Хаçатпа çыхăну тытнăшăн - пысăк тав

Вăхăтăн - хăйĕн чуппи, ăна тытса чарма та, васкатма та май çук. Акă тепĕр çулталăкпа каллех сыв пуллашатпăр. Ыррипе савăнтарнипе пĕрлех, пирĕн тÿсĕмлĕхе тĕрĕслес тенĕ евĕр, кăткăс лару-тăрăва пĕрре мар кĕртсе ÿкерчĕ. Çапах йывăрлăхсене пĕрлехи вăйпа сирсе çитĕнÿсен çулĕпе малалла ăнтăлма пултартăмăр. Чăваш хутлăхĕн маттур халăхне хыçа юлакан çул пархатар кÿчĕ, чунăмăрсенчи шанчăк хĕлхемне сÿнме памарĕ. Республикăмăр аталану çулĕпе çирĕппĕн утать. Экономикăпа социаллă пурнăçри çитĕнÿсем курăмлă, ял хуçалăхĕ вăй илсе пырать.

Çакăн пирки чăваш халăх хаçачĕ куллен çырса тăчĕ, пичетĕн витĕмлĕ сăмахĕпе ентешсене ырă ĕçсем тумашкăн хавхалантарчĕ. Тĕрĕссипе, "Хыпар" самана таппинчен юлмарĕ, тепĕр чухне унран малта та пычĕ-и тен...

Тăван енĕмĕр пурнăçне пур енлĕн çутатса тăмашкăн хаçатпа çыхăну тытакансем - общество корреспонденчĕсем - сумлă тÿпе хыврĕç. Вырăнти авторсем пичет кăларăмне пуянлатма пуçаруллă хутшăнчĕç, ырă хыпарсене вăхăтра çитерчĕç, кăлтăк-çитменлĕх çинчен çивĕччĕн çырчĕç.

Акă вĕсем, "Хыпар" хаçатăн пултаруллă та пуçаруллă общество корреспонденчĕсем:

А.С.Абрамов, В.А.Алексеев /Ачча/, О.А.Алексеев /Ăсан Уçăпĕ/, П.В.Алексеев, Н.В.Антонова, Е.Ф.Арланова, О.В.Артемьева, В.А.Архипов, П.В.Афанасьев, В.А.Васильев, Е.В.Васильев, Е.В.Васильев-Бурзуй, Н.В.Васильева, Ю.М.Виноградов, А.Г.Вишневский, Р.С.Волкова, Г.В.Герасимова, Д.В.Гордеев, В.М.Данилов, А.В.Димитриев, Н.Д.Дмитриев /Николай Карай/, А.Г.Евграфова, В.С.Егоров, Н.И.Егоров, А.Н.Егорова, Г.Г.Еливанова, Н.Г.Ершов, М.А.Ефимов, Г.Н.Желтухин, А.И.Зайцев, Г.В.Зотова, В.А.Иванов, А.П.Иванов, А.П.Игнатьева, Н.Г.Игнатьев, М.И.Карпов, А.И.Кипеч, А.Г.Кириллов, А.В.Кириллов, И.С.Клочков, Н.Ю.Колыванова, В.П.Крысин, П.А.Крысин, Н.Д.Ларионов, Н.Л.Ларионов, А.В.Любимова /Юрату/, А.В.Максимов /Пукаш/, Л.С.Маяксем, Л.В.Медведев, Н.М.Михайлова, Н.П.Михайлов, Р.П.Моисеев, А.И.Мокин, А.А.Никитина, Н.Е.Наумов, А.А.Николаева, А.Н.Николаев /Аслут/, Л.А.Николаева, Н.Н.Осипов, И.В.Павлов, О.А.Павлова, Л.И.Петрова, Н.А.Петрова, Н.А.Петровский /Теветкел/, В.А.Платонов, Ю.Д.Плотников, К.П.Портнов, Н.Д.Розов, И.Ю.Романова, А.С.Савельев-Сас, Г.А.Савельев, Л.М.Сарине, Н.В.Сергеев, П.П.Сидоров, В.Е.Симаков, Г.К.Скворцов, В.П.Станьял, В.П.Табаков, В.Н.Тарават /Игнатьева/, И.Г.Тарасов, А.А.Тимофеев, Э.Н.Трусова, А.В.Тямина, О.Я.Ухсай, А.Н.Филиппов, Л.И.Филиппова, А.И.Хованский, В.Е.Цифаркин, В.В.Чайкин, П.А.Чеблуков, Р.А.Чепунов, С.В.Чикмякова, Г.А.Уткин, А.Ф.Юман, Г.Ф.Юмарт, М.Н.Юхма, Ю.В.Яковлев тата ыттисем.

Чăваш халăх хаçачĕн тусĕсем, сире Çĕнĕ çул ячĕпе ăшшăн саламласа ырлăх-сывлăх, ÿсĕм-çитĕнÿ сунатпăр, "Хыпарпа" тытакан çыхăну малашне тата çирĕпленессе шанатпăр.

"Хыпар" хаçат редакцийĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.