Гор, Иоанн, Амилия...

30 Утă, 2015

Кăçал пирĕн регионта республикăра миçе ача кун çути курнă? Ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкĕсем валли мĕнле ятсем ытларах суйлать?

Чăвашстат кăтартăвĕсем тăрăх, 2015 çулхи январь-июнь уйăхĕсенче республикăра 8176 ача çуралнă. Сăмах май, пĕлтĕрхи пĕрремĕш çур çулта 8514 ача кун çути курнă. Кăçалхи 6 уйăхра çуралнă 3198 тĕпренчĕк çемьере - пĕрремĕш, 3519-шĕ - иккĕмĕш, 1118-шĕ - виççĕмĕш, 341-шĕ тăваттăмĕш пулнă.

Кăçал пирĕн регионта пурăнакан çемьесене 63 йĕкĕреш, 1 виçĕреш килнĕ. ЧР Юстици министерствин ЗАГС уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх, арçын ачасене ытларах Кирилл, Максим, Артем, Егор, Александр, Иван, Илья, Дмитрий, Михаил, Роман ятсем хунă. Хĕрачасен анлă сарăлнă ячĕсем: Анна, Мария, Виктория, Дарья, Анастасия, Валерия, Ксения, София. Ачасене сайра хутра тĕл пулакан ятсем парасси модăна кĕчĕ. Сăмахран, кăçалхи çур çулта çемьесене Богдамир, Герасим, Гор, Иоанн, Иеремия, Жан, Елизар ывăлсем килнĕ. Унсăр пуçне республикăра Вирсавия, Белана, Амилия, Ая, Арияна, Анхелия, Владилена кун çути курнă.

Çакна та палăртмалла: кăçалхи 6 уйăхра пурнăçран уйрăлнисен шучĕ çуралнисенчен 3,6% ытларах.

Иван ДЕРЮЖИН.

Рубрика: