсене алла илме пулăшнă.

Диплом ĕçне, хăй тĕрленĕ чăваш кĕпине, «пиллĕк» паллăпа хÿтĕленĕ хыççăн Екатерина Шупашкара таврăннă, çĕвĕçсен артелĕнче ĕçленĕ. 1940 çулта вăл Мускаври хушма тата декоративлă искусствăсен институтне вĕренме кĕнĕ, анчах та Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине пула çак вĕренÿ заведенийĕнчен 1948 çулта кăна пĕлÿ илсе тухма май килнĕ.

Институт хыççăн Екатерина Иосифовна Чăваш çĕвĕçĕсен промсоюзĕн илемлĕх лабораторине ертсе пыма тытăннă, пĕтĕм чун хавалĕпе чăваш наци тĕррине чĕртсе тăратас ĕçе кÿлĕннĕ, 15 çул «Паха тĕрĕ» производство пĕрлешĕвĕн тĕп художникĕ пулса чăваш тĕррин илемне пĕтĕм тĕнчипе сарнă. Е.И.Ефремова эскизĕсемпе ăсталанă ĕçсене хамăр çĕршывра кăна мар, çавăн пекех Аргентинăра, Бразилире, Индире, Бельгире, Грецире, Египетра, Японире, Канадăра, Кубăра, Турцире, Алжирта хапăлласа йышăннă. Халĕ Екатерина Ефремова ĕçĕсем Чăваш Республикин, Мускавăн тата Санкт-Петербургăн музей фончĕсенче упранаççĕ.

Е.И.Ефремовăна пархатарлă ĕçĕсемшĕн «Хисеп Палли» тата Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсемпе, медальсемпе чысланă* унăн ятне 1974 çулта Чăваш АССР Ĕç Мухтавĕн тата Паттăрлăхĕн Хисеп Кĕнекине кĕртнĕ.

РСФСР тава тивĕçлĕ тата Чăваш халăх художникĕ Екатерина Ефремова 2000 çулхи февралĕн 26-мĕшĕнче ĕмĕрлĕхе куçне хупнă. Чăваш патшалăх истори архивĕнче унăн ĕç-хĕлĕпе çыхăннă фотодокументсем /1910 çултан пуçласа 1985 çулччен/ упранаççĕ. Вĕсен йышĕнче ашшĕ-амăшĕпе тата мăшăрĕпе - паллă чăваш çыравçипе Василий Алагерпе - çаптарнă сăнÿкерчĕксем те пур. Документсемпе тĕплĕнрех архив сайчĕн электронлă фотоальбом пайĕнче паллашма май килет.

Наталия КУЗНЕЦОВА,

Чăваш патшалăх истори архивĕн

документсемпе усă курмалли

пайăн тĕп архивисчĕ

Рубрика: