Графикпа пурнăçланать

5 Ака, 2016

Эрнекун ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Шупашкарти Мускав кĕперне тата Айхи проспектне Фучик урамĕпе çыхăнтаракан икĕ шайлă сыпăка тăвассипе кăсăкланчĕ.

Кĕпер хывнă çĕрте пĕлтĕр 182,4 млн тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă. Иртнĕ çулшăн строительсене федерацирен — 98, республикăран — 67,5, тĕп хуларан 14 млн тенкĕ куçармалла. Виçшер ретлĕ икĕ кĕпер киввин вырăнĕнчех 266 метра юнашарах тăсăлĕ. Ăна хаклашура çĕнтернĕ Мускаври предприяти тăвать. Республика унпа 1569,1 млн тенкĕлĕх контракт çирĕплетнĕ. Тĕрлĕ ĕç тума ăна субподряд организацийĕсем пулăшаççĕ. 18 сăвай ярĕç. Вĕсене никĕслес, хăпартас тĕлĕшпе ĕç пырать. Пĕрин арматурисене çĕклеççĕ. Çак уйăхсенче сăвайсенчен тимĕр-бетонран 9 юпа хăпартĕç.

Строительство графикран юлмасăр пынине премьер-министр хăй курса ĕненчĕ. Тĕп подрядçă ячĕпе унран 2015 çулта тата кăçал пурнăçланă ĕçшĕн укçа куçарма ыйтрĕç. «Эсир строительствăна инвестици явăçтарма тăрăшăр, — терĕ И.Моторин. — Хыснаран укçа килмест тесе ĕçе ан чарăр. Ăна федерацирен ака тата çу уйăхĕсенче — 300 млн ытла, республикăран çĕртме уйăхĕнче илетĕр. Çийĕнчен хушса пама Çул-йĕр фондĕнчен 150-200 млн тенкĕ уйăрăпăр. Ĕçшĕн тÿлесси пирки ан иккĕленĕр, тĕллевĕре палăртнă вăхăтра вĕçлессишĕн тăрăшăр».

Айхи проспектне Фучик урамĕпе Сăкăт кĕперĕ патĕнче çыхăнтаракан икĕ шайлă сыпăка пĕлтĕр тума пуçланă. Анчах ĕçе тăсса янă.

Премьер-министр подряд организацийĕпе — «СУОР» обществăпа — тата унăн субподрядçисемпе, тĕп хула администрацийĕн представителĕсемпе объектра канашлу ирттерсе çивĕч ыйтусене тишкерчĕ, вĕсене татса памалли çулсене кăтартрĕ.

Строительствăна ура хуракан чăрмав чылай. Сыпăка хăпартма 20 пин кубла метр тăпра кирлĕ. Ăна ăçтан турттармаллине пĕлмеççĕ. «Паян-ыранах тупнă пултăр!» — хушрĕ премьер-министр. Федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн çĕнĕ хваттерсене куçнă çемьесенчен юлнă икĕ хутлă çуртсен /Фучик урамĕ, Сăкăт кĕперĕпе юнашар/ ишĕлчĕкне хула тулашне турттарса пĕтермен. «Ĕçе хăçан вĕçлетĕр?» — ыйтрĕ И.Моторин хула администрацийĕн представителĕсенчен. «Икĕ эрнерен», — шантарчĕç ăна. «Çĕр айĕнчи сетьсене айккине мĕншĕн хĕлле куçармарăр? — ыйтрĕ вăл. — Çак ĕçе тума çуркунне йĕпе-сапа чăрмантарнине пĕлместĕр-и?» Сăлтавне тĕп подрядçă кивĕ çуртсене, сарайсене вăхăтра пăсманнипе ăнлантарчĕ. Субподрядçă — «Водоканал» предприяти — «СУОР» обществăран 2 млн тенкĕ илейменни пирки пăшăрханса пĕлтерчĕ. Премьер-министр çав укçана мĕншĕн парса татманнине пĕлесшĕн пулчĕ. Ăна общество ертÿçи Владимир Ермолаев хĕстернĕ иккен, объектра пурнăçланă ĕçсемшĕн хама та тÿлемеççĕ терĕ.

И.Моторин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрне Владимир Доброхотова ЧР Çул-йĕр фондĕнчен çак кунсенчех 39,2 млн тенкĕ куçарма хушрĕ. Тĕп хула администрацийĕн кунта 9,8 млн тенкĕ уйăрмалла.

Тĕп подрядçă представителĕсем ĕçмелли тата хура шывăн, газăн, çумăр шывĕн пăрăхĕсене, ытти сетьсене хывмалли, икĕ шайлă сыпăка тумалли проектсене хальчченех хатĕрлесе паманнине, çавна пула ĕç вырăнтан хускалманнине каларĕç.

Премьер-министр канашлăва пĕтĕмлетсе «СУОР» ĕçĕпе кăмăлсăррине пĕлтерчĕ. «Чăвашгражданпроект» институт сире халех проектсем парасса ан кĕтĕр. Кашни ĕçĕн техника кăтартăвĕсене тĕпе хурса, газпа, шывпа тивĕçтерекен, хура шыва юхтаракан, ытти ĕçе пурнăçлакан предприятисемпе пĕрле тавлашуллă ыйтусене татса парăр. Сирĕн çынсен ĕçне лайăхрах йĕркелемелле», — терĕ Правительство Председателĕ «СУОР» директорне.

«Айхи проспектĕнчен Фучик урамне тухса çÿреме май туса парасси — Сад микрорайонĕнче пурăнакансемшĕн те, унта çитес текенсемшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ, — терĕ журналистсене. — Кунта çывăх вăхăтра укçа çителĕклĕ уйăрма пăхнă. Ăна хулана куçарнă хыççăн ĕçсемшĕн валеçмелле çеç. Шупашкара никĕсленĕренпе — 550, Чăваш автономине туса хунăранпа 100 çул çитнĕ май Раççей Правительстви 2013 çулта республикăна федераци хыснинчен уйăрма йышăннă 610,6 млн тенкĕн пĕр пайĕ çак объекта хута яма кайĕ. Ăна кăçал ĕçе кĕртмелли тĕллеве никам та пăрахăçламан. Республика кунĕч­чен пурнăçламалла».

Кĕпер тăвакансем кашни уйăхра пăхнă ĕçе туллин пурнăçланине, иртнĕ виçĕ уйăхра 40 млн тенкĕлĕх тунине палăртрĕ. Пĕтĕм ĕçшĕн вĕсене укçа республика тата тĕп хула хыснисенчен кăçалах куçарассине пĕлтерчĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.