Германирен - Акатуя

21 Çĕртме, 2016

Шупашкар районĕн Акатуйĕ çĕртмен 17-мĕшĕнче Пархикассинче иртрĕ. Хальхинче çак йĕркесен авторĕн Германирен килнĕ хăнасене, виççĕмĕш сыпăкри тăвансене, кĕтсе илсе чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе паллаштармалла пулчĕ.

Любовьпе /хĕр чухнехи хушамачĕ Кочергова/ Владимир Дизерсем Германири Кобленц округне кĕрекен Майен хулинче 14 çул пурăнаççĕ. Унта вĕсем Волгоград облаçĕнчи Камышин хулинчен кайнă. Любăн амăшĕ Ольга Кочергова Муркаш районĕнче çуралнă, пурăна киле Волгоград облаçне куçса кайнă. Любовь медицина сестрине вĕренсе тухса акушеркăра ĕçленĕ. Халĕ Майен хулинчи ватăсен çуртĕнче тăрăшать. Мăшăрĕ Атăлçи нимĕçĕсен çемйинчен. Эпĕ вĕсемпе хальччен çыру çÿретнĕ, шăнкăравласа калаçнă. Хальхинче аякри тăвансене Акатуя чĕнсе илтĕм. Шупашкар вокзалĕнче вĕсене Чăваш Республикин ялавĕпе кĕтсе илтĕм. Владимирпа Любовь Акатуйра ял тăрăхĕсен этнокультура кил картийĕсемпе кăсăклансах паллашрĕç, сăн ÿкерĕнчĕç.

«Эпĕ аннен тăван çĕрне чăваш халăх культурипе паллашма килтĕм. Чăваш халăхĕ çавăн пек ĕçчен, пуян культурăллă пулнишĕн савăнатăп», — терĕ Любовь Дизер.