Хаксен диспаритечĕ аграрисене вăйлă аталанма памасть

Петр Николаевич Никифоров Патăрьел районĕнчи «Красное знамя» ял хуçалăх производство кооперативне çирĕм тăххăрмĕш çул ертсе пырать. Тилхепене çатăрласа чĕрĕк ĕмĕр ытла тытма вăй, çирĕплĕх, чăтăмлăх, ытти пахалăх мĕнле çитернĕ?

Витрепе те шыв йăтнă

Ĕçченлĕх, хавхалану, çынсене ертсе пыма пĕлни кирлĕ пулнă. Ĕçченлĕхĕ камсенчен куçнă? Ача чухне Петяшăн амăшĕ Нина Сергеевна, фермăра пăру пăхнăскер, ашшĕ Николай Михайлович, ферма заведующийĕнче тăрăшнăскер, вĕренÿре пĕрремĕш ырă тĕслĕх шутланнă. Петя фермăна амăшне пулăшма кайсан çырмаран икĕ витрепе шыв йăтнă, хирте пăрçа çулнă, утă-улăм турттарнă... Кил хуçалăхĕнче пĕртăванĕсенчен кая юлман. Кĕскен: ачалăхĕ ĕçпе вĕренÿре иртнĕ. «Уншăн атте-аннене тав туса пурăнатăп», — тет.
Алла аттестат илсен пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă — Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче вĕреннĕ. Тăван ялне практикăна тăватă хут таврăнса ферма заведующийĕнче, ытти ĕçре тăрăшнă, диплом илсен кунтах зоотехникра темиçе çул вăй хунă.
— Эсир 10 çул партком секретарĕнче тăрăшнă. Вăл мĕнле ыйтусене татса панă?
— Пултаруллă колхоз председателĕн Петр Казачковăн пропагандăпа агитаци, социаллă пурнăç, культура, вĕрентÿ, спорт енĕпе ĕçлекен заместителĕ пулнă. 300-400 колхозникчĕ. Паллах, ăна пĕччен çак йыша ăнăçлă ертсе пыма çăмăл пулман. Председателе эпĕ, ытти специалист пулăшнă. Талăкра 12-14 сехет, канмалли кунсăр ĕçленĕ. Манăн халĕ те çак йĕрке.
1970-1980 çулсенче ĕçкĕ-çикĕ анлăн сарăлнине, производствăна сиен самай кÿнине аса илтертĕм. Петр Николаевич Михаил Горбачев ĕçкĕпе кĕрешесси çинчен ятарлă йышăну кăларнине, алкоголизма «çăварлăхлассишĕн» тăрăшма тивнине аса илчĕ. «Ĕç вырăнĕнче пĕрмай эрех ĕçнĕшĕн е ÿсĕр пуçпа çÿренĕшĕн хăш-пĕрне пĕрре çеç мар çирĕп явап тыттарнă. Çакăн хыççăн пĕр пайĕ йĕркене кĕнĕ. Совет тапхăрĕнче колхозниксемпе пĕрле производство тĕллевĕсене пурнăçлама, ĕç йĕркине çирĕплетме, культурăпа спорта аталантарма, хуçалăхăн ытти ыйтăвне татса пама хутшăннăшăн эпĕ халĕ те кăмăллă», — терĕ.
Шалу илсе тăнă тренер ялтан кайсан секцие саланма парас мар тесе спорт мастерĕн кандидачĕ тата партком секретарĕ П.Никифоров ирĕклĕ майпа кĕрешекенсене çулталăк ертсе пынă. Хуçалăх хорне /пултарулăх ертÿçи И.И.Медведев/ 50-60-ăн, çав шутра хуçалăхăн 30 ытла специалисчĕпе вĕрентекен, çÿрени ял пурнăçне илемлетнĕ. Хăйсен пултарулăхне концертсенче кăтартнă. Вăл халăх ятне те илме тивĕçлĕ пулнă. Партком сывă пурнăç йĕркине, ĕç дисциплинине çирĕплетессине пысăк тимлĕх уйăрнă.
— Халĕ хуçалăхсенче социаллă пурнăçпа культура ыйтăвĕсемпе ĕçлекен заместитель должноçĕ штатра çук.
— Паян экономика пурнăçа урăхларах йĕркелеме ыйтать. Укçа çитсе пыманран вĕсене общество майĕпе татса паратпăр. Ку чухне ĕçре вун-вун çивĕч ыйту, тĕрлĕ чăрмав. Ертÿçе ура хума, таса ятне яма хăтланаççĕ, ун çинчен элек сараççĕ, çăхав çыраççĕ. Манăн пурнăçра та пулчĕ ун пекки. Тĕрĕслĕхе судра çирĕплетме тиврĕ. Пирĕн сĕнĕве малтанах шута илнĕ пулсан унта çÿресе хаклă вăхăта çухатмастăмăр.
Тепĕр тĕслĕх. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре фермерсемпе кил хуçалăхĕсен харпăрлăхне пачĕç те хире нумай лаптăка пайларĕç. Халĕ пĕринче кăна ултă лаптăк. Вĕсенче ĕç тухăçĕ пĕчĕкки каламасăрах паллă. Продукци ытларах пама пултаракан пысăк хире вакласа тăкак куратпăр. Çакăн сиенне Раççейре XIX ĕмĕртех тÿснĕ. Юрать-ха, патшалăхăн хальхи ертÿçисем ăна ăнланчĕç. Çĕрпе тухăçлă усă курмасан ял тăрăхĕн фондне тавăрмалла, унран продукци нумайрах илекене тара е харпăрлăха памалла — экономика тĕлĕшĕнчен тĕрĕс турĕç. Эпĕ фермерсемпе кил хуçалăхĕсене хирĕç мар, пачах тепĕр майлă — продукци ытларах туса илччĕр. Вĕсене тĕрлĕ енĕпе пулăшатпăр. Калăпăр, кăçал кăна 100-шер тонна утă-улăм, тĕш тырă, силос сутрăмăр. Хирте лаптăксене еплерех вырнаçтарассипе çыхăннă ыйтусене пĕр-пĕринпе килĕштерсе татса памалла.

Ялшăн тунă ырă ĕçсем

П.Никифоров Сăкăт ялĕн администрацине ертсе пынă 1990 çулсенче ял халăхне çĕр пайĕсем уйăрнă. Çынсем вĕсемпе усă курса выльăх шутне темиçе хут ÿстернĕ, продукци нумайрах сутнă, тупăш ытларах илнĕ, çурт- йĕре çĕнетнĕ, техника туяннă. Халĕ те тупăш илеççĕ. Пĕр пайĕ «Красное знамя» кооператива тара панă. Пай çĕрĕшĕн тырă парассипе вăл районти чи лайăх хуçалăхсен йышĕнче.
1992-1995 çулсенче, вăл администраци пуçлăхĕ тата колхоз председателĕ пулнă чухне, ялăн социаллă ыйтăвĕсене татса парассишĕн нумай ĕçленĕ. Сăмахран, пилĕк урамри çĕре хăпартса, чул сарса 5 çухрăма яхăн çул хывнă, 1 километра яхăн асфальт сарнă, кĕперсем тунă, яла газ çитериччен 300 яхăн кил хуçалăхне пысăк вольтлă электричество кĕртнĕ, 22 подстанци тутарнă. Вĕсем хăватлă электрооборудованипе халĕ те усă курма май параççĕ. Колхоз шкула, ача садне, ФАПа, культура çуртне йывăр çулсенче укçа уйăрса пулăшнă.
П.Никифоров — парти органĕ «çак культурăна акмалла, ăна акмалла мар» тесе колхоза çитернĕ директивăсемпе план хуçалăхĕн саманинче, тинĕс хумĕ пек чÿхенекен рынок экономикинче темле йывăрлăха та тÿснĕ ертÿçĕ. «1990 çулсем, Ельцин, счетра пĕр пус çук. Амăшĕсем бухгалтерие кĕрсе ачасем валли тумтир туянма та пулин укçа парăр тесе тархаслаççĕ, сасă хăпартакансем те пур. Йывăрлăха ăнланса лăпланма, пурнăç лайăхланасса шанса ĕçлеме ыйтаттăм — итлетчĕç. Ун чухне бартер тĕпреччĕ. Унăн çитменлĕхĕ нумайччĕ. Хуçалăх сутнă продукцишĕн таварпа татăлнă. Тольяттири, Воркутари, Анат Тагилти шульăксем улталарĕç — пахча çимĕçшĕн тавар памарĕç. Суда тавăç тăратса шыраттарса илтĕмĕр», — аса илчĕ вăл.
Правительство 1990 çулсенче ял хуçалăхне юхăнтарса пысăк йăнăш тунине пытармасть: «Колхоз-совхоза, ял хуçалăхĕн пĕрлехи ытти йышши тытăмне йышăнусем кăларса тĕллевлĕн, ятарласа пĕтерчĕç. Çакăн хыççăн производство объекчĕсемпе техникăн пĕр пайне йÿнĕлле сутрĕç, иккĕмĕшне вăрларĕç, виççĕмĕшĕ тутăхса юрăхсăра тухрĕ. Патшалăха кÿнĕ сăтăр калăпăшĕ пуçа шăнăçаймасть. Салатнă объектсен шучĕпе хăвачĕн шайне çав-çавах çитейместпĕр-ха. Лайăх ĕçлекен колхоз-совхоза çĕре тата пурлăха уйрăм çынсен харпăрлăхне парассишĕнех пĕтермеллеччĕ-ши? Аркату тапхăрĕ каскăнсем — пыра çурсах питлекен çынсем — пат-шалăха ертсе пыма килнинчен те пуçланчĕ».
1998 çулта Правительствăна Е.Примаков ертсе пыма пуçласан промышленноçа кăна мар, ял хуçалăхне те çăмăллăх кÿнине ырăпа аса илет: «Вăл бензин-дизтопливо, минерал удобренийĕ, техника, ытти тавар туса кăларакан монополистсен тарифне тата хуçалăхсене кредит кирлĕ чухлĕ илме ирĕк панипе пĕрлех процент ставкине пысăклатма чарчĕ, ытти енĕпе ырă улшăнусем турĕ. Аграрисем укçасăр касăхнă, вĕсене монополистсем карланкăран «пăвнă» хыççăн крана уçса пире кислород панă пекех туйăнчĕ — хуçалăх счетне укçа килме пуçларĕ».

Сутлăх хак тивĕçтермест

АПК аталанма тытăннине В.В.Путинпа çыхăнтарать: «Çапах та вăл производство калăпăшне кĕске хушăрах пысăклатаймарĕ, аграрисене патшалăх хыснинчен паракан пулăшу шайне çуллен пĕчĕккĕн ÿстерчĕ. Европăри çĕршывсенче вăл патшалăх бюджетĕнче çулталăкра пухăнакан мĕн пур укçан 10% танлашать, пирĕн 1,2% çеç — нумай пĕчĕкрех. Ял хуçалăхне субсиди хальхинчен чылай ытларах уйăрсан производство татах вăйланĕ».
Çак пĕтĕмлетĕве республикăри ĕнесен продуктивлăхне çулсерен ÿстернипе, ял хуçалăх организацийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсенче сĕт ытларах туса илнипе çирĕплетрĕ. «Красное знамя» кăтартăвĕ те лайăх — пĕлтĕр кашни ĕнерен вăтамран 6400 килограмм сĕт сунă. Чăн та, кашни литр сĕте /çу шайĕ 3,4%/ 23 тенкĕлле çеç сутаять. Председатель ку хакпа ниепле те çырлахма пултараймасть. «Шупашкарта кашни литра лавккара 50 тенкĕрен пуçласа çакăнтан хаклăрах та сутаççĕ. Сĕтпе кăна мар, ытти продукци енĕпе те туса хунă хаксен диспаритечĕ аграрисене вăйлă аталанма памасть, — тет. — Уйрăмлăх çавнашкалах пулмалла мар. Сутуçăсемпе хресченсен продукцин сутлăх хакĕсене танлаштарас тĕллевпе сĕтшĕн уйăракан субсидие пысăклатма сĕнетĕп. Çак ыйтăва татса парсан çĕршывра тепĕр пысăк улшăну пуласси — ĕне выльăх шучĕ тата сĕт производстви темиçе хут ÿсесси — пирки иккĕленместĕп». Малалла вулас...

www.hypar.ru

Юрий МИХАЙЛОВ. Автор сăн ÿкерчĕкĕ. 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.