Германипе çывăхланатпăр

28 Ака, 2015

Саккăрмĕш хут иртрĕ Шупашкарта Германин Чăваш Енри кунĕсем. Апрелĕн 20-мĕшĕнче вăл хулари В.Маяковский ячĕллĕ тĕп библиотекăра савăнăçлă лару-тăрура уçăлчĕ. Фестиваль программи культурăсен хутшăнăвне аталантарассипе çыхăннă.

Нимĕç культурипе литературине юратакансемшĕн чăн-чăн уяв пул­чĕ. Пухăннисене Шупашкарти библио­текăсен пĕрлĕхĕн директорĕ Евгений Бондарев, "Содружество" фонд ертÿçи Михаил Кузьмин саламларĕç. Михаил Кронидович пурне те "Полигон" пултарулăх лапамне Нимĕç кино фестивальне йыхравларĕ.

2015 çул Чăваш Енре К.В.Иванов çулталăкĕ пулнине шута илсе уяв каçĕнче вилĕмсĕр "Нарспи" поэмăн сыпăкĕсем нимĕçле янăрарĕç. Ăна Шупашкарти машинăсем тăвакан кол­ледж студенчĕ вуларĕ.

Германин Чăваш Енри кунĕсенче хула çыннисем валли курса тĕлĕнмелли чылай пулчĕ, выставкăсем, лекцисем, Раççей тата нимĕç специалисчĕсем хутшăннă семинарсем, интереслĕ киносеанссем.

Надежда ГЕОРГИЕВА

Рубрика: