Хаçат-журнал вулакан — хастар пулакан

17 Пуш, 2016

— Эпир нумай хаçат-журнал çырăнатпăр, вĕсен шутĕнче «Тантăш», «Самантпа» «Тетте» те пур. Ачасем библиотекăна час-часах çÿреççĕ, вулама юратаççĕ, — паллаштарчĕ шкулти лару-тăрупа директорăн вĕренÿ тата воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ Ольга Николаевна Евдокимова.

Вĕрентекенсем ачасене кирек епле хайлавпа е хаçатри статьяпа мĕнле кăсăклантармаллине пĕлеççĕ: малтан пуçламăшне вуласа параççĕ, унтан интереслĕ вырăнта чарăнаççĕ те малаллине ăçта тупмаллине калаççĕ.

— Библиотекăран чи нумай кĕнеке илсе вулакансене тăтăшах палăртатпăр, — каласа парать Ольга Николаевна. — Ачасем хăйсен ятне илтсен питĕ савăнаççĕ, пушшех те пикенсе вулама тытăнаççĕ. Компьютер куçшăн сиенлĕ пулнине ăнланаççĕ вĕсем. Çавăнпа алла хаçат-журнал тытса вуланинчен лайăххи çук теççĕ.

Санарпуç шкулĕн вĕренекенĕсем хуларисенчен нихăш енĕпе те кая мар: республика шайĕнчи предмет олимпиадисенчен те тивĕçлĕ вырăнсем йышăнса таврăнаççĕ, ăмăртусенче те лайăх кăтартупа савăнтараççĕ. Çавăнпа та вĕрентекенĕсем вĕсемпе кăмăллă.

Вун пĕрмĕш класра вĕренекенсенех илер, сăмахран. Кунта пурте аван ĕлкĕрсе пыраççĕ тесен те йăнăш мар. Пĕри тепринчен тĕслĕх илет-çке, тантăшĕсенчен юлса намăс куракан çук. Çавăн пек маттурсенчен пĕри — Валерия Гаврилова.

Валерия пĕлтĕр Çеçпĕл Мишшин «Çураки» сăввин акăлчанла тата чăвашла тексчĕсене танлаштарса видеороликсен республика конкурсне хутшăннă. Интернетпа ярса панă ĕçĕпе вăл пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Унсăр пуçне пике район шайĕнчи «Зарница» вăййисене çулсеренех хастар хутшăнать, çаврăнăçулăхĕпе тата чăтăмлăхĕпе пурне те тĕлĕнтерет.

Хĕрача хитре юрланине тата ташланине те палăртар. Шкулти мероприятисене сиктермест, пултарулăхне сÿнме памасть. Ахальтен мар вăл районти лидерсен конкурсне хутшăнса виççĕмĕш вырăна тухнă.

Черчен чунлă Валерия чăваш тата вырăс литературине питĕ кăмăллать. Тĕрĕсрех каласан, чăваш кĕнекисене шутсăр юратать вăл. А.Артемьевăн «Салампи» тата Ю.Скворцовăн «Уках хурăнĕ» хайлавĕсене темиçе хутчен те вулама хатĕр. Ĕçчен сăнарсене ырлать, хисеплет. Хăй те ахаль ларма хăнăхманскер. Килте нумай чечек çитĕнтерет. Ара, вĕсене те лайăх пăхсан чÿлмек-савăтри кашни чечек илемĕпе савăнтарать-çке.

Пушă вăхăтра Валерия юратнă хаçатне вуласа киленет: «Тантăшра» ачасен пултарулăхĕпе паллашма, тавракурăма аталантаракан материалсене шĕкĕлчеме килĕшет ăна.

Пурне те ырă сунакан хĕрачана пурнăçра хăйне те ăнăçса çеç пытăрччĕ.

Лариса ПЕТРОВА.

Вăрнар районĕ,

Санарпуç шкулĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.