Халăх пурнăçне лайăхлатасси - тĕп тĕллев

18 Раштав, 2013

Республика парламенчĕн ĕнер иртнĕ 17-мĕш сессийĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕпе паллаштарчĕ.

Çыру текстне «Хыпар» туллин пичетленине кура унта çĕкленĕ темăсем çинче пайăррăн чарăнса тăни кирлĕ мар-тăр - ăна итлеме хутшăннисем республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн ыйтăвĕсене тĕплĕн те анлăн çĕкленине палăртаççĕ. Республика экономикине инвестицисем хывассинчен пуçласа вĕрентÿпе сывлăх сыхлавĕн, спорт ыйтăвĕсем таранах - пур енĕпе те халĕчченхи ĕçе хакласа малашлăх тĕллевсем палăртнă. Çапах иртнĕ çулсенчи çырусенчен уйрăмми те пур: Михаил Васильевич культура ыйтăвĕсем çинче пайăррăн чарăнса тăчĕ. Çав шутра - чăваш чĕлхин, йăли-йĕркин шăпи-пуласлăхĕ. Хăйне евĕрлĕ самант: Çырăвăн самай вăрăм çак сыпăкĕпе Михаил Игнатьев чăвашла паллаштарчĕ. Халăхăмăрăн Çырăва кĕртнĕ ваттисен сăмахĕсене чăвашла калани пулнă, анчах кунашкалли - пуçласа.

Сессие Патшалăх Канашĕн депутачĕсемсĕр пуçне РФ Патшалăх Думин депутачĕ Валентин Шурчанов /Думăри хисеплĕ ытти ентеш те, пирĕн РФ Федераци Пухăвĕн çÿлти палатинчи сенаторсем те темшĕн курăнмарĕç/, ĕç тăвакан влаç органĕсен, федерацин территори органĕсен, муниципалитетсен ертÿçисем, тĕн конфессийĕсен пуçлăхĕсем, общество ĕçченĕсем, предприятисемпе организацисен, массăллă информаци хатĕрĕсен ертÿçисем хутшăнчĕç. Республика Пуçлăхĕн сехет те вунă минута тăсăлнă вулавне Чăваш наци телекуравĕ, «Раççей 24» канал, Наци радиовĕ, «Тăван радио» эфирĕнче тÿрремĕнех трансляциленине кура, паллах, интересленекен кашни çын итлеме пултарчĕ. Сăмах май, республика Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне яракан çулленхи Çырупа паллаштарнине телекурав тепĕр хут кăтартĕ: «Раççей 1» телеканал - раштавăн 19-мĕшĕнче 9 сехетре, «Раççей 24» - раштавăн 22-мĕшĕнче 19 сехет те 30 минутра.

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ

Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çыру

Хаклă ентешĕмĕрсем, хисеплĕ депутатсем, хăнасем!

Хамăн Çырура эпĕ, йăлана кĕнĕ пекех, влаç органĕсемпе обществăн уйрăмах тимлĕ пăхмалли тĕп самантсем, çавăн пекех çывăх вăхăтрах пирĕн пĕрле татса памалли тĕллевсем çинче чарăнса тăратăп.

2013 çул вĕçленсе пырать. Республикăшăн вăл çăмăлах мар, çапах та, пĕтĕмĕшле илсен, ăнăçлă пулчĕ.

Ăна Раççейре Тăван тавралăха хÿтĕлемелли çулталăк тесе палăртнине эсир пурте пĕлетĕр ĕнтĕ. Юлашки виçĕ çул хушшинче çут çанталăка сыхлас енĕпе йышăннă мерăсене пула кăçал вăрманта, типĕ çанталăка пăхмасăр, пĕр пушар та тухмарĕ.

«Интерфакс-ЭРА» агентство туса хатĕрленĕ бизнесăн никĕсри тухăçлăхĕн тата экологи яваплăхĕн рейтингĕнче Чăваш Ен Раççейĕпе пĕрремĕш вырăн йышăннă. Асăннă рейтинга тăвакансем палăртнă тăрăх - пирĕн республика бизнесăн экоэнергетика тата технологи тухăçлăхĕпе, тухăçлăх ÿсĕмĕн пысăк хăвăртлăхĕпе тата уççăнлăхĕпе палăрса тăракан регион шутланать.

Пысăк тухăçлăх тата уççăнлăх – хамăр ĕçе йĕркелемелли икĕ тĕп принцип. Эпир çакна виçĕ çул каялла пĕлтертĕмĕр тата çавăнтанпа ăна çирĕппĕн пăхăнса пыратпăр.

Патшалăх влаçĕпе граждан обществи пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлессине лайăхлатма, влаç органĕсен ĕç-хĕлне общество енчен тĕрĕслесе тăрассине вăйлатма этем, ача прависемпе ĕçлекен тата предпринимательсен прависене хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйсен институчĕсене туса хунă. Маларах, 2011 çулта, Чăваш Республикин Общество палатине йĕркеленĕччĕ, вăл коммерцисĕр общество организацийĕсен ĕç-хĕлне пĕрлештерсе тăракан площадка пулса тăчĕ.

Республикăри ĕç тăвакан влаçăн мĕн пур органĕнчех Общество канашĕсем туса хунă. Вĕсем йышăнусен проекчĕсене сÿтсе явма хастаррăн хутшăнĕç, тÿре-шара ĕçне республикăра пурăнакансен нушисемпе тата ыйтăвĕсемпе çывăхлатма пулăшĕç тенĕччĕ. Çак тĕллевĕн пĕр пайне пурнăçланă. Анчах та палăртса хăварма тивет: пĕтĕмĕшле илсен - Общество канашĕсен членĕсем шухăшлав сÿрĕклĕхĕнчен, ĕçе ячĕшĕн тунинчен, пысăк вырăнти тÿре-шара умĕнчи хăюсăрлăхран хăтăлса пĕтеймерĕç.

Ăнланмалла: илсе кăтартнă тĕнче курăм паллисем вăрах вăхăт йĕркеленсе çирĕпленнĕ тата демократи йăли-йĕрки пулманран вĕсенчен хăтăлма пĕрре те çăмăл мар. Анчах та çакна тумаллах. Унсăрăн пирĕн граждан обществи енне выртакан çулпа ытла та вăрах вăхăт утма тивĕ.

Паян республикăри ĕç тăвакан влаç общественноçпа – политика партийĕсемпе, общество организацийĕсемпе, прессăпа – уççăн калаçма хатĕр. Сăмахран, çак Çырăва хатĕрленĕ тапхăрта Граждансен пуçарăвĕсемпе ĕçлекен комитет представителĕсем ман пата Интернет сетĕнче Чăваш Ен Министрсен Кабинечĕн ларăвĕсен тÿрĕ трансляцине йĕркелес сĕнÿпе тухрĕç. Общество ĕçĕн хастарĕсен шухăшĕпе - çакă влаç органĕсен ĕç-хĕлне халăха уççăн кăтартассине тивĕçтерме кирлĕ. Кунта нимĕнле чăрмав та курмастăп. Министрсен Кабинетне çак ыйтăва 2014 çулхи кăрлач уйăхĕнчех татса пама хушса хăваратăп.

Пĕтĕм çивĕч ыйтăва çавăн пек çăмăллăн та хăвăрт татса пама май килсен, тем пек лайăх пулмалла. Анчах та чăн пурнăçра апла мар. Ытларах чухне влаç общество ĕçĕн хастарĕсен пуçарăвĕсене асăрхамасăр тăма тăрăшать, пуçару тăвакан хастарсем хăйсем те вĕсене пурнăçлас тесе хытах çине тăмаççĕ. Шел те, йăла шайĕнчи ăнланулăхра çаплипех мĕн те пулин пĕлтерĕшлине тума хистекен идеологи мар, янттине кĕтмелли шухăшлав пуç пулса тăрать, вăл вара вырăнти хăй тытăмлăха аталантарма, граждансене хăйсен прависемпе ирĕклĕхĕсене пурнăçлама чăрмантарать.

Нумай общество организацийĕ хут çинче кăна шутланса тăрать, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ вара ытларах чухне тĕрĕслекен органсене отчетсем çырса панинчен малах иртмест. Çурт-йĕр комитечĕсен те ытларахăшĕн ĕçĕ курăнсах каймасть. Мĕн пур шайри влаç органĕ нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансен çăхавĕсемпе тулса ларнă, çав вăхăтрах асăннă çуртсенчи пĕрлехи пухусен пур пек полномочийĕсем управляющи компанисемпе сиксе тухакан кирек мĕнле тавлашуллă ыйтăва та татса пама май параççĕ.

Эпир граждансен хастарлăхне ÿстерес, вĕсене хăйсем пурăнакан территорисене тытса пырас ĕçе явăçтарас, пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса панă çĕре хутшăнас тата вĕсене пурнăçа кĕртес енĕпе тăвакан общество пуçарăвĕсене е проекчĕсене пурнăçлама пулăшма хатĕр. Министрсен Кабинечĕн, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен хăйсен ĕçĕнче усăллă çĕнĕ идейăсемпе сĕнÿсене йĕркелеме, çавăн пекех влаç тăвакан йышăнусене общество енчен тăвакан экспертиза тухăçлăхĕпе пахалăхне ÿстерме пулăшакан краудсорсинг принципĕсемпе тата инноваци технологийĕсемпе анлăрах усă курмалла.

Пурте лайăх пĕлетпĕр: Чăваш Енре çĕр кăмрăкĕн, нефтьпе газ запасĕсем çук, пирĕн çĕр айĕнчи хутлăхсенче хаклă тĕрлĕ металл е алмаз упранмасть. Республикăн социаллă пурнăçпа экономикăн хăвăрт аталанăвне çынна хывакан инвестицисем шучĕпе кăна тивĕçтерме пулать. Çавăнпа та тĕллев – республикăра пурăнакан кашни çын хăйĕн вăй-халĕпе туллин усă курма пултармалли лайăх хутлăх тăвасси.

Хисеплĕ ĕçтешсем!

Пирĕн тĕп тĕллев – халăхăн пурнăç пахалăхне лайăхлатасси.

Çывăх вăхăтри виçĕ çул валли республика бюджетне йышăнса хăварнă. Ун шайĕнче мĕн пур тĕп сферăри ĕç-хĕлех пырса тивекен Чăваш Республикин патшалăхăн 15 программине, çав шута 69 çум программа та кĕрет, пурнăçлама палăртнă. Раççей Федерацийĕн Патшалăх Канашĕн кăçалхи юпа уйăхĕнчи ларăвĕнче çĕр-шыв Президенчĕ Владимир Владимирович Путин Чăваш Ене бюджет тăкакĕсене программа принципĕпе йĕркелекен Раççейри чи лайăх регионсен шутĕнче палăртрĕ. Ку вăл бюджет укçи-тенкипе тухăçлă усă курассине тивĕçтерес енĕпе тăвакан пирĕн пĕрлехи ĕç-хĕле панă пысăк хак.

Çапах та пирĕн бюджет политикине лайăхлатмалли тата хамăрăн тупăшсене ÿстермелли резервсем те çителĕклĕ. Бюджетăн тупăш пайне тултармалли çăл куçсенчен пĕри вăл патшалăх тата муниципалитет пурлăхĕпе тухăçлă усă курни пулса тăрать. Хальхи вăхăтра пурлăха тата çĕр лаптăкĕсене рынокри хаксемпе палăртса аукционсем урлă кăна уйăрса памалли ĕçсене йĕркелесе тăракан норматив-право акчĕсене йышăннă. Ку пирĕн принцип тĕлĕшĕнчи позици. Унсăр пуçне, çурт лартакансене çĕрсене алла илме хавхалантарас тĕллевпе, çĕр лаптăкĕсемпе усă курнăшăн илекен аренда тÿлевĕн виçине строительство ĕçне тăвакан вăхăта шута илсе улăштарассине пăхса хăварнă. Çак мерăсем Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджетне хушма майпа 260 миллион тенкĕ пырса кĕрессине тивĕçтерме май пачĕç.

Çапах та вăйра тăракан саккунсем çĕрпе усă курмалли ĕç-хĕле туллин йĕркелесе тăраймаççĕ. Харпăрлăхра шутланакан çĕр лаптăкĕсем час-часах темиçешер çул хушши ĕçе кĕмесĕр выртаççĕ тата ку проблема Раççей Федерацийĕн чылай субъектĕнче палăрать. Усă курман çĕр лаптăкĕсене çаврăнăша кĕртни бюджетсен тупăш пайне тултарма тата ресурссене социаллă нушасем валли яма пулăшать.

2012 çулта эпир бюджет сферин учрежденийĕсене централизацилес тата вĕсен ĕç-хĕлне вырăнлăрах тăвас енĕпе ĕçлеме тытăнтăмăр. Асăннă ĕçе пурнăçланине пула кăçал кăна перекетленĕ бюджет укçи-тенки 70 миллиона яхăн çитмелле.

Экономикăра йĕркеленнĕ лару-тăру укçа-тенке шута илсе пурăнма хистет. 2014 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа шкулчченхи вĕренĕве укçа-тенкĕпе тивĕçтермелли полномочисем республика шайне куçаççĕ, çавна май унта та тăкаксен тухăçлăхне ÿстерес енĕпе тивĕçлĕ ĕçсене туса ирттермелле.

2013 çулта шалти рынокра тавар сутăнасси чакнăран, конкуренци вăйлă пулнăран, кредитсене вăрах вăхăта парасси йăлана кĕменрен Чăваш Ен промышленноç комплексĕн чылай отраслĕнче производство шайĕ чакрĕ. Çав вăхăтрах республикăри предприятисем пĕр вырăнта тăмаççĕ, малалла аталанаççĕ. Иртсе пыракан çулăн пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх - вĕсем тиесе ăсатнă инноваци продукци тÿпи 23 процента çитмелле. Ку вăл 2008 çулхи кăтартуран 3 хута яхăн пысăкрах пулсан та, çителĕксĕртерех-ха.

«Химпром» АУО пысăк икĕ проекта пурнăçлама тытăнчĕ. Вĕсенчен пĕрремĕшĕ вăл – водород перекиçне çулталăкне 50 пин тонна хăватпа кăларакан çĕнĕ производство йĕркелесси. 2018 çулта проектпа пăхнă хăватпа ĕçлеме пуçласан «Химпром» продукцийĕ Раççей Федерацийĕнчи тата Никама Пăхăнман Патшалăхсен Пĕрлĕхĕнчи водород перекиçĕн рынокĕн çуррине ытла йышăнма пултарать. Ку проект 2013 çулхи авăн уйăхĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ тата «Группа Оргсинтез» АХО хушшинче тунă Килĕшÿ шайĕнче пурнăçланать.

Иккĕмĕш проект тĕнчери рынокра лайăх сутăнакан гербицида çулталăкне 20 пин ытла тонна калăпăшпа туса кăларассипе çыхăннă. Завод тума тата çĕнĕ производство йĕркелеме хывакан инвестицисен пĕтĕмĕшле сумми 7 миллиард тенкĕ ытла, кунта пысăк тухăçлă 300 ытла ĕç вырăнĕ йĕркеленмелле.

  

Республикăри организацисем мала иртме май паракан, инноваци мелĕпе туса хатĕрленĕ ĕçсене пурнăçлаççĕ.

«Ăслă энергетика» Smart Grid концепцине пурнăçлас тĕллевпе «Электроприбор» акционерсен уçă обществинче, «Шупашкарти электроаппарат завочĕ» акционерсен хупă обществинче, «Бреслер» тата «ЭКРА» наукăпа производство предприятийĕсенче пысăк технологиллĕ производствăсем йĕркеленĕ.

«Диском», «Стомполимер», «Солюшн» компанисем, Шупашкарти В.И.Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕ тĕрлĕ сферăра пысăк технологиллĕ проектсене пурнăçлаççĕ. Пирĕн тавар туса кăларакансен çĕнĕ продукцийĕ пекки çĕр-шыври рынокра урăх çук, вăл Раççей чиккисен тулашĕнче те кирлĕ пулса пырать.

Шупашкар тивĕçлипех çĕр-шыври реле тăвакан центр шутланать. Чăваш Ен тĕп хулинче умлăн-хыçлăн иккĕмĕш çул ĕнтĕ Пĕтĕм тĕнчери «Реле хÿтĕлевĕ тата Раççей электроэнергетика системисене автоматизацилесси» наукăпа практика конференцийĕ тата выставка иртет. Пирĕн реле ăстисем туса хатĕрленĕ ĕçсемпе паллашма специалистсем Япони, Австри, Беларуç, Германи, Канада, Норвеги, Украина, Швеци, Франци çĕр-шывĕсенчен килеççĕ.

 

Йăлана кĕнĕ пекех, экономика ÿсĕмĕн локомотивĕ республикăн строительство отраслĕ пулса тăрать. Çĕнĕ объектсем çĕклесси, халь ĕçлекен производствăсене çĕнетесси, регионти пур пек чĕр тавар никĕсне тĕпе хурса энерги тĕлĕшĕнчен тухăçлă тата энерги перекетлекен строительство материалĕсем, изделисемпе конструкцисем туса кăлармалли çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртесси лайăх шайра пулса пырать.

Кăçалхи çĕртме уйăхĕнче Красноармейски салинче пиччĕн керамика кирпĕчĕ тата хушма майпа пысăк технологиллĕ керамика туса кăларакан хальхи йышши «КЕТРА» завод хута кайрĕ. çулталăкне 60 миллион штук кирпĕч кăларакан завода «ТУС» акционерсен хупă обществи икĕ çултан та сахалрах вăхăтра туса лартрĕ. Унăн продукцийĕ республикăн строительство комплексне хальхи йышши строительство материалĕсемпе тивĕçтерме, тăвакан çурт-йĕрĕн техника характеристикине лайăхлатма, çуртсемпе сооруженисене архитектура тĕлĕшĕнчен илем кÿме пулăшма пултарать.

СУОР компанин çурт-йĕр тăвакан комбиначĕ тулли хăватпа ĕçлеме пуçларĕ. Пысăк панельлĕ çурт-йĕр строительствин финнсен çĕнĕ технологийĕсемпе усă курса çĕнетнĕ производстви çулталăкне 300 пин тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕре ĕçе кĕртме май парать. «Монолитстрой» тата «Инкост» компанисем, Шупашкарти тата çĕнĕ Шупашкарти строительство материалĕсен завочĕсем, 9-мĕш Тимĕр-бетон комбиначĕ тата «Чебоксарский» ялти строительство комбиначĕ çĕнĕ изделисем туса кăларассине алла илнĕ.

Халĕ çав малта пыракан предприятисем çĕнсе илнĕ малти позицисене çирĕплетсе хăвармалла тата вĕсен опытне республикăн экономикин никĕсри отраслĕсенче сармалла. Пирĕн умра модернизаци, техника тĕлĕшĕнчен пуянланас ĕçсене инвестицисем явăçтарнин никĕсĕ çинче ĕç тухăçлăхне ÿстерессипе çыхăннă тĕллевсем тăраççĕ. Хальхи условисенче экономика ÿсĕмне технологин çĕнĕ тытăмне куçса кăна тивĕçтерме пулать.

XXI ĕмĕр условийĕсенче конкурентлă пулас тесен, паянхи тата ыранхи кунпа кăна пурăнни çителĕксĕр. Пирĕн халь пурнăçлакан республикăн Социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн стратегийĕн чиккисенчен иртсе тата та маларах пăхмалла, стратегин тĕп ориентирĕсемпе приоритечĕсене, республикăн 2030 çулчченхи аталанăвĕн траекторине палăртмалла.

Министрсен Кабинетне 2014 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне бюджетăн вăрах вăхăтлăх стратегине туса хатĕрлеме хушса хăваратăп.

Ку кăткăс та пĕлтерĕшлĕ, яваплă тĕллев. Анчах та эпир хамăр ума амбициллĕ тĕллевсем лартса вĕсене пурнăçлама хăнăхнă. Хамăр вăя шанмалла, тăрăшса ĕçлемелле тата суйласа илнĕ çулран ниçталла та пăрăнмалла мар. Ун чухне пирĕн пурте ăнать!

 

Ял хуçалăхне аталантарасси пирĕн экономика политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри шутланать. 2013 çул Чăваш Ен хресченĕсемшĕн йывăр çул пулчĕ. Çуллахи типĕ çанталăка пула пĕтĕмĕшле 36,5 пин гектарпа танлашакан лаптăк çинчи калча хăрса типрĕ, вырма вăхăтĕнче пуçланнă çумăрсем вара палăртса хунă тухăçа туллин пухса кĕртме май памарĕç.

Раççей Тĕнчери суту-илÿ организацине кĕнĕ условисенче иртекен пĕрремĕш çул харпăрлăхăн мĕн пур формипе ĕçлекен пĕтĕм ял хуçалăх таварĕсем туса илекенĕн, туса кăларакан продукцине рынокра сутас тесен, хăйсен вăйне тата укçи-тенкине пĕрлештерме кирлине кăтартса пачĕ. Экологи тĕлĕшĕнчен таса тата пысăк пахалăхлă продукци яланах кирлĕ, ăна туса илесси те рентабельлĕ шутланать.

Çакна палăртас тетĕп, 2013 çулта ял хуçалăхне патшалăх панă пулăшăвăн калăпăшĕ 2,5 миллиард тенкĕпе, е 2012 çулхипе илсен, 117,5 процентпа танлашнă. Чăвш Ен патшалăх пулăшăвне çĕр ĕçченĕсем патне тÿрремĕн çитерес енĕпе Раçсейри чи лайăх регионсен йышне кĕнĕ. Пирĕн республика Раççей Федерацийĕнче темиçе çул ĕнтĕ пĕчĕк калăпăшлă хуçалăхсем явăçтаракан кредит ресурсĕсен кăтатăвĕ енĕпе лидер шутланать. çамăллăхлă кредитсемпе килти хушма хуçалăх тытакан кашни виççĕмĕш çемье /37%/, çав шутра çемьесен 20% иккĕмĕш хут усă курнă. Вĕсене пурне те ĕçченлĕхшĕн тав тăватăп.

 

Чăваш Республики ĕçе пуçăнакан фермерсене тата çемье выльăх-чĕрлĕх фермисене пулăшу парас енĕпе йышăннă программăсене пурнăçлама хастарлăн хутшăнни пĕчĕк калăпăшлă хуçалăхсене аталантарма хавхалантармалли хушма сăлтав пулса тăчĕ. Икĕ çулта /2012-2013 çулсенче/ çав программăсен шайĕнче ĕçе пуçăнакан 97 фермер тата 10 çемье выльăх-чĕрлĕх ферми пĕтĕмĕшле сумми 164 миллион тенкĕпе танлашакан патшалăх пулăшăвне илнĕ.

Ял поселенийĕсен пуçлăхĕсен малашне те килти хушма хуçалăхсенчен хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем йĕркелес ĕçре пур енĕпе те пулăшса пымалла.

Çакна уйрăммăн палăртатăп, хальхи вăхăтри пысăк тухăçлă техникăпа усă курни ял хуçалăх организацийĕсене çанталăкăн йывăр условийĕсенче те вырма вăхăтне самаях кĕскетме тата пухса кĕртекен тухăç çухатăвне чакарма май пачĕç. Çитес çултан пуçласа туянакан ял хуçалăх техникин хакĕн 15 процентне патшалăх субсидилеме пуçлассине палăртаççĕ, çавна пула пирĕн ял хуçалăх таварĕсем туса илекенсен техника тата технологи тĕлĕшĕнчен пуянланма май пулать.

Çĕнĕ культурăсем акса ÿстерекен, тĕрлĕ вăхăтра пиçсе çитекен сортсемпе усă куракан тăрăшуллă хуçасем лайăх тухăç пухса кĕртеççĕ. çĕр-шыври селекционерсем тунă çитĕнÿсене пула республикăра куккурусăна тĕш-тырă валли ÿстермелли малта пыракан опытпа ăнăçлă усă курнă. Кăçалхи вăтам тухăç гектартан 50,3 центнерпа танлашнă, çакă вăл чи лайăх çул пуçтарса кĕртекен тĕш-тырă культурисен вăтам тухăçĕнчен те икĕ хут пысăкрах. Енчен те иртнĕ çул тĕш-тырă технологийĕпе куккуруса республикăра пĕр хуçалăхра кăна туса илнĕ пулсан, 2013 çулта çавнашкал хуçалăхсен шучĕ пиллĕке çити ÿснĕ. Малашне çак перспективлă культурăна акса ÿстерекен лаптăксене тата та пысăклатмалла.

Ял хуçалăх таварĕсем туса илекенсем кăçал хăйсем явăçтаракан çăмăллăхлă кредитсем енĕпе процент ставкисене субсидилеме уйăракан укçа-тенкĕ çитменнине туйса илчĕç. Ку ыйту Чăваш Енре кăна мар, çĕр-шывĕпех çивĕч тăрать. Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерстви унăн çивĕчлĕхне çитес çул пĕтерме шутлать. Палăртса хăваратăп, явăçтаракан кредитсем енĕпе процент ставкисене субисидилессине ытти çулсем валли те сыхласа хăварнă. çавăнпа та патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерекен çĕнĕ инвестици проекчĕсене пурнăçлассинчен тем тесен те пăрăнса юлмалла мар. Хальхи вăхăтра ял хуçалăх продукцийĕн хакĕ тавар туса илекенсемшĕн ăнăçлă пулнипе палăрса тăрать, çакă отрасле инвестици тĕлĕшĕнчен илĕртÿллĕ тăвать, производствăна малалла анлăлатма тата аталантарма хавхалантарать.

Агропромышленноç комплексĕнче кăçал темиçе пысăк проекта пурнăçланă. Чăн малтанах, «АККОНД» кондитер фабрикинче производство çĕнетĕвне малалла тăснине, «Етĕрнесĕт» çĕнĕ завод уçăлнине, Вăрнарти типĕ сĕт туса кăларакан заводра производствăна çĕнетнине тата реконструкциленине, Шупашкарти сăра тăвакан «Букет Чувашии» фирмăра производствăна çĕнетнине, Германири «Девелей» компанин «Пахча çимĕç тирпейлекен тата тĕрлĕ соуспа тутă кĕртмелли хутăшсем туса кăларакан завод» инвестици программине пурнăçланине палăртса хăваратăп. çак кунсенче кăна «Юрма» агрохолдинг кайăк-кĕшĕк ашне тарăннăн тирпейлекен завода хута ячĕ.

Тунă ĕç кăтартăвĕсем çакна çирĕплетеççĕ, шута илессине кирлĕ пек йĕркеленĕ, ĕç тухăçлăхĕ пысăк шутланакан агропромышленноç комплексĕн организацийĕсенче ĕçшĕн те тивĕçлипе тÿлеççĕ. çапах та пĕтĕмĕшле илес пулсан, пирĕн ял хуçалăхĕнче тÿлекен ĕç укçи Атăлçи федераци округĕнчи регионсем хушшинче пĕчĕккисенчен пĕри шутланать. çакă ырă мар япала, анчах та ку факт. Паян вăй питти çынна вунă пин те улт çĕр тенкĕпе танлашакан ĕç укçи тивĕçтерме пултараймасть. Çирĕп йĕркепе тÿлекен, пысăк шалуллă ĕç вырăнĕ пулманни ĕçлеме пултаракан халăх ял çĕрĕнчен урăх вырăна куçнин тĕп сăлтавĕ пулса тăрать. Чăн малтанах çакă Мускава, Санкт-Петербурга, Хусана ĕçлеме çÿрекен арçынсене пырса тивет.

Халăхра, «Ар епле – йышĕ çапла»,– теççĕ. çемьесем кĕске вăхăтлăха кăна пулсан та кил хуçисĕр тăрса юлни мăшăрсен хушшинчи хутшăнусене тата – чи пĕлтерĕшли – ачасене воспитани парас ĕç çине япăх витĕм кÿрет. Çак лару-тăрăва йĕркене кĕртмелле. Чăн та, пирĕн регион ĕç вăйĕ ытлашши пулнипе палăрса тăрать тата Атăлçи федераци округĕнчи вăтам шайпа танлаштарсан, халăх йышлăлăхĕ те унта 3,5 хут пысăкрах. Çапах та илсе кăтартнă çак тĕслĕх çине таянни кунта тÿрре тухмалли сăлтав пулма пултараймасть.

Министрсен Кабинечĕн, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, предприяти ертÿçисемпе бизнес-пĕрлĕхĕн ял ĕçченĕсене ĕçпе тивĕçтерес тата вĕсен ĕç укçин шайне ÿстерес енĕпе пĕрле пурнăçламалли мерăсен комплексне туса хатĕрлемелле. Чăн малтанах халăхра «арçын профессийĕ» теме хăнăхнă ĕç вырăнĕсем йĕркелеме тăрăшмалла. Арçыннăн çемьере пурăнмалла!

 

Çĕр хăйне тăрăшса тата пĕлсе пăхнине кăмăллать. Çав хушăрах çакна та асăнса хăвармасăр пултараймастăп, туса ирттернĕ ĕçсене пăхмасăр, реформăсем пурнăçланакан 20 çул хушшинче те эпир ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене кирлĕ пек шута илес тата вĕсемпе усă курнине тĕрĕслесе тăрас енĕпе йĕрке туса çитереймерĕмĕр. Хуçасăр çĕрсем тĕлĕшпе халĕ те право çирĕплетекен документсем йĕркелемен, çакă вара вĕсемпе тĕрĕс мар усă курасси патне илсе пырать. Çавăнпа та вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен умне çитес виçĕ çулта çÿлерех асăннă çĕр лаптăкĕсем тĕлĕшпе муниципалитет пĕрлĕхĕсен харпăрлăх правине регистрацилессине вĕçлеме тĕллев лартатăп. Министрсен Кабинечĕн çак ĕçре кирлĕ пек пулăшу кÿмелле, общество организацийĕсене вара ăна пурнăçланине тĕрĕслесе тăма ыйтатăп. Çĕрĕн яланах хуçи пулмалла!

 

Хисеплĕ депутатсем!

Республикăн ăнăçлă аталанăвне экономика ÿсĕмĕн тата ирттерсе пурнăçланă кăтартусен куçа савăнтаракан цифрисем мар, халăхăн социаллă пурнăçĕн ытлă-çитлĕхĕ, вăл патшалăх тата муниципалитет паракан пулăшу ĕçĕсемпе кăмăллă пулни, общество-политика çирĕплĕхĕ палăртаççĕ. Чăваш Енре пурăнакансем пирĕн ĕçе шăпах вĕсем тăрăх хаклаççĕ. Республика тăрăх çÿренисем çакна ĕнентереççĕ – çынсене илĕртÿллĕ статистика та, «Чăваш Ене пирĕн мĕнлерех йĕркелемелле» темăпа пĕтĕмĕшле политикăлла юмахлани те кирлĕ мар. Вĕсем влаç органĕсенчен пурнăç пахалăхне лайăхлатма пулăшакан пайăр ĕçсем кĕтеççĕ. Ку ăнлав шутне вара тĕрĕс те сывă апатлану та, медицина тата вĕренÿ енĕпе паракан пулăшу ĕçĕсен пысăк шайĕ те, пурăнмалли çурт-йĕр пурри те, çемьери тăнăçлăх тата пурнăçри ытти ансат ыйту та кĕрет.

Чăваш Енре пурăнакансен пурнăçне лайăхлатмалли тĕп çул-йĕрсенчен пĕри вăл Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Владимирович Путинăн 2012 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнчи кăларнă указĕсене пурнăçлани пулса тăрать. Республикăра асăннă указсене пурнăçлас енĕпе, çав шутра бюджет сферин ĕçченĕсен ĕç укçине ÿстерес пайра та тĕплĕ плансем /«çул карттисем»/ йышăннă тата пурнăçланаççĕ.

Эпĕ вĕрентекенсемпе, медицина ĕçченĕсемпе, ача сачĕн воспитателĕсемпе час-часах тĕл пулатăп, вĕсем пурте ĕç укçи палăрмаллах ÿснине пĕр çын пек пулса пĕлтереççĕ. çавна май республикăра пурăнакансем халĕ социаллă сфера учрежденийĕсенче паракан пулăшу ĕçĕсен пахалăхне ÿстерме ыйтма пултараççĕ.

Пĕтĕмĕшле илсен, республикăри вăтам ĕç укçи хаклав тăрăх 2013 çулта 20 000-е яхăн тенкĕне çитет, çакă 2010 çулхинчен 1,5 хут пысăкрах.

Раççей статистика служби пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енри ĕç тухăçлăхĕн ÿсĕм хăвăртлăхĕ юлашки виçĕ çулта 13,5% чухлĕ ÿснĕ, Раççейĕпе – 9,3%. çапах та ĕç тухăçлăхĕ енĕпе пирĕн кăтартусем Раççейри вăтам пĕлтерĕшсенчен палăрмаллах кая юлаççĕ.

Тĕнчери суту-илÿ организацийĕнче шутланакан условисенче тĕнчери тата Пĕтĕм Раççейри рыноксенче конкурентлă пулас тесен ĕç тухăçлăхĕн кăтартăвне малта пыракан çĕр-шывсенчи шая çити ÿстерессине тивĕçтермелле. Тата çакна та манмалла мар, ĕç укçин шайĕ чăн малтанах шăпах ĕç тухăçлăхĕнчен килет.

 

Чăваш Ен халăха ĕçпе тивĕçтерес енĕпе лайăх кăтартусем тума пултарчĕ, çитменнине тата экономикăри стабильлĕх те ĕç вăйĕн кирлĕлĕхне ÿстерме пулăшать. Раççей Федерациĕн Ĕç тата социаллă хÿтлĕх министерстви палăртнă тăрăх, ĕç шыракан граждансене ĕçе вырнаçтарнин шайĕпе Чăваш Ен Раççей субъекчĕсем хушшинче 2-мĕш вырăнта тăрать. Инвалидсене ĕçе вырнаçтарнин шайĕпе Чăваш Республики Раççей субъекчĕсен хушшинче вара – 5-мĕш вырăнта. çав хушăрах çакна палăртса хăваратăп, ĕçсĕр граждансене професси енĕпе пĕлÿ парасси тата хушма професси пĕлĕвĕ парасси патшалăх халăха ĕçпе тивĕçтерес енĕпе паракан пулăшу ĕçĕсенчен приоритетлисенчен пĕри шутланать. Ĕçсĕр граждансен пĕтĕм йышĕнчи професси пĕлĕвĕ илме тытăннă граждансен тÿпи енĕпе эпир 2013 çулхи I çур çуллăхра Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен хушшинче эпир 2-мĕш вырăнта пулнă.

2013 çулхи раштав уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне ĕçченсем кирлĕ пулни çинчен республикăри халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсене пĕлтернĕ хисеп 16 200 çынна яхăн пулнă. Ĕç шыракан пĕр çын пуçне 4 яхăн ваканси тивĕçет, çакă ĕçсĕррисене васкавлăн ĕçе вырнаçтарма май парать.

Хĕрарăмсене ачисене воспитани панипе пĕрлех ĕçлеме те майсем туса памалли мерăсен комплексĕ /«çул картти»/ пурнăçланать. Инвалидсем вали ĕç вырăнĕсене сыхласа хăварас, çавăн пекех вĕсене ĕçе вырнаçтарма пулăшас тĕллев валли çулленех бюджетран кирлĕ чухлĕ укçа-тенкĕ уйăраççĕ.

 

Хисеплĕ депутатсем!

Кăçал республикăра 860 пин тăваткал метр ытла пурăнмалли çурт-йĕр лаптăкне хута яма палăртнă. 1000 çын пуçне хута яракан пурăнмалли çурт-йĕр кăтартăвĕ енĕпе Чăваш Ен Атăлçи федераци округĕнчи субъектсен йышĕнче виçĕ çул ĕнтĕ пĕрремĕш вырăн йышăнать. Хута яракан пурăнмалли çурт-йĕрĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕнче харпăр хăй вăйĕпе тăвакан çурт-йĕр строительствин тÿпи чакни, çав вăхăтрах нумай хваттерлĕ çуртсенче хута яракан пурăнмалли çурт-йĕр лаптăкĕ ÿсни палăрать. Пурăнмалли çурт-йĕр тăвас ĕç хăвăртлăхне ÿстерсе пыни, çурт-йĕр рынокĕнче конкуренци вăйланни, пурăнмалли çурт-йĕрĕн пĕр тăваткал метрĕн хакĕ чакасси çине витĕм кÿме пулăшĕç.

Чăваш Республикинче эконом-класс йышши пурăнмалли хăтлă çурт-йĕр тăвассине аталантарни урлă граждансен мĕн пур категорине туянма юрăхлă пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерессине патшалăхăн çурт-йĕр политикин стратеги тĕллевĕ тесе пĕлтернĕ.

2012 çул пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх эконом-класс йышши пурăнмалли çурт-йĕрĕн хута янă чăн калăпăшĕ 310 пин тăваткал метрпа е пĕтĕмĕшле ĕçе кĕртнĕ пурăнмалли çурт-йĕр калăпăшĕн 38 проценчĕпе танлашнă, 2013 çулта çавнашкал çурт-йĕре 346 пин тăваткал метр чухлĕ е хута яракан пурăнмалли çурт-йĕрĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕн 40 проценчĕ чухлĕ тума палăртнă.

2013 çулта пурăнмалли çурт-йĕр строительстви валли уйăрса пама 452 гектара яхăн çĕр лаптăкĕсене халăх пурăнакан вырăнсен çĕрĕсен шутне кĕртнĕ, унта 215 пин тăваткал метр чухлĕ пурăнмалли çурт-йĕр тума пăхса хăварнă. 1500 çĕр лаптăкне нумай ачаллă çемьесене уйăрса пама йышăннă.

Халăх пурăнакан вырăнсене комплекслă майпа çурт-йĕр лартас ыйтăва тишкернĕ чухне çумлă муниципалитет пĕрлĕхĕсене малашлăхлăн аталантарассине те шута илмелле. Уйрăмах çакă Шупашкар агломераци тытăмне кĕрекен муниципалитетсемшĕн пĕлтерĕшлĕ шутланать. Чăваш Ен Строительство министерствине 2014 çулхи пĕрремĕш квартал вĕçленичченхи тапхăрччен халăх пурăнакан вырăнсене, çумлă территорисене аталантарассине шута илсе, компактлă майпа çурт-йĕр лартас енĕпе сĕнÿсем тăратма хушса хăваратăп.

 

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене, тăлăх ачасене, нумай ачаллă çемьесене, çамрăк çемьесемпе çамрăк специалистсене хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма май паракан социаллă программăсем пурнăçланаççĕ. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин учета илнĕ мĕн пур ветеранне 2014 çулта пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерме палăртса хăварнă.

Юлашки çулсенче Чăваш Республикин Патшалăхăн пурăнмалли çурт-йĕр фончĕн 1830 хваттерне хута янă, вĕсенче 5130 çын пурăнать. Унти аренда хакĕ потребитель рынокĕнчи хаксенчен 2,5–3,5 хут пĕчĕкрех. Патшалăхăн пурăнмалли çурт-йĕр фончĕн хваттерĕсене граждансем тÿлесе илмелли нормативлă никĕсе çирĕплетнĕ. Тата вĕсене сутнинчен илекен пĕтĕм укçа-тенке çак программăпа çĕнĕ çурт-йĕр тума ямашкăн палăртнă.

Патшалăхăн пурăнмалли çурт-йĕр фончĕн хватерĕсене тытса тăракансем пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма кирлĕ бюджет сферин ĕçченĕсем, çамрăк çемьесем тата çамрăк специалистсем шутланаççĕ. Патшалăхăн пурăнмалли çурт-йĕр фончĕн хваттерĕсене çавăн пекех майсăр лару-тăруран инкек тÿснĕ граждансене уйăрса панă. Эпир хамăр мĕн шантарнине йăлтах пурнăçларăмăр! çынсене нихăçан та инкекре пăрахса хăварман, хăвармастпăр та!

 

Республикăра пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха çĕнетмелли программа малалла пурнăçланать. Кăçал нумай хваттерлĕ 126 çурта тĕпрен юсас ĕç вĕçленет, вĕсенче 19,3 пин çын пурăнать. çак тĕллевсем валли янă укçа-тенкĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 266,6 миллион тенкĕпе танлашнă. çĕнĕ çултан пуçласа Нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсас енĕпе ĕçлекен республика фончĕ ĕçлеме тытăнать.

2018 çул тĕлне ишĕлекен çурт-йĕр фондне пĕтерме палăртнă. Пĕтĕмпе 4 çул хушшинче пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 123 пин тăваткал метрпа танлашакан ишĕлекен çурт-йĕр фондĕнчен 10 пин çынна урăх вырăна куçарма палăртнă. çакăн валли мĕн пур шайри çăл куçран уйăракан укçа-тенкĕ калăпăшĕ – 3,6 миллиарда яхăн тенкĕпе танлашать.

Граждансем коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлекен виçене чакарма энерги ресурсĕсене перекетлес енĕпе тивĕçлĕ ĕçсем пурнăçланаççĕ, нумай хваттерлĕ çуртсене 100 проценчĕпех энерги ресурсĕсене шута илекен хатĕрсемпе тивĕçтернĕ. Тумалли тепĕр утăм – шута илмелли хатĕрсене кашни хваттерех вырнаçтарасси.

Ăшă, шыв парса тăрас тата шыв юхтарса кăларас, газпа тата электричествăпа тивĕçтерсе тăрас енĕпе паракан пулăшу ĕçĕсен хакĕсем 2013 çулхи I çур çуллăхра улшăнмарĕç, 2012 çулхи раштав уйăхĕнчи шайрах юлчĕç. Раççей Федерацийĕн Правительствин хушăвĕпе килĕшÿллĕн граждансем коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн пĕтĕмĕшле тÿлекен укçа-тенкĕ шайне çулталăкри вăтам тÿлев виçинчен 6 процентран ытла ÿссе кайма паман. çав хушăрах пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлеме кăçалхи 10 уйăхра 20 пине яхăн çемьене бюджетран пĕтĕмĕшле сумми 203 миллион тенкĕпе танлашакан е пĕр çемье пуçне 1030 тенкĕ чухлĕ субсиди уйăрса панă, çакă, 2012 çулхипе танлаштарсан, 15 процент ытларах. Палăртса хăваратăп, эпир социаллă тÿлевсем енĕпе хамăр çине илнĕ мĕн пур тивĕçе пурнăçлатпăр, малашне те пурнăçлăпăр.

2011 çултан пуçласа республика хулисенче нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсене тата вĕсем патне пымалли çулсене тĕпрен юсамалли тата юсамалли программа пурнăçланать. Кăçал республикăн пĕрлештернĕ бюджечĕн укçи-тенки шучĕпе 272 картиш территорине тата вĕсем патне пымалли 143 çула 135,7 миллион тенкĕлĕх юсанă.

Юлашки çулсенче çав тĕллевсене пурнăçлама пĕтĕмпе 500 миллион тенке яхăн тăкакланă, çакă 764 картиш территорине тата вĕсем патне пымалли 417 çула юсама май панă. Шупашкарта кăна çав тапхăрта хулари картишсен çуррине ытла тирпей-илем кĕртнĕ. Юсав ĕçĕпе пĕрлех картишсене ача-пăча çĕнĕ площадкисене, спорт хатĕр-хĕтĕрне вырнаçтарас ĕç пырать. Çапла майпа ачасемшĕн тата аслăрах çынсемшĕн те лайăх канмалли, спортпа туслашмалли, сывлăха çирĕплетмелли, вĕсен социаллă кăмăл-туйăмне лайăхлатмалли майсем йĕркеленеççĕ. Ку программăна хула çыннисем ырласа йышăнчĕç тата ăна Раççей Федерацийĕн Правительстви те тивĕçлĕ хак пачĕ.

Çав вăхăтрах Шупашкар хулин паянхи кунпа çыхăнса тăракан малашлăх аталанăвĕн тĕп планĕ, çĕрпе усă курмалли тата çурт-йĕр лартмалли планĕ çукки пирĕн республика тĕп хулинче çĕнĕ микрорайонсем тата инфратытăм объекчĕсем тăвассине стратегилле планлама чаракан сăлтав пулса тăрать. Çавăнпа та хула влаçĕсен умне асăннă документсене йышăнассине 2014 çул вĕçне вĕçлеме тĕллев лартатăп.

 

Тулли кăмăлпа çакна палăртатăп, пирĕн республикăра иккĕмĕш çул ĕнтĕ халăх хăй халлĕн ÿсни палăрать, 2013 çулхи кăрлач-юпа уйăхĕсенче ку кăтарту 1 пин çын пуçне Ç0,7 процентпа танлашрĕ. Çураласлăх тата вилеслĕх кăтартăвĕсен кал-кал лайăх аталанăвне пула халăхăн пурнăç тăршшĕ 70,3 çул таран ÿсрĕ. Çакă аслă çулсенчи çынсене пăхса тăрас енĕпе паракан пулăшу ĕçĕсен сферине анлăлатма хистет. Ватă çынсем общество пурнăçне туллин хутшăнма тивĕç, вĕсене пирĕн пурнăçра пĕччен туйма памалла мар. Аслă ăрăвăн пурнăçри опычĕпе, пĕлĕвĕпе, шанăçлăхĕпе туллин усă курмалла.

Кăçал республикăра Сывлăха сыхлас ĕçе модернизацилемелли программа вĕçленчĕ, ун валли уйăрнă укçа-тенкĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 5 миллиарда яхăн тенкĕпе танлашрĕ. Асăннă укçа-тенкĕпе республикăри сывлăх сыхлавĕн кашни иккĕмĕш учрежденине юсанă, 2,5 пин единица ытла медицина оборудованийĕ туяннă. çак ĕçсем халăха паракан ятарлă, çав шутра пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕн йышне хушма майпа анлăлатма тата вĕсен калăпăшне пысăклатма май пачĕç.

Çынсем лайăх пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе хăйсем пурăнакан вырăн çывăхĕнчех усă курма пултарасси вăя кĕрсе пырать. «Земство тухтăрĕ» программа шайĕнче 2012 – 2013 çулсенче ялти сывлăх сыхлав учрежденийĕсене 181 çамрăк врача ĕçе вырнаçтарнă. Кăçал ял çĕрĕнче хальхи йышши 20 модульлĕ фельдшерпа акушер пунктне туса хута янă, вĕсене чирлĕ çынсене йышăнма тата медицина процедурисене пурнăçлама май паракан хатĕр-хĕтĕрпе тивĕçтернĕ. çавнашкал тата 40 пункт çитес икĕ çулта ĕçе кĕрĕ.

2013 çулта Шупашкарта патшалăхпа уйрăм çынсен ĕçтешлĕхĕн мелĕпе усă курса Амбулатори майĕпе гемодиализ тăвакан центр уçăлчĕ. Патшалăхпа бизнес пĕрле хутшăнса ĕçленине пула Чăваш Енре пуçласа медицина каяшĕсене ĕçе кĕртмелли проекта пурнăçланă, унăн пилот площадки 2014 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа хута каймалла. Патшалăхпа уйрăм çынсен ĕçтешлĕхĕн мелне анлăн ĕçе кĕртни сывлăха сыхлас ĕç отрасльне хушма инвестицисем явăçтарма тата пур пек ресурссемпе вырăнлăрах усă курма кăна мар, паракан пулăшу ĕçĕсен пахалăхне лайăхлатассине те тивĕçтерме май парать.

Чăваш Ен пĕчĕк ачасем вилессин тата çынсем чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсене пула вилессин чи пĕчĕк кăтартăвĕсемпе Раççейре ырă енĕпе пĕрремĕш хут палăрмасть ĕнтĕ.

Шел пулин те, медицина пулăшăвĕ памалли тытăма лайăхлатнине пăхмасăр, çынсем çул çинчи транспорт инкекĕсене пула вилесси çивĕч ыйтусен шутĕнче юлать. Ахăртнех, ăна татса памалли майсем медицинăпа кăна мар, çавăн пекех социаллă пурнăçпа культура сферипе те çыхăннă-тăр.

2013 çулта республикăра çитĕннисене анлăн диспансеризаци тăвас ĕç пуçланчĕ. Плана пурнăçланин хăвăртлăхĕ енĕпе Чăваш Ен Раççей Федерацийĕн субъекчĕсем хушшинче малта пыракансен йышне кĕчĕ. Республикăра пурăнакансен диспансеризаци иртнĕ пайĕн 70 проценчĕ ытла тĕрлĕ чирпе чирленине палăртнă, çакă тухăçлă мерăсене вăхăтра йышăнма май панă тата чирсене аталанма паман. çав вăхăтрах юлашки çирĕм çулта пуçласа бюджетран самаях укçа-тенкĕ уйăрнă медицина тишкерĕвне хăй ирĕкĕпе 17 пин ытла çын иртме килĕшмен.

Организацисен ертÿçисене 2014 çулта хăйсен ĕçченĕсене диспансеризаци иртес тĕлĕшпе ăнлантару ĕçне туса ирттерме ыйтатăп. Ку вăл ĕç паракансемшĕн те уссăллă, мĕншĕн тесен чирсене маларах тупса палăртни ĕçченсем каярах больничнăйсем илесрен хăтăлма май парать.

2013-2015 çулсенче республикăра пурăнакан аслăрах çынсем пурте тÿлевсĕр медицина тишкерĕвне тухма пултараççĕ. Ачасем кашни çулах диспансеризаци иртĕç.

Профилактика мерисемпе кăна мар, чирлесе ирттернĕ çыннăн сывлăхне йĕркене кĕртес тĕлĕшпе те тимлĕн ĕçлемелле. Чăваш Енĕн САнаторипе курорт тата реабилитаци енĕпе паракан пулăшу ĕçĕсен вăй-хăвачĕ самаях пысăк. Раççей Сывлăха сыхлас ĕç министерствин ертÿлĕхĕ тата çĕр-шывăн 83 регионĕнчи сывлăха сыхлас ĕç ертÿçисем хутшăннă Пĕтĕм Раççейри канашлура Чăваш Ен медицина реабилитацийĕн «ылтăн эталонĕ» пулнине çирĕплетнĕ.

Çапах та сывлăха сыхлас ĕç тытăмĕн тухăçлăхне паракан тĕп хак вăл халăх медицина пулăшăвĕн пахалăхĕпе кăмăллă пулни шутланать, паян ку кăтарту 46 процентпа танлашать. Республикăра Пациентсен канашне туса хунă, унăн ĕçĕн çул-йĕрĕсенчен пĕри социаллă пулăшу паракан организацисен ĕç пахалăхне хак памалли пăхăнман тытăма йĕркелесси, çавнашкал организацисен уçă рейтингне тытса пырасси пулса тăрать. Социаллă сфера учрежденийĕсенче те попечитель канашĕсен институчĕсене чĕртсе тăратмалла, вĕсем паракан пулăшу ĕçĕсен пахалăхне хак паракан пăхăнман экспертсем пулма пултараççĕ. Сывлăха сыхлас ĕç министерстви умне çак ĕçе 2014 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕччен туса ирттерме тĕллев лартатăп.

Демографин ырă туртăмĕсене сыхласа хăварма Чăваш Енре хăйсен тухăçлăхне çирĕплетсе панă пысăк пĕлтерĕшлĕ проектсем пурнăçланаççĕ. Вĕсен шутĕнче регионти амăшĕн капиталĕ, нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсем тата хушма тÿлевсем уйăрса панине асăнмалла. Йышăнакан мерăсене пула нумай ачаллă çемьесен шучĕ пĕр çулта кăна 10% чухлĕ ÿсрĕ, вĕсенче виçĕ пине яхăн ача хутшăннă. çав вăхăтрах нумай ачаллă çемьесене пулăшу памалли мелсене ÿстермелле, вĕсен пурăнмалли çÿрт-йĕр условийĕсене лайăхлатас тĕллевлĕ патшалăх пулăшăвĕн тĕрлĕ майĕсене пăхса хăвармалла.

«Çемье пурнăçĕ тĕлĕшпе ваттисем каланă сăмаха чăваш халăхĕ ялан та хытă тытса тăнă. Çак пурлăха лайăх сыхласа пурăнăр. Çемьен лăпкă пурнăçĕ пире пурнăç хыттинчен хÿтелесе тăрать», - тесе вĕрентнĕ килес ăрусене чăвашсен паллă çутта кăлараканĕ И.Я. Яковлев. Республика Правительстви çемье институтне çирĕплетмелли политикăна малашне те йĕркеллĕн тытса пырĕ, мĕншĕн тесен çемье вăл – этемлĕхĕн тĕп хаклăхĕсенчен пĕри, обществăн никĕсри пайĕ, унта çынсен хушшинчи хутшăнусен мĕн пур енĕ уççăн палăрать. Чăваш Енре пурăнакансен пĕтĕмĕшле социаллă кăмăл-туйăмĕ çемьесем мĕнлерех çирĕп пулнинчен килет.

Хисеплĕ депутатсем!

Патшалăх тата муниципалитет паракан пулăшу ĕçĕсене лайăх пахалăхпа кÿресси влаç органĕсенче квалификациллĕ кадрсем пулнинчен килет, çавна май патшалăх тата муниципалитет управленийĕн сферинче кадр политикине лайăхлатас ыйту тухса тăрать. Хальхи требованисем граждан служащийĕсен ретне çĕнетсех тăма, патшалăх влаçĕн органĕсен ĕç-хĕлне тухăçлăрах тăвассине, граждан обществине тата инновациллĕ экономикăна аталантарассине тивĕçтерме пултаракан креативлă, мал шухăшлă ертÿçĕсене шырама хистеççĕ.

Республикăра конкурс никĕсĕ çинче йĕркелекен управлени кадрĕсен резервĕ ĕçлет. Çав вăхăтрах резервра тăракансен пĕр пайĕ нимле должноçа та уйăрса лартмасăрах унтан тухса ÿкет, ку вара суйласа илес ĕç питех пахалăхлă пулманнине кăтартать.

Çавăнпа та республика влаçĕн ертÿçисен умне çакăн пек тĕллев лартатăп – асăннă резерва йĕркелемелли майсене тепĕр хут пăхса тухмалла. Резервра тăракан ертÿçĕсемпе тăтăшах ĕçлемелле, вĕсене республикăн общество пурнăçне явăçтармалла, хăйсен ăсталăхне ÿстерме майсем туса памалла.

Республикăра пурăнакансем влаçăн коррупцие хирĕçле тăвакан ĕçне пысăка хурса хаклаççĕ. Ку ĕç малалла тăсăлать тата унăн пĕлтерĕшлĕ çул-йĕрĕсенчен пĕри «пĕр чÿрече» йĕркипе ĕçлекен нумай функциллĕ центрсене /НФЦ/ аталантарни шутланать, çавăн пекех асăннă пулăшу ĕçĕсене электронлă майпа кÿни тата влаç органĕсем ведомствăсен хушшинче электронлă майпа хутшăнса ĕçлесси çине куçни пулса тăрать. Тÿре-шара пулăшу илекенпе куçа-куçăн тĕл пулса калаçмалли самантсене май пур таран чакарсан, коррупцие çуратакан сăлтавсем те çухалаççĕ.

Патшалăх пулăшăвне «пĕр чÿрече» йĕркипе кÿни заявлени паракан патшалăх е муниципалитет служащийĕпе мар, документсене йышăнакан тата пулăшу илнĕ чухне консультаци паракан центр ĕçченĕпе хутшăнассине тĕпе хурать.

Халь ĕçлекен нумай функциллĕ центрсен шутне ÿстернипе пĕрлех, республикăра ял поселенийĕсенчен ытларахăшĕнче тĕслĕх библиотекăсен никĕсĕ çинче патшалăх тата муниципалитет пулăшăвне илме паракан ыйтса çырнисене йышăнма чÿречесем уçмалли проект та пурнăçланать. 2013 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 120 тĕслĕх библиотека никĕсĕ çинче «пĕр чÿрече» йĕркипе пулăшу кÿме тытăннă. 2015 çул вĕçĕ тĕлне халăхăн çавнашкал пулăшăва илекен пайĕ 90 процентран сахал мар шая çитмелле.

 

Хисеплĕ ĕçтешсем!

Кăçал Чăваш Енри шкул вĕренĕвĕн тытăмĕ федерации шайĕнче пысăк хака тивĕçрĕ. Пирĕн 12 шкул Раççейри чи лайăх 500 шкул йышне лекрĕ, Шупашкар хулинчи 3-мĕш лицей вара – çĕр-шыври чи лайăх 25 шкул шутне кĕчĕ! Вĕсен çитĕнĕвĕн никĕсĕнче – шкулсен администрацийĕ, педагогсен коллективĕ, общество канашĕсем, шкул ачисемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ пĕрле тухăçлă хутшăнса ĕçлени. çак факта ашшĕ-амăшĕн комитечĕсемпе попечитель канашĕсем ячĕшĕн çеç ĕçлекен, вĕсем вĕренÿ ĕç-хĕлне тытса пырас ĕç-хĕле чăнласа хутшăнман вĕренÿ учрежденийĕсен ертÿçисене шута илме ыйтатăп. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тытăма çĕнетме юлашки 3 çулта хушма майпа 5 миллиард тенкĕне яхăн инвестици хывнă. Республикăри шкулсен иккĕ виççĕмĕш пайĕ тĕпрен юсав туса ирттерме бюджетран укçа илнĕ. Шкулсен 70 проценчĕ ытла шкулти апатланăвăн хальхи йышши тытăмне йĕркелесе янă, пĕтĕмĕшле илсен, вĕренекенсен 96 процентне шкулти апатланупа тивĕçтернĕ. Шупашкарти 57 шкулта тата çĕнĕ Шупашкарти 2 шкулта апатланушăн терминалсенче электронлă карттăсемпе тÿлеççĕ. 2013Ÿ2014 çулсенчи вĕренÿ çулĕ вĕçленичченхи тапхăрта республикăри мĕн пур хулари тата хăш-пĕр ялсенчи шкулсенче апатланушăн укçасăр майпа татăлмалли тытăм ĕçе кĕмелле.

Чăваш Енĕн шкул вĕренĕвĕн тытăмĕнче хальхи вăхăтра 138 ресурс центрĕ шутланать. Вĕсенче укçа-тенке, пурлăхпа техникăна тата педагогика ресурсĕсене пĕр çĕре пуçтарнă, çакă аслă классенче вĕренекенсене вĕсем ăçта пурăннине пăхмасăр, лайăх пахалăхлă профильлĕ пĕлÿ парассине йĕркелеме май панă.

Шкул ачисене инженер профессийĕпе кăсăкланассине хавхалантарма шкулсенче физикăпа математика класĕсем уçăлаççĕ, кашни виççĕмĕш шкулта тенĕ пекех инженерипе техника класĕсене, авиамодель тата кимĕ-карап моделĕсен класĕсене уçнă.

2014-2015 çулсенче професси вĕренĕвĕн тытăмĕнчи прикладной квалификацисен нумай функциллĕ 6 центрне тума палăртнă, вĕсем пысăк технологиллĕ производствăсем валли специалистсем вĕрентсе хатĕрлессине тивĕçтерĕç. Çавнашкал пĕрремĕш центр 2013 çулхи пуш уйăхĕнче Шупашкарти транспорт тата строительство технологийĕсен техникумĕнче йĕркеленнĕ. Пысăк предприяти-ĕçтешсемпе пĕрле прикладной квалификацисен корпоративлă центрсен сетьне малалла аталантарма палăртнă, çакă пулас специалистсене технологи процесне туллин алла илме май парать.

Вĕренÿ тытăмĕн, ачан çынлăх паллисене аталантармалли ĕç-хĕл никĕсĕ шкулчченхи вĕренÿ палса тăрать. Ачасене ача сачĕсенче вырăнсемпе тивĕçтерес енĕпе илнĕ тивĕçсене эпир сирĕнпе йĕркеллĕн пурнăçласа пыратпăр.

Патшалăх тата муниципалитет вĕренÿ учрежденийĕсемсĕр пуçне, Чăваш Енре патшалăхăн мар 6 ача сачĕ, çавăн пекех уйрăм çын тытса тăракан 20 ытла центрпа студи ĕçлеççĕ, вĕсем шкулчченхи ÿсĕмри ачасене пăхса тата асăрхаса тăрас ĕçе пурнăçлаççĕ. Шкулчченхи вĕренĕве йĕркелес ĕçе бизнеса хутшăнма пулăшса эпир ача сачĕсенчи черетсемпе çыхăннă çивĕч ыйтăва кăна татса памастпăр, çавăн пекех вĕренÿ енĕпе паракан пулăшÿ ĕçĕсен рынокĕнче конкуренцие аталантарма та пулăшатпăр. çакă вара юлашкинчен шкулчченхи вĕренÿ халăхăн тĕрлĕ сийĕшĕн юрăхлă пулассине тата унăн пахалăхне ÿстерме пулăшать.

Çулталăк çурăчченхи ÿсĕмри ачасене эпир ача сачĕсенчи вырăнсемпе 2015 çулта тивĕçтеретпĕр. Республикăри шкулчченхи вĕрнÿ учрежденийĕсенче 3 çултан аслăрах ачасен черетне вара, паян çакна çирĕплетсех калама пулать, пĕтĕмпех пĕтернĕ!

Çамрăксене патриотла воспитани парассине тата доброволецсен юхăмне аталантарассине, паянхи кун асăннă юхăм ĕçне 42 пин волонтер хутшăнать, уйрăмах тимлĕн пăхмалла. Çакă вăл республикăра пурăнакан пĕтĕм çамрăксен йышĕн 15 процентне яхăн.

2013 çулта çамрăксен пуçарăвĕсене пулăшу памалли тата аталантармалли Пĕтĕм Раççейри «Манран ан юл», «Команда 2018», «Ырă кăмăл технологийĕ» проектсене Чăваш Енри 450 ытла доброволец хутшăннă. Республикăри волонтерсем Хусанта иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери çуллахи XXĕII Универсиадăна та хутшăннă, халĕ пирĕн каччăсемпе хĕрсем 2014 çулта Сочи хулинче иртекен Хĕллехи XXII Олимп вăййисене хутшăнма хатĕрленеççĕ.

Чăваш Ен çамрăкĕсем Раççей Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич пуçарнă проектсене те хастарлăн хутшăннă. Республика команди уйрăмах Сочи хулинче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри спорт туризмĕн фестивалĕнче ăнăçлă ăмăртнă, унта пирĕн туристсем пĕрремĕш вырăн йышăннă. «Гвардеец» оборонăпа спорт лагерьне, çавăн пекех округри «Атăлçи Зарници» çарпа спорт вăййисене хутшăннă çамрăксем те Чăваш Ен чысне çÿллĕ шайра хÿтĕленĕ.

Раççей Федерацийĕн Оборона министерстви ирттерекен смотр-конкурсри пирĕн çĕнтерÿ çамрăксене воспитани парас ĕç тухăçлăхĕн ырă кăтартăвĕ пулса тачĕ. 2012 çул пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Чăваш Республикине çар учетне тата запасри граждансене броньлассине йĕркелесе пырас енĕпе çĕр-шыври чи лайăх регион тесе йышăннă.

Республикăри кадетсен корпусне туса хуни ачасемпе çамрăксене воспитани парас енĕпе комплекслă майпа тăвакан ĕçсен йышне малалла тăснин лайăх тĕслĕхĕ пулассăн туйăнать. Чăваш Ен Вĕренÿ министерствин çак ыйтăва татса парассипе çыхăннă сĕнÿсене 2014 çулхи пĕрремĕш çур çулра тăратмалла.

 

Паян çамрăк çынсен ытларах та ытларах пайĕ япăх йăласенчен пăрăнса сывă пурнăç йĕркине суйласа илет. Çакна тума вĕсене влаç органĕсем спорт сооруженийĕсен тытăмне аталантарас енĕпе тăвакан тухăçлă ĕç пулăшать. Юлашки çулсенче Чăваш Ен спорт инфратытăмĕн аталанăвне тĕрлĕ çăл куçран 5 миллиард ытла укçа-тенкĕ хывнă, 50 ытла спорт объекчĕ тунă тата юсаса çĕнетнĕ. Ачасемпе çамрăксен Олимп резервĕсене хатĕрлекен ятарлă 10 спорт шкулĕнчен тăххăрăшĕ кăçал Раççей олимпиецĕсене пулăшу памалли фондăн грантне тивĕçнĕ.

Чăваш Енре пурăнакан кашни виççĕмĕш çынах спортпа туслă. Халăх йышлăн хутшăнакан спорт акцийĕсем вăй илсе пыраççĕ, вĕсем унта хутшăнакансене пысăк хастарлăх тата лайăх кăмăл-туйăм кÿреççĕ. Сăмахран, Шупашкар хула кунĕнче ирттернĕ «çăлтăрпа пĕрле – зарядкăна» акцие 28 пин çын хутшăннă тата ăна Европа Рекорчĕсен кĕнекине кĕртнĕ.

Республикăн спорт çитĕнĕвĕсене Раççей тата тĕнче шайĕнче тивĕçлипе хак панă. Чăваш Ен сумлă ăмăртусене – 2015 çулта çăмăл атлетика енĕпе Европăн командăсен чемпионатне, 2016-мĕш тата 2018-мĕш çулсенче хăвăрт утас енĕпе Тĕнче кубокне – ирттерме ирĕк илнĕ.

Физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе тунă пирĕн çитĕнÿсене федераци наградисемпе палăртнă. 2012 çул пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх республика физкультурăпа спорт ĕçне чи лайăх йĕркеленине тупса палăртас енĕпе ирттерекен Пĕтĕм Раççейри смотр-конкурсра Раççей Федерацийĕн субъекчĕсем хушшинче иккĕмĕш вырăна тухнă. Юлашкинчен тата иртсе пыракан çул пĕтĕмлетĕвĕсене тунă май, Раççей Правительстви пуçласа Чăваш Ене «Раççей регионĕ» номинацире физкультурăпа спорт енĕпе паракан наци премине парса чысланă. Пирĕн республикăна Раççей Федерацийĕнче спортпа туслă чи лайăх регион тесе йышăннă тата ĕнер эпĕ Раççей спорт министрĕн Виталий Леонтьевич Мутко аллинчен награда илтĕм.

Спортпа туслă мĕн пур çынна, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансене пурне те çак сумлă та тивĕçлĕ наградăпа саламлатăп!

 

Экологин лайăх лару-тăрăвĕ, влаç органĕсен уççăн пурнăçлакан ĕçĕ, тухăçлă экономика, пахалăхлă медицина, хальхи вăхăтри вĕренÿ, çирĕп сывлăхлă халăх – çак тĕп пайсем Чăваш Ен сăнарне, унăн инвестици илĕртÿлĕхне йĕркелеççĕ.

«Эксперт РА» рейтинг агентствин кăтарăвĕсемпе килĕшÿллĕн Чăваш Республики инвестици теветкеллĕхĕ чи пĕчĕк шутланакан Раççейри регионсен пĕрремĕш теçеткинче тăрать. Анчах та инвестор хайĕн укçи-тенкине хывма пирĕн республика экономикине суйласа илтĕр тесен пайтах тăрăшса ĕçлемелле. Инвестици ĕçĕ-хĕлĕшĕн лайăх майсем туса парасси республикăри ĕç тăвакан влаç органĕсен тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен тÿрĕ тивĕçĕ шутланать, вĕсен ку енĕпе ĕçе тытăмлăн, тĕллевлĕн тата тухăçлă йĕркелемелле.

Паян Чăваш Енре Чăваш Республикин Ĕç тăвакан влаç органĕсен лайăх инвестици климатне тивĕçтерес енĕпе тумалли ĕç-хĕл стандартне, Чăваш Республикин Инвестици декларацине, Чăваш Республикин 2020 çулчченхи Инвестици стратегине, инфратытăм объекчĕсен строительствин планне йышăннă.

Производство объекчĕсене вырнаçтарма юрăхлă инфратытăм – Шупашкар хулин индустри паркĕ йĕркеленет. Нормативлă право акчĕсен йĕркелесе пымалли витĕмне хак памалли регламента çирĕплетнĕ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнче Инвестици климатне лайăхлатас енĕпе ĕçлекен канаш туса хунă, çавăн пекех Twitter социаллă сетьре инвестора Чăваш Ен Пуçлăхĕпе çыхăнма май паракан тÿрĕ çыхăну каналне йĕркеленĕ.

Инвестора мĕнле тĕр çăмăллăхсемпе, уйрăмах налук сферинче тивĕçтерни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, республикăра инвестицин лайăх майĕсене туса хунă, рынокри мĕн пур субъектшăн уçă, мĕн пулассине пĕлме пулакан пĕр тан вăйă йĕркисене çирĕплетнĕ. Инвесторсене республика бюджетне куçарса памалли налуксене тÿленĕ чухне организацисен тупăшĕнчен тата пурлăхĕнчен илекен налуксен пайĕнче çăмăллăхсемпе тивĕçтереççĕ, инвестици налук кредичĕсем, Чăваш Республики патшалăх гарантийĕ панипе коммерциллĕ кредитсем, инвестици площадкисене тулли хатĕрлĕхпе туса çитерме субсидисем тата ытти çăмăллăхсем параççĕ.

Çакна пăхмасăр ку мерăсем çителĕксĕр тесе шутлатăп тата Чăваш Ен инвестици илĕртÿĕхне ÿстермелли хушма майсем йышăнма сĕнетĕп.

Патшалăх Канашĕн тата Министрсен Кабинечĕн республика аталанăвĕшĕн стратеги пĕлтерĕшлĕ ĕç-хĕл пурнăçлакан инвесторсене малашне икĕ çуллăха «налук каникулĕ» туса памалли мая пăхса тухмалла.

Стратеги пуçарăвĕсен агентстви туса хатĕрленĕ инвестиции илĕртÿлĕхĕн стаендарчĕсене май пур таран туллирех ĕçе кĕртессине тивĕçтермелле.

Муниципаллă районсен тата хула ертÿçисен Минстрсен Кабинечĕпе пĕрле бизнеса аталантармалли инфратытăм тăвас енĕпе пурнăçлакан ĕçне вăйлатмалла. Сăмахран, кашни районтах «кĕмелли» уçă майсемпе промышленноç площадкисем, индустри паркĕсем тума çĕр лаптăкĕсем йĕркелемелле. Инвесторăн çав çĕр лаптăкĕсем, унти пур пек кооммуникацисем тата вĕсен çумне çыхăнтармалли майсем, аренда тÿлевĕ, налук йĕрки çинчен ирĕклĕн те туллин пĕлме майсем пулмалла. Мĕн пур муниципалитет пĕрлĕхĕнчех инветорсемпе «пĕр чÿрече» йĕркипе хутшăнса ĕçлессине тивĕçтермелле.

Паллă ĕнтĕ, инвестор хăйĕн прависене та пурлăхне хÿтĕлессине патшалăх гарантилекен региона суласа илет. Чăваш Республикин экономикине ют-çĕршыв инвестицийĕсене явăçтарасси çинчен калакан саккун туса хатĕрлемелле тесе шутлатăп.

 

Чăваш Ене инвестросемшĕн уçă регион пек палăртас тĕлĕшпе тăвакан ĕç хастарлăн пулса пырать. Республикăна тĕнчери малта пыракан икĕ рейтинг агентстви – Fitch /Фитч/ тата Moodey’s /Мудис/ пĕр харăсах «стабильлĕ» кредит рейтингне панă.

Хальхи вăхăтра Интернет сетĕнче пурте паллашма пултаракан майпа йĕркелесе çитернĕ çĕр лаптăкĕсем çинчен пĕлтерекен Пĕрлехи информаци ресурсне йĕркеленĕ, унта инвестици проекчĕсене пурнăçлама палăртнă пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 368 гектарпа танлашакан 124 çĕр лаптăкĕ çинчен пĕлтерекен сведенисене вырнаçтарнă.

Халĕ усă курман тата тухăçăр усă куракан мĕн пур çĕр лаптăкĕн реестрне тăвассине тивĕçтермелле. Асăннă ĕçĕн тухăçлăхне ÿстерме «халăх инвентаризацийĕн» мелĕпе усă курма пулать, урăхла каласан, хуçасăр çĕр лаптăкĕсене граждансем пулăшнипе тупса палăртмалли мелпе. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен умне тĕллев лартатăп – çывăх икĕ çулта ирĕклĕ çĕр лаптăкĕсене туллин инвентаризацилессине тата вĕсене йĕркелесе çитерессине туса ирттермелле.

Ку енĕпе тумалли иккĕмĕш утăм çав йĕркелесе çитернĕ çĕрсене пулас инвесторсене хăйсен проекчĕсене пурнăçлама аукцион урлă уйăрса парасси пулса тăрать.

Инвестици ĕçĕнчи тĕп çитменлĕхсенчен пĕри влаç органĕсенче тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче килĕшÿ ĕçĕсене туса ирттерессипе çыхăннă чăрмавсем пулнине палăртатăп.

Хăш чухне документсене килĕшÿллĕ тăвас ĕç темиçе çула тăсăлать. Коммуналлă тата энергетика инфратытăмĕсем çумне çыхăнтармалли, строительство тума ирĕк илмелли вăхăта май пур таран кĕскетмелле. Ĕçе юриех тăсса пыракан кашни тĕслĕхех тивĕçлĕ хак памалла тата, енчен те çав чăрмав сăлтавĕ çынсемпе çыхăннă пулсан, вĕсен тĕлĕшпе тивĕçлĕ йышăнусем тумалла.

 

Республикăра предпринимательлĕхе патшалăх пулăшăвĕ памалли тытăм ăнăçлă ĕçлет. Бизнес представителĕсемпе влаç органĕсем хушшинче сиксе тухакан тавлашусене йĕркене кĕртме Предпринимательсен прависене хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй институтне туса хунă.

2013 çулта вак тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсене панă патшалăх пулăшăвĕн калăпăшĕ 356 миллион ытла тенкĕпе танлашнă. çав хушăра пилĕк çул каярах ку хисеп 30 миллион тенкĕрен кăшт кăна нумайрах пулнă. 2013 çулта бизнесăн вак тата вăтам субъекчĕсенчен Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджетне налуксем хаклав тăрăх 2 миллиард тенкĕ ытла пырса кĕмелле, çакă иртнĕ çултинчен 10,6% ытларах.

Чăваш Енри вак тата вăтам бизнес предприятийĕсене юлашки 3 çулта аталантарнин пĕтĕмлетĕвĕсене тунă май çакна палăртатăп, вĕсене пулăшма бюджетран 1,1 миллиард тенкĕ ытла уйăрнă. Микро тата пĕчĕк предприятисенче ĕç вырăнĕсен шучĕ 2013 çулта 13,8: чухлĕ пысăкланнă тата 123 пин çынпа танлашнă. Вак тата вăтам бизнес субъекчĕсем тиесе ăсатнă продукци калăпăшĕ çак тапхăрта 1,5 хут ÿснĕ тата паян вăл 190 миллиард тенкĕпе танашать. Пĕр çын пуçне тивекен ĕç тухăçлăхĕ, 2013 çулхи пĕтĕмлетÿсем тăрăх, 1,5 миллион тенке çитет.

Ĕç кăтартăвĕсем чăнах та витĕмлĕ, çапах та вĕсемпе лăпланса лармалла мар. Раççей Пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ организацине кĕнĕ условисенче инновациллĕ тата экспорт тĕллевлĕ предпринимательлĕхе пулăшассине, производствăна модернизацилессине тата оборудование çĕнетессине уйрăмах тимлĕн пăхмалла. 2014 çулта вак тата вăтам производствăсене вырнаçтармалли темиçе инфратытăм проектне пурнăçлама палăртнă.

Право пултарулăхĕн пахалăхне ÿстернине, тĕплĕ шутласа тăвакан йĕркелÿ йышăнăвĕсене çирĕплетмелли уçă тата ăнланмалла майсем туса хунине пула инвестиципе предпринимательлĕх климатне лайăхлатма йĕркелесе пымалли витĕме хаклакан институт пулăшма тивĕç. Ăна хута яни йышăнусене туса хатĕрлес ĕçе ведомство пÿлĕмĕсен тулашĕнче пурнăçлама, нормативлă право акчĕсен проекчĕсене сÿтсе явмалли тухăçлă площадкăсем йĕркелеме май пачĕ. Çакăн пек ĕçлени паян, чăн малтанах, предприниматель пĕрлĕхне питĕ кирлĕ, мĕншĕн тесен вăл бизнес ĕçне тытса пыма чаракан административлă хушма чăрмавсем тума май памасть.

Инвестици хастарлăхне пĕтĕмĕшле пулăшса пынипе пĕрлех, патшалăх политики «ÿсĕм вырăнĕсем» çине уйрăмах тимлĕн пăхма палăртать, кусем – пысăк пĕлтерĕшлĕ проектсем, вĕсене пурнăçлани экономика аталанăвне витĕмлĕ тÿпе хывма, социаллă эффект кÿме пултарать. Пĕлтерĕшлĕ проектсенчен пĕри Шупашкарта ВТБ 24 Банкăн сервис центрне туса хурассипе çыхăннă, вăл хăйĕн пулăшăвĕпе Раççейĕн Европа пайне тивĕçтерсе тăрĕ. Çак проекта ВТБ 24 1,4 миллиард тенке яхăн укçа-тенкĕ хывма палăртать тата вăл асăннă банкăн 2014 çулти чи пысăк инвестици проекчĕ шутланать.

Пысăк ĕç укçиллĕ пĕр пин çурă ĕç вырăнĕ йĕркеленмелле. Професси пĕлĕвĕ паракан вĕренÿ заведенийĕсенчен вĕренсе тухакансем валли çавна пула ĕçе вырнаçма лайăх майсем пулаççĕ.

Пирĕн ĕçри тĕп тĕллевсенчен пĕри моно хуласене модернизацилесси шутланать. Сăмахран, Улатăр хулин инвестицин комплекслă планне пурнăçлама мĕн пур шайри бюджетран 1,2 миллиард ытла укçа-тенкĕ уйăрнă, Çĕнĕ Шупашкара пулăшма – 2,6 миллиард тенкĕ. Çав хуласене аталантарма халиччен çавнашкал пысăк калăпăшпа укçа-тенкĕ пĕрре те уйăрман.

Йышăннă мерăсене пула хулан пĕтĕмĕшле тиесе ăсатнă таварĕсен калăпăшĕнче пĕчĕк предприятисен тÿпи пысăкланнă, хушма ĕç вырăнĕсем йĕркеленĕ, шута илнĕ ĕçсĕрлĕх шайĕ Улатăрта 5 хут, Çĕнĕ Шупашкарта 7 хут чакнă. Хальхи вăхăтра Раççей Правительстви патшалăх пулăшăвне илме шутлакан моно хуласен йышне çирĕплетнĕ, унта Канаш моно хула та кĕнĕ.

Малашлăхлă инвестици çул-йĕрĕсенчен пĕри туризм пулса тăрать. 2013 çулта федерацин «Раççей Федерацийĕнче шалти тата килсе çÿремелли туризма аталантарасси /2011 – 2018 çулсем/» тĕллевлĕ программине «Чăваш Енри халăх ушкăнĕсем» туризмпа кану кластерне тумалли проекта кĕртнĕ. Ăна пурнăçлани пирĕн республикăна килсе çÿрекен туристсен йышне 2 хут ытларах ÿстерме май парать. Проектăн пĕтĕмĕшле хакĕ 7,5 миллиард ытла тенкĕпе танлашать, çав шутран 5,6 миллиард ытла укçа-тенкĕне уйрăм инвесторсем хывĕç. Федераци бюджетĕнчен 1,7 миллиард тенкĕ явăçтарма палăртнă, республика бюджечĕн тăкакĕсем 300 миллиона яхăн тенкĕпе танлашаççĕ.

Республикăна газ кĕртес ĕçе «Газпром» АУО 1 миллиард тенкĕ ытла инвестици хывма палăртать. 2013 тата 2014 çулсенче çĕнĕ çурт-йĕр районсене, çавăн пекех Шупашкарти тата çĕнĕ Шупашкарти промышленноç зонисене çут çанталăк газĕпе тивĕçтерсе тăма палăртакан 4 объект туса хута ямалла. Кăçал Атăл леш енне газ кĕртмелли программăна пурнăçлама тытăннă, çак ĕçе «Газпром» 600 миллиона яхăн укçа-тенкĕ хывать. çав территорире сывлăха çирĕплетмелли медицина объекчĕсене тума тата сывлăха лайăхлатакан туризма ăнăçлăн аталантарма питех те лайăх майсем йĕркеленеççĕ. Анчах та палăртса хунă плансем пурнăçланччăр тесен, хатĕрленÿ ĕçĕсене паянах пысăк шайпа туса ирттермелле, çав шутра пулăшу ĕçĕсем паракан сферăри сервис шайне те палăрмаллах ÿстермелле. Паянхи кун тĕлне йăпану тата сывлăха çирĕплетмелли учрежденисенче, косметика салонĕсенче тата обществăлла апатлану организацийĕсенче унта пырса çÿрекенсене паракан пулăшу шайĕ, çемçен каласан, çÿллĕ шайрах мар.

Пирĕн халăх яланах тараватлăхĕпе палăрса тăнă. «Хăнана лартма сакки те пулмасан, ку çын чăваш мар тенĕ», – палăртать халăх ăсĕ. Пирĕн хуласенче пулса курнă чылай турист вĕсенче пурăнакан çынсем ырă кăмăллă, пулăшма хатĕр тата ыр сунăмлă пулнине палăртать. Суту-илÿ тата пулăшу ĕçĕсем паракан сферăсен организацийĕсенче те клиент тĕлĕшпе çавăн пек ырă та тарават хутлăх йĕркелемелле. Клиента хăйсен майлă çавăрас тесе тăрăшман предприятисем тем тесен те, рынок экономикин условийĕсенче конкурентлă пулма пултараймаççĕ. Енчен те çавнашкал предприятисем йĕркеллех тытăнса тăраççĕ тата малалла та аталанаççĕ пулсан, ку пĕр çакна кăна çирĕплетет – экономикăн çак сыпăкĕнче кирлĕ пек конкуренци çук. Экономика аталанăвĕн министерствине тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене суту-илÿпе пулăшу ĕçĕсен сферин организацийĕсенче пулăшу памалли ĕç культурине ÿстерес енĕпе мерăсем йышăнма кирлĕ тесе шутлатăп.

Çакна лайăх ăнланмалла, турист вăл – инвестор, унăн укçи-тенки республика экономикине аталантарас ĕçе хутшăнать. Унашкал çынсем тĕлĕшпе тимсĕр пулма юрамасть!

 

Хаклă ентешĕмĕрсем!

Раççейре 2014 çула Культура çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ.

Халăха сыхласа хăварас ĕç чи малтан кил-йышран, çемьерен пуçланать. Тăван килте ашшĕ-амăшĕ пĕр-пĕринпе, çав хушăрах ачисемпе те чăвашла калаçсан, вĕсене халăхăмăрăн йăли-йĕркипе, чĕлхипе, ташши-юррипе мĕн пĕчĕкрен паллаштарса пырсан тата юратма-хисеплеме вĕрентсен çак ĕçе пурнăçлама çăмăлрах пулнă пулĕччĕ.

Патшалăх влаçĕн органĕсен, вырăнти хăй тытăмлă органĕсен, культурăпа вĕренÿ ĕçченĕсен, халăх пĕрлешĕвĕсен пайташĕсен чăвашлăха сыхласа хăварас ĕçре чи малта пулмалла.

Пирĕн çамрăк ăру çине уйрăмах тимлĕн пăхмалла. Вĕсем пуян тăван культурăпа тата историпе мухтанма-мăнаçланма тытăнсан, йăла-йĕркене çĕнĕлĕхсем кĕртсех пырсан халăхăмăр сыхланса юлас шанчăк пур. Нумай çул аталанса пынă халăх çĕр пичĕ çинчен çухалмалла мар. Ку енĕпе пирĕн пурин те çине тăрсах ĕçлемелле.

Чăваш Республикин хальхи вăхăтри культура политикин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри вăл – çынна пултарулăх тĕлĕшĕнчен ÿсме, хăйĕн ăс-хакăлне аталантарма условисемпе майсем туса парасси.

Республика территориĕнче 28 наципе культура пĕрлешĕвĕ ĕçлет. 2013 çулта туса ирттернĕ социологи тĕпчевĕн пĕтĕмлетĕвĕсем республикăра пурăнакансем хăш халăх çынни пулни тата мĕнле тĕне ĕненни енĕпе хăйсене хĕсĕрленине туйманнине çирĕплетсе пачĕç. Чăваш Республикин нумай нациллĕ халăхĕ пĕр-пĕринпе тату та килĕштерсе пурăнать. Ку вăл пысăк çитĕнÿ, мĕншĕн тесен тăнăçлăхпа татулăх пире ырă пуласлăх пиллет.

«Культура» ăнлав этемлĕх цивилизацийĕ нумай ĕмĕрсем хушшинче туса çитернĕ илемлĕх хаклăхĕсене кăна палăртмасть, вăл çынсем хушшинчи хутшăнусен мĕн пур сферинех пырса тивет. Производство культурисĕр паян ĕçĕн пысăк тухăçлăхне тивĕçтересси пирки шутламалли те çук, дискусси культури çивĕч ыйтусене кирлĕ пек татса памалли тата тĕрĕс йышăнусем тумалли никĕс пулса тăрать, пулăшу ĕçĕсен рынокĕнчи конкурентлăх вара пахалăхлă сервис пулнинчен килет. Культурăна, унăн пĕлтерĕшне анлăн ăнланса, тăтăшах ÿстерсе пырасси пирĕн республикăра норма пулса тăмалла.

Чăваш Ен тĕлĕнмелле илемлĕ те пуян. Хăйĕн çут çанталăкĕпе, историйĕпе, сайра тĕл пулакан культура еткерĕпе, йăли-йĕркипе тата мешехисемпе, ĕçчен те ырă, уçă кăмăллă, тарават çыннисемпе пуян. XXI ĕмĕрти условисенче, тĕнчере глобализаци процесĕсем вăйра тăнă тапхăрта, пирĕн халăхăмăршăн питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ шутланакан ăс-хакăлпа кăмăл-сипет хаклăхĕсене хамăр хыççăн килекен ăрусене пама сыхласа хăварма тăрăшмалла.

Çав хаклăхсем тăвансемпе çывăх çынсене чунтан юратмаллине, тăван ен ырлахĕшĕн яваплă пулмаллине, ĕç çыннине хисеплемеллине çирĕплетеççĕ. Енчен те паянхи çамрăксем вĕсене тивĕçлипе йышăнсан, Чăваш Ене ырă пуласлăх кĕтет тесе çирĕплетсех калама пулать. Мĕншĕн тесен хамăр республикăна эпир пултаруллă ĕçпе çеç илемлĕрех те пуянрах тăваятпăр. Тăнăçлăха, килĕшĕве тата пĕр-пĕрне ăнланнине упраса пурăнса кăна эпир экономикăна аталантармалли, обществăн социаллă кăмăл-туйăмне лайăхлатмалли, çемьесенче вара сывă, ашшĕ-амăшĕ савăнса кĕтекен хаваслă ачасем çуралмалли майсем туса хума пултаратпăр!

Итленĕшĕн пысăк тав!

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.