Гортензи килĕшет
Гортензие вăрах вăхăт чечекре ларнăшăн юрататăп. Чечек йăранĕнче яланлăх вырăн йышăнчĕ вăл. Ăна мĕнле пăхмаллине специалистран ыйтасчĕ. Мĕнле удобрени памалла-ши?
Нина НИКОЛАЕВА.
Шупашкар районĕ.
Вулакан ыйтăвне Алла ПЕТРОВА чечекçĕ хуравлать:
— Нумай çул ÿсекен гортензи чечекĕ вăрах вăхăт чечекленнипе, тĕссен янкăрлăхĕпе палăрать. Пĕр вырăнта темиçе çул ÿснипе чечеке тутлăхлă япаласем çитми пулаççĕ. Çавăнпа ăна минерал удобренийсемпе е килти ытти мелпе апатлантармалла. Унсăрăн тунасем имшерленеççĕ, чечексем вĕтелеççĕ. Чечек йышĕ те сахалланать. Вăл пĕр вырăнта 10 çула яхăн ÿсме пултарать. Анчах та илемлĕ пултăр тесен ăна 5-6 çултан çĕнĕ вырăна куçарса лартмаллах.
Гортензие çуркунне папка тухма пуçласанах азотлă удобрени памалла. Ĕне каяшне йÿçĕтсе пулăхлатнă шĕвек лайăх. Çур витре каяша икĕ витре шыва ярса пăтратмалла, пĕр эрне йÿçĕтсе лартмалла. Ку шĕвеке 1:5 виçепе шывпа хутăштарса шăвармалла. Е 2 апат кашăкĕ мочевинăна 10 литр шывра ирĕлтерсе шăвармалла. Пĕр тĕме 2 литр шыв памалла.
Çуллахи вăхăтра кали удобренийĕ кирлĕ. Вăл чечексен тĕсне янкăртарах тума пулăшать тата вăрахрах чечеклентерет. Вĕлтрен шывĕ хатĕрлемешкĕн пĕр витре вĕлтрене турамалла, икĕ витре шыва ямалла, 10 кун йÿçĕтмелле. Çак шĕвекĕн 1 литрне пĕр витре шыва ямалла, 1 стакан йывăç кĕлĕ хушса пăтратмалла, кашни тĕме 3-4 литр тутлăхлă шыв памалла.
Кĕркунне калипе фосфор ытларах кирлĕ. Кали сульфачĕпе ª20 гº суперфосфата ª15 гº пĕр витре шывра ирĕлтермелле, кашни тĕме хĕл каçмалăх 7 литр удобрениллĕ шыв памалла.
Гортензие çуркунне папка тухма пуçланă чухне тата кĕркунне авăн уйăхĕн çурринелле куçармалла. Лартмалли шăтăк 50х50х50 см пулмалла. Унти тăпрана кĕл, лайăх çĕрнĕ тислĕк, хăйăр хушса пулăхлатмалла.
Комментари хушас