Халăх итлевĕ: иртнĕ çулхи ĕçе ырласа хакларĕç

29 Çу, 2018

Ытларикун Правительство çуртĕнче йĕркеленĕ халăх итлевĕнче республикăн 2017 çулхи бюджетне пурнăçлани пирки тунă отчета сÿтсе яврĕç. Бюджета пĕрре кăна мар тишкернĕ те — итлев лăпкă иртрĕ.

Бюджет параметрĕсем тавра унччен те пайтах калаçнине кура-тăр Ларусен пысăк залĕ те тулли пулмарĕ. Парламент вице-спикерĕ Альбина Егорова, итлеве ертсе пынăскер, палăртнă тăрăх, 400 ытла çынна чĕннĕ, килнисем — çак йышăн çурри. Çапах чылайăшĕ ахаль те пĕлекен нумай цифра янăрарĕ пулин те докладсенче, тухса калаçнисен сăмахĕнче çĕнни те чылай пулчĕ.

Вице-премьер — финанс министрĕ Светлана Енилина хăйĕн докладĕнче çирĕплетнĕ тăрăх, республикăн иртнĕ çулхи пĕрлештернĕ бюджечĕн тупăшĕ 51,5 млрд яхăн тенкĕпе танлашнă — виçĕм çулхинчен 5,5% пысăкрах. Хамăрăн тупăш пысăкраххине палăртма уйрăмах кăмăллă. Çакна налуксен ÿсĕмĕпе тивĕçтернĕ. Çав вăхăтрах Мускав трансферчĕсем те палăрмаллах хушăннă.

Вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕ, ытти отрасль валли янă укçа виçи пысăкланнă. Инвестици, Çул-йĕр фончĕн тăкакĕсем те умĕнхи çулталăкринчен пысăкрах. Республика паян предпринимательсем çине лекекен налук тиевĕ пысăк маррипе те мăнаçланма пултарать. Патшăлăх парăмне те ÿстермен. Сăмах май, çак парăмăн регионта пурăнакан кашни çын пуçне тивекен тÿпин пĕчĕк виçипе эпир Атăлçи округĕнче лидерсен ретĕнче.

Отчета сÿтсе явма хутшăннисем тĕпрен илсен бюджета мĕнле пурнăçланине ырларĕç. ПК депутачĕ Дмитрий Арсютов, сăмахран, сывлăх сыхлавĕ тĕлĕшпе тимлĕ пулнипе кăмăллă. Медицинăна модернизацилемелли программа вĕçленнĕ хыççăн сиплев учрежденийĕсем чылай çул çĕнĕ оборудовани илмен, пĕлтĕр вара çакăн валли бюджетран 860 млн тенкĕ уйăрнă — чăннипех сулмаклă утăм. Депутат 28 шкулта ачасен куç курассине упрамалли оборудовани вырнаçтарнине пысăка хурса хакланă. Çĕр-çĕр ача куçне сиплеме ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Халь çак пуçарăва федераци шайĕнчех пурнăçа кĕртесшĕн.

Владимир Михайлов депутат вара хăй Çĕнĕ Шупашкартан суйланнине кура химиксен хулине кÿрекен пулăшу курăмлине цифрăсемпе усă курсах çирĕплетрĕ. Хулари 2-мĕш шкула юсама 22 млн тенкĕ уйăрнă. Чăн та, парламентари шучĕпе, химиксен хулинче çапла çуллен пĕрер шкула кăна юсасан мĕн пур вĕренÿ заведенине йĕркене кĕртме 20 çул кирлĕ пулĕ. Çĕнĕ Шупашкарти çулсене юсама иртнĕ çул 315 млн тенкĕ уйăрнă — «тăваткал метрсемпе шутласан совет саманинче те ун чухлĕ юсаман». 

Паллах, çитменлĕхсем пирки те калаçу пулчĕ — нефть хакĕ чакнине е ÿснине пăхмасăр бензин пурпĕр тăруках хакланса кайни таранах. Инвалидсен обществин ертÿçи Юрий Сергеев, сăмахран, инвалидсем ĕçлекен предприятисемшĕн çăмăллăх çителĕксĕрришĕн ÿпкелерĕ. Çавăнпах, калăпăр, Улатăрта предприяти лаптăкĕн пысăк пайĕ паян пушă ларать. Шалăва чи пĕчĕк ĕç укçин пысăкланнă виçипе шайлаштарма вăй çитерейменнине кура хăш-пĕр çынна ĕç укçин «катăк» ставкипе хăварма та тивнĕ.

Бюджет укçипе, патшалăх пурлăхĕпе тирпейлĕ пулмалли пирки те сăмах пулчĕ. Сывлăх сыхлавĕ валли ытларах укçа кирлĕ тетпĕр, çав вăхăтрах депутатсен ушкăнĕ тĕп хулари васкавлă медпулăшу больницинче лаптăксене арендăна панине тăрă шыв çине кăларнă-мĕн. Çав лаптăксемпе «айккинчи çынсем» усă курнинчен вара бюджета пĕр пус та кĕмен имĕш. ЖКХра та йĕркесĕрлĕх тĕслĕхĕ чылай. Сăмахран, хăш-пĕр çĕрте ватăсене капиталлă юсав тÿлевĕсене татмасăр коммуналлă çăмăллăх субсидийĕсене памастпăпр тесе кÿрентереççĕ иккен. Çакнашкаллипе, паллах, çырлахма юрамасть — тивĕçлĕ органсен хушша кĕмеллех.

Апла пулин те пĕтĕмĕшле калаçу пурпĕр ырă хаклав сĕмĕллĕ пулчĕ. Хĕрарăмсен пĕрлĕхĕн ертÿçи Алевтина Федорова, авă, ачасен амăшĕсем кашни тĕл пулурах тав туни пирки калать. Вĕсем хăйсен пепкисене çулталăк çурăранах садиксене йышăнма пуçланăшăн савăнаççĕ. Халь хăйсем те ĕçе тухма пултараççĕ вĕт — эппин, çемьесен тупăшĕ пысăкланать.

Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ректорĕ Владимир Иванов та бюджет ачасемшĕн, çамрăксемшĕн тăрăшассине тĕпе хунине ырларĕ: «Ачасем— пирĕн пуласлăх тетпĕр, апла тăк вĕрентÿ, ача сачĕсем тăвассин ыйтăвĕсем тĕлĕшпе тимлĕх пысăкки вырăнлă».

Итлев финанс министрĕ пухăннисем панă ыйтусене хуравланипе вĕçленчĕ. Отчета ырлама йышăнчĕç.

 

Теги: 

Комментари хушас