Хаксене сăлтавсăр ÿстересрен сыхланмалла

4 Ака, 2017

Ĕç тăвакан влаç органĕсен ертÿçисемпе ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тунтикун ирттернĕ планерка йăлари хытă каяша пуçтарса утилизацилеме ăсатнăшăн хуракан хаксене сÿтсе явнинчен пуçланчĕ.

340 тенкĕрен ытла мар

Каяш турттаракан пред­при­ятисен ĕç-хĕлне тĕплĕ тиш­керсе хак­се­не çĕнĕрен пăхса ту­хасси мĕн­ле сăлтавпа çыхăн­нине хаçатăн маларахри номе­рĕсенче пĕлтер­нĕччĕ: 2017 çул пуçламăшĕнче коммуналлă çак тÿ­­левшĕн тĕп ху­­лара, Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакансен укçа самай ытларах тăкаклама тивнĕ. Кăмăлсăр граждансем кун пирки ЧР Конкуренци политикин тата тарифсен патшалăх службине пĕлтернĕ.

Канашлура Ирина Крылова, асăннă служба ертÿçин замести­телĕ, каяша пуçтарнăшăн тата турттарса кайнăшăн предприя­тисем çирĕп­летнĕ тÿлев хакĕсене тĕпчесе мĕнле пĕтĕмлетÿсем тунипе паллаштарчĕ. Çулталăк пуç­ланнăранпа органи­зацисем хытă каяша утилизацилеме вăтамран пĕр кубла метршăн 500 тенкĕ ыйтнă. «Пĕ­тĕм расхута шута илсе шутлав йĕркелерĕмĕр те — тÿлев хакĕ 340 тенкĕрен иртмелле мар», — терĕ Ирина Николаевна.

Çивĕчленнĕ ыйту

Канашлура ЧР Строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕр хуçалăхĕн Вĕренÿпе произ­водство комбинатĕнчи ла­ру-тăрăва та тишкерчĕç. Юстици министерстви тĕпчесе палăртнă тăрăх, патшалăхăн пурлăхĕ шут­ ланакан автономи учрежденийĕ пурнăçлакан ĕç-хĕле хальхи вăхăтра республикăра «Про­мышленноç хăрушсăрлăхĕн, строительство тата пурăнмалли çурт-йĕр ху­çалăхĕн вĕренÿ-професси курсĕ­сем» коммерци учрежденийĕ те пурнăçлать. Патшалăхăн мар учрежденин лицензи пур, анчах ăна илмешкĕн асăннă вĕренÿ орга­низацийĕ патшалăх заве­де­нийĕн — комбина­тăн — пурлăхнех кăтартнă.

Республикăри тĕрлĕ мини­стер­ствăн анлă тĕпчевĕ хыççăн асăннă комбинатăн экс-директорĕ Владимир Князев патшалăх за­ве­­денийĕнче ертÿçĕ пуканне йышăннă тапхăртах уйрăм çын организацийĕн ĕç-хĕлне те йĕр­келесе пыни сисĕнет. Чăн та, ка­наш­лура Валерий Петрович ку тĕ­рĕс маррине пĕлтерчĕ. Паллах, В.Князева патшалăх учрежденине сиен кÿнĕ тесе айăплама иртерех: ĕç-пуçа право хуралĕн органĕсем татса парĕç.

Лартнă йывăçа упрасчĕ

Çуркуннен иккĕмĕш уйăхĕ пуç­ланчĕ. Унпа пĕрлех — респуб­ликăри районсемпе хуласене тир­пей-илем кĕртмелли экологи уйăхлăхĕ те. Чăваш Республикин Çут çанталăк ресурсĕсемпе эко­логи министрĕ Александр Коршунов ăна мĕнле йĕркелесе ирттересси çинчен ка­ласа кă­тартрĕ. Ведомство ку яхăнта тавралăха çÿп-çапран тасатассипе, клумбăсем йĕркелессипе, йывăç-тĕм лартассипе пур хутлăхра та тăрăшса ĕçлессе шанать. «Йывăç ларт та — ăна упра» çулленхи акцие ватти-вĕтти хастар хутшăнсан республикăмăр тата та ешĕлленĕ. Лартнă йывăçсене хăрасран ла­йăхрах пăхсан чĕрĕлекен йывăçсен йышĕ хальхинчен те ытларах пулĕ.

Ирина ИВАНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.