Халăх артисчĕн пултарулăх каçĕ
10 Jun, 2016 | Культура

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Раççей тата Чăваш халăх артисчĕн Петр Заломновăн пултарулăх каçĕ иртнĕ.

Музыка искусствин уявне театрăн ертсе пыракан солисчĕсем — Мария Еланова, Маргарита Финогентова, Людмила Яковлева, Ольга Вильдяеева, Дмитрий Семкин, Иван Снигирев, Иван Кузнецов, ыттисем — хутшăннă.

Программăра тĕнче музыкин ахах-мерченĕсем янăранă, çав кăшăлта совет тата чăваш юррисем те пулнă. Петр Заломнов репертуарĕнче Александра Пахмутован, Филипп Лукинăн произведенийĕсем уйрăмах йышлă.