Грецире Улатăр хĕрĕ çухалнă

12 Чÿк, 2015

Улатăрта пурăнакан 21 çулти хĕр Грецири Родос утравĕ çине кăçалхи çулла тухса кайнă. Елизавета Полякова хореографипе шкулта вĕреннĕ чухнех интересленнĕ. Вăл ташă ушкăнĕпе ют çĕршывсене - Турцие, Таиланда, Египета - унчченех кайса курнă. Анчах хальхинче пике пĕчченех кайма шухăшланă. Родосри паллă клуб ертÿçи хăйĕн патне чĕнсе пысăк гонорар шантарнă-çке-ха. Çапла Лиза унта ташласа укçа ĕçлесе илес тĕллевпе çула тухнă.

Лизăн тăванĕсем унран чылай вăхăт хыпар илмен. Хĕр Грецирен аппăшĕпе «Контактра» соцсетьре çыхăнса ÿт-пÿ сутакансен чуралăхне лекнине систернĕ. Кун пирки вăл амăшне те çырса пĕлтерме май тупнă, «Пулăшăр, эпĕ чуралăхра», - хыпарланă вăл СМС-çырура.

Малтан вĕсем ăна хăйсем тĕллĕн шыранă, анчах усси пулман. Юлашкинчен Поляковсем федераци телеканалĕнчен пулăшу ыйтнă. Чăваш Енре ÿснĕ пике Грецире çухални пирки НТВ телеканалпа чÿк уйăхĕн 5-мĕшĕнче «Чрезвычайное происшествие» кăларăмра кăтартнă. РФ Следстви управленийĕн Чăваш Енри управленийĕ сюжета асăрхамасăр хăварман. Халĕ следстви умĕнхи тĕрĕслев ирттереççĕ. Ĕçе РФ Ют çĕршыв ĕçĕсен министерствин органĕсемпе тата учрежденийĕсемпе çыхăнса пурнăçлĕç, хĕрĕн тăванĕсенчен ыйтса пĕлĕç.

Галина КАЛИНИНА.

Рубрика: