- Чăвашла верси
- Русская версия
Грант çул уçрĕ
— Хĕлле ăшă витерен тÿрех сивĕ çĕре тухса ĕçленĕрен час-часах шăнса пăсăлаттăм. Шыва витресемпе йăтса выльăхсене шăварнă. Мĕн пур ĕçе алă вĕççĕн пурнăçланă. Пысăк мар ферма пирки сахал мар ĕмĕтленнĕ. Çĕнĕрен тума чылай укçа кирли, производство обћекчĕ валли çывăхра çĕр çукки ăна пурнăçа кĕртме чăрмантарчĕ. «Фермер ĕçне пуçăнакан» программăпа патшалăх пулăшăвне илесси те пăчланчĕ — çĕр докуменчĕсене вăхăтра йĕркелесе çитереймерĕмĕр. Телее, «Агростартап» хута кайрĕ, вăл ĕмĕтĕме çывхартрĕ, — савăнса пĕлтерчĕ Эльвира Михайлова.
Çĕнĕлĕх пирки илтсен çине тăрсах кăсăкланма тытăннă вăл. Етĕрне районĕн администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн, ЧР «Агро-Инноваци» хысна унитари предприятийĕн специалисчĕсемпе канашланă.
— ЧР «Агро-Инноваци» хысна унитари предприятийĕнче бизнес-план хатĕрлеме пулăшрĕç. Пулас хуçалăхăн аталану çулне тĕплĕн ăнлантарса пачĕç. Манăн пурĕ 5 ĕне, 10 гектар ытла ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр. Грант укçипе ферма илме палăртнăччĕ. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Вырăсушкăньре ферма сутнине пĕлсен тÿрех çула тухрăмăр. Темиçе çул каялла пĕр çемье хуçалăхăн юхăннă фермине илнĕ, юсаса йĕркене кĕртнĕ. 25 ĕне вырнаçакан витене шыв пăрăхпа кĕрет. Шыв ăшăтма, сĕт сивĕтме оборудованисем те пур. Выльăхсене кăларса уçăлтарма ятарлă вырăн та хатĕрленĕ. Таса, типĕ, çутă, ирĕклĕ… — ĕçлеме, канма условисем йăлтах тунă. Чи кирли — мĕн пур ĕçе витерен тухмасăр пурнăçлама пулать. Çав тери килĕшрĕ. Çак ял Мăн Шемертенрен 18 çухрăмра вырнаçни те хăратмарĕ, çăмăл машина та алă айĕнчех вĕт, — ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕ хĕрарăм. — Ун хыççăнах документсем хатĕрлеме тытăнтăмăр. Хуçисемпе малтанлăха суту-илÿ килĕшĕвне те турăмăр. Хушма хуçалăхпа кăна малалла аталанма йывăр — выльăх йышне ÿстереймĕн. Пĕр вырăнта тапăртатса тăнăн туйăнать.
«Телей кайăкĕ» вĕçсе анчĕ тейен
Фермăпа вырăнта паллашнă хыççăн хĕрарăм канăçа çухатнă. Куçман пурлăхăн хуçисемпе хăвăрт пĕр чĕлхе тупнă. Лешсем хапăлласах вĕсене сутма килĕшнĕ. Тар тăкса тунă производство обћекчĕ, ĕнесем шанчăклă алла куçни савăнтарнă. Вĕсем те Эльвира Михайлова грант çĕнсе илессе чăтăмсăррăн кĕтнĕ.
— Ферма хуçисем утмăлтан иртнĕ ĕнтĕ. Ватăлнă май фермăна тытса тăма йывăрланнă. Çавăнпа ăна сутма тăратнă. Юрать, «Агростартап» программăпа грант илмешкĕн хушма хуçалăхпах конкурса хутшăнма пулать. Ку пирĕншĕн пысăк пулăшу, çăлăнăç. Фермер хуçалăхĕ уçма, документсем йĕркелеме вăхăт самай кирлĕ. Çĕнĕ программăпа вара условисем çăмăлрах, — терĕ вăл.
Конкурсра çĕнтерни, гранта тивĕçни пуриншĕн те пысăк савăнăç пулнă. Ырă хыпар çунат хушнă тейĕн.
— Ферма сутакансем те пирĕншĕн савăнчĕç. Патшалăх пулăшăвĕпе тÿрех ферма, ĕнесем туянтăмăр. Гранта тивĕçнĕ хыççăн фермер хуçалăхĕ те уçрăм. Манăн хальхи вăхăтра 11 ĕне ĕнтĕ. Унччен выльăхсем ял кĕтĕвне çÿренĕ. Икĕ эрне кĕтÿ пăхрăм. Вăхăта перекетлеме электрокĕтÿç илтĕмĕр. Халĕ тăвăр витесем хыççăн фермăри ирĕклĕхе хăнăхса пыратпăр кăна-ха. Тĕрĕссипе, конкурсра çĕнтерсе грант илме, ферма туянма пултарнине халĕ те ĕненсе пĕтерейместĕп темелле. Пĕлĕтрен «телей кайăкĕ» вĕçсе анчĕ тейĕн. Ĕнесене сĕт аппарачĕпе сăватпăр. Хальлĕхе сĕт пăрăхĕ кĕртме тăкаклă, кун пек те ĕлкĕретпĕр, — терĕ Эльвира Михайлова. — Кĕтĕве пысăклатнă май ферма çуртне тăсма, шыв, çутă илсе пыма тивĕ. Холодильник те пĕчĕкрех, вăл çулла уйрăмах кирлĕ. Комбикорм валли уйрăм пÿлĕм тума, çăл чавма палăртатпăр. Малалла аталанас тесен укçа хывмаллах. Çапах пуçламăш пур ĕнтĕ. Бизнес-планпа 24 ĕнене çитермелле. Ăна пурнăçлатпăрах.
Хушма хуçалăхри пушанса юлнă витесене пăсса картишне илемлетесшĕн. Михайловсен виçĕ ача. Димитрий хăй çемьеллĕ ĕнтĕ, Тури Ачакра пурăнать. Вадимпа Татьяна шкулта вĕренеççĕ. Çапах кашниех çемье бизнесне аталантарма тÿпе хывать. Хуçалăх пысăкланнă май ял çыннисем валли ĕç вырăнĕсем тăвасшăн.
Михайловсем вырăнти «Ленинская искра» хуçалăхпа та тачă çыхăнса ĕçлеççĕ, пĕр-пĕрне пулăшаççĕ. Çемьен усă куракан çĕр 130 гектар, çав шутра 100 гектарĕ çинче тырă туса илеççĕ. Унччен тырă хуçалăхран туяннă пулсан халĕ сутлăх та пур. Ăна упрама предприятин складне арендăна илме тивнĕ. Хĕрÿ тапхăрта вара фермер техники хуçалăх уй-хирĕнче те сухалать, акать. Пĕр-пĕринпе пĕр чĕлхе тупма пултарни, йывăр тапхăрта пулăшни те Михайловсене аталану çулне уçма пулăшать.
Тепĕр конкурса хатĕрленетпĕр
Районти ĕç-хĕл пирки Етĕрне районĕн администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕнчен Александр Семеновран ыйтса пĕлтĕм:
— Çĕршывра «Агростартап» программа хута кайни ял хуçалăхне малалла аталанмашкăн çĕнĕ хум илсе кĕчĕ. Çĕнĕлĕхпе халăха паллаштарнипе пĕрлех унта хутшăнма хавхалантартăмăр. Районта хушма хуçалăхсенче кам выльăх-чĕрлĕх йышлă усранине пĕлсе тăратпăр. Çав шутра фермер хуçалăхĕпе ĕçлеме пултаракансене те. Вĕсемпе çыхăнса патшалăх программипе усă курма сĕнтĕмĕр, ăнлантартăмăр. Иккĕленнĕ хыççăн нумайăшĕ килĕшрĕ.
Кандидатсемпе районта ятарлă вĕренÿ йĕркелерĕмĕр. Агроном, ветеринар, ытти специалист хушма хуçалăх тытса пыракансемпе тĕл пулчĕç, ĕçри вăрттăнлăхсене уçса пачĕç. Паллах, конкурса хутшăнма документсем хатĕрлеме те пулăшрăмăр. Пĕлÿ, техника, çĕр, вылăх-чĕрлĕх пурри, ытти пулăм конкурсра çĕнтерме витĕм кÿнине ăнлантарнă хыççăн нумайăшĕ пурлăхне официаллă майпа хăйсем çине куçарчĕç. Район администрацийĕ конкурса хутшăнакансене патшалăх пулăшăвне пама ыйтса ЧР Ял хуçалăх министерствине те çырупа тухрĕ. «Агро-Инноваци» хысна унитари предприятийĕн специалисчĕсем пулас фермерсене умри ĕç-хĕле лайăх ăнланса илме пулăшрĕç. Конкурс комиссийĕ умĕнче пирĕн ĕçтешсем кандидатсене хÿтĕлесе сăмах каланă. Унсăрăн май çук. Мĕншĕн тесен вĕсем пăлханнăран шухăшне тĕрĕс уçса памасан та пултараççĕ.
Тăрăшни харама кайманни савăнтарать. Пирĕн Етĕрне районне çĕнĕ программăпа фермер хуçалăхĕсене аталантарма 42 млн тенкĕ куçарчĕç. Кашнин грант виçи тĕрлĕрен, 1-рен пуçласа 3 млн тенкĕ таран.
Патшалăх пулăшăвĕ АПКна аталанма тĕрек пани куç умĕнчех. Районти чылай хуçалăх йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ хыççăн выльăх-чĕрлĕх йышĕ, акакан-сухалакан лаптăксем чакнăччĕ. Халĕ фермерсем те пысăк тÿпе хывнă май отрасль каллех çĕкленме тытăнчĕ, кăтартусем те майĕпен лайăхланаççĕ.
Конкурс вĕçленнĕ кăна-ха, район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕ çитес çул каллех конкурса хутшăнма тивĕçлĕ кандидатсене шырама-палăртма тытăннă ĕнтĕ. Хальлĕхе икĕ çын хатĕр. Мĕншĕн халех? Çĕнтерме пысăк балл илес тесен маларах хатĕрленмелле, документсене йĕркелемелле.
Комментари хушас