Госпитальсенче вилнисене асăнса…

8 Çу, 2018

Çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче Шупашкарти Б.Хмельницкий урамĕнчи тăванла масара халăх йышлă пухăнчĕ. Çав шутра — Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн представителĕсем, Патшалăх Канашĕн тата хула депутачĕсем, общество организацийĕсен хастарĕсем, студентсемпе шкул ачисем, Шупашкарта пурăнакансем.
Пухăннисем чи малтанах Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн кĕрешсе пуç хунисене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç. Чăваш Енрен хаяр тăшманпа кĕрешме 200 пин ытла çын — республикăра пурăнакансен пĕрре пиллĕкмĕш пайĕ — фронта кайнă, çав шутран çурри ытла каялла таврăнайман. 1941-1945 çулсенчи вăрçă вăхăтĕнче Чăваш Енре 3100 вырăнлăх 10 ытла эвакогоспиталь йĕркеленĕ, вĕсенче 700 ытла медицина ĕçченĕ кунĕн-çĕрĕн вăй хунă. Çак эвакогоспитальсемпе лазаретсенче чирлĕ тата аманнă 100 пин ытла салтак сипленнĕ, вĕсенчен 73 ытла проценчĕ тепĕр хут строя тăнă. Шупашкарти госпитальсенче йывăр сурансене чăтаймасăр вилнĕ 80 ытла салтака Б.Хмельницкий урамĕнчи тăванла масара пытарнă.
Çак тăванла масарта Чăваш Ен Пуçлăхĕн ятĕнчен ЧР ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ĕçченĕсем чечек хучĕç. Чăваш Енре ĕмĕрлĕх канлĕх тупнисене çавăн пекех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ветерансем тата вилнĕ салтаксен арăмĕсем, тыл ĕçченĕсем пуç тайрĕç. Мероприятие килнисем пурте черетпе чечексем хучĕç. Патриотизм юррисем шăранчĕç, çынсен чĕрисене хускатрĕç.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА


ШУХĂШСЕМ
Михаил ЛАВИН, Шупашкар хулинчи ветерансен канашĕн çамрăксене патриотизм воспитанийĕ парас енĕпе ĕçлекен комиссийĕн ертÿçи:
— Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне эпĕ 2 çулти ача пулнă. Эпĕ Смоленск çывăхĕнчи Ильино ятлă ялта çуралнă. Вăрçă пуçлансан аттене фронта илсе кайнă. Тăшман пирĕн ял çине те бомбăсем пăрахма пуçланă. Аслисем каласа кăтартнă тăрăх — фашистсем пирĕн яла çавăрса илнĕ те çынсене хăйсем йĕркеленĕ концлагере хупнă. Персе вĕлерессипе е кÿлĕре путарассипе хăратса ĕçлеттернĕ. Пире 1942 çулхи кăрлач уйăхĕнче хамăр салтаксем хăтарнă. Хамăра çăлакансене çĕре çити пуç тайса тав тăвас килет манăн. Вĕсем пĕтĕм халăха тавар вакунĕсене лартрĕç те тыла ăсатрĕç. Пире Чăваш Ене эвакуацилерĕç. Кунта 1 уйăха яхăн килтĕмĕр. Çул çинче пирĕн пуйăса пĕтерес тесе тăтăшах бомбăсем пăрахрĕç, взрвыв сасси ан илтĕнтĕр тесе мана анне çăм утиялпа чĕркетчĕ. Пирĕн çемье Сĕнтĕрвăрринче пурăнчĕ, анне вăрçă пĕтичченех çăкăр пĕçерекенре тăрăшрĕ. 1945 çулхи кĕркунне атте таврăнчĕ, çапла мирлĕ пурнăç пуçланчĕ. 1950 çулта Шупашкара куçса килтĕмĕр. Сăмах май, манăн аттене Б.Хмельницкий урамĕнчи масарта пытартăмăр. Эпĕ çамрăксемпе тăтăшах тĕл пулусем ирттеретĕп: вĕсене халăхăн вăрçă çулĕсенчи паттăрлăхĕ пирки каласа паратăп, Аслă Çĕнтерĕве халалланă паллăна /кăкăр çине çакмаллине/ кăтартатăп.
Анна КАДЕРОВА, СССР тава тивĕçлĕ учителĕ, тыл ĕçченĕ, салтак арăмĕ:
— Вăрçă пуçланнă чухне эпĕ Канашри педагогика училищинче вĕренеттĕм. Пире, студентсене, окопсем чавма иле-иле кайрĕç. Юн пама темиçе хут та хутшăнтăмăр. Эпир пурăнакан общежитире госпиталь йĕркелерĕç, студентсене çывăхри ялсене вырнаçтарчĕç. 1942 çулта вĕренсе пĕтертĕм те Кавал шкулĕнче ĕçлеме пуçларăм. Манăн мăшăр Александр Украина фронтĕнче çапăçнă. Днепр урлă каçнă чухне ăна йывăр суранлатнă. Аманнăскерне 1945 çулта киле янă. Эпир унпа çав çул паллашрăмăр, каярахпа пĕрлешрĕмĕр. Шел, мăшăрăм 1975 çулта çĕре кĕчĕ. Эпĕ вара çак уйăхра 94 çул тултаратăп. Çĕнтерÿ кунне халалланă мероприятисене кашни çулах хутшăнатăп. Богдан Хмельницкий урамĕнчен инçех мар пурăнатпăр та — тăванла масара чечек хума кăçал та килтĕм.

 

Рубрика: 

Комментари хушас

Новости по теме