Халăх фрончĕ сĕнÿсем хатĕрлет

17 Чÿк, 2016

Çынсене авариллĕ çурт-йĕртен çĕнĕ хваттерсене куçарасси, автоçулсене тата шкул автобусĕсен маршручĕсене тĕрĕслесе тăрасси, çуртсем çумĕнчи ача-пăча лаптăкĕсен, физкультурăпа спорт объекчĕсен тăрăмĕ — шăпах çак ыйтусене сÿтсе яврĕç Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн Чăваш Енри регион уйрăмĕн конференцийĕнче.

 Асăннă темăсене Халăх фрончĕн хастарĕсемпе эксперчĕсем, влаç органĕсен тата общество пĕрлешĕвĕсен представителĕсем икĕ ушкăна пайланса /«Кулленхи пурнăç пахалăхĕ» тата «Вĕренÿ тата культура нацисен пĕрпеклĕхĕсен никĕсĕсем»/ тишкерчĕç. Çакăн хыççăн пленарлă лару иртрĕ. Унта Халăх фрончĕн регион уйрăмĕн РФ Президенчĕн Владимир Путинăн «çу уйăхĕнчи указĕсене» мĕнле пурнăçланине тĕрĕслессипе çыхăннă ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕç, çынсен пурнăç шайĕн пахалăхне лайăхлатас тĕлĕшпе сĕнÿсем хатĕрлесси тавра калаçрĕç.

«Халăх фрончĕн хастарĕсем çулталăкра медицинăпа сывлăх сыхлавĕн, вĕренÿпе культура, çул- йĕр инфратытăмĕн, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферинчи, капиталлă юсав тата граждансене ишĕлес патнех çитнĕ çуртсенчен куçарассипе çыхăннă программăсене пурнăçлас ĕçри çивĕч ыйтусене тупса палăртас, çак йывăрлăхсене татса парас тĕлĕшпе пысăк ĕç пурнăçланă», — терĕ Халăх фрончĕн Чăваш Енри регион штабĕн çумпредседателĕ Виктор Горбунов. Вăл конференцире ĕç-хĕле пĕтĕмлетнипе пĕрлех республикăра пурăнакансене хумхан-таракан ыйтусене системăламаллине, общество сĕнĕвĕсене хатĕрленĕ чухне шăпах вĕсене тĕпе хумаллине палăртрĕ.

Штаб çумпредседателĕ регион уйрăмĕн хастарĕсем кăçал ЖКХ, социаллă сфера, обществăпа влаç çыхăнăвĕн çивĕч ыйтăвĕсемпе çыхăннă 16 мониторинга тата 5 акцие хутшăннине пĕлтерчĕ. Докладçă ачасен вăйă тата спорт площадкисенчи хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă тĕрĕслевсем пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕ: «Кăçалхи утă уйăхĕнче çак ыйтусемпе «хĕрÿ лини» уçрăмăр, унта çынсем шăнкăравларĕç тата сăнÿкерчĕксем ярса пачĕç. Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ, Улатăр районĕсенчи 45 площадкăна тĕрĕслерĕмĕр. Вĕсенчен ытларахăшĕ питĕ япăхнине, ачасен сывлăхĕпе пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратнине курса ĕнентĕмĕр. Çавăн пекех ытти çитменлĕх те пуррине палăртрăмăр: вăйă оборудованийĕ стандартсене тивĕçтерменни, çак лапамсем автостоянкăсемпе е çырмасемпе юнашарах пулни, унта суранлатма пултаракан кирлĕ мар япаласем пурри. Эпир асăннă лаптăксене тĕпрен юсаса çĕнетме сĕнсе муниципалитетсене çырусем ятăмăр. Хăшпĕр площадкăра вăйă комплексĕсене чăнласах та çĕнетрĕç». Виктор Горбунов çавăн пекех ял шкулĕсенчи спорт залĕсене, шкул автобусĕсен маршручĕсене тĕрĕсленин кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ.

Халăх фрончĕн Чăваш Енри регион штабĕн тепĕр çумпредседателĕ Игорь Дорофеев автоçулсен, авариллĕ çурт-йĕрĕн тăрăмĕн мониторингĕ тата ЖКХ йывăрлăхĕсем пирки каласа кăтартрĕ. «Çулсен пахалăхĕ — çивĕч ыйтусенчен пĕри. Эпир пурте хĕллехи вăхăтра, çумăр е юр çунă чухне çул юсанине курнă. Вĕсене никам та тĕрĕслемест. Кун пек чухне пахалăх пирки калаçма пулать-и? Хĕл иртет те эпир каллех çак ыйтусем патне таврăнатпăр. Эпир ку темăпа яланах ĕçленĕ, ăна малашне те куçран вĕçертмĕпĕр», — терĕ вăл. Регион штабĕн членĕ Елена Доманова сывлăх сыхлавĕнчи çивĕч ыйтусене хускатрĕ.

Регион конференцийĕнче сÿтсе явнă ыйтусене тишкерсе Халăх фрончĕн эксперчĕсем республика ертÿлĕхĕ валли сĕнÿсем хатĕрлеççĕ.

 

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА