Герман Николаевич Желтухин пирĕнтен уйрăлчĕ
Ĕнер каçхине, январь уйăхĕн 5-мĕшĕнче, "Хыпар", "Çамрăксен хаçачĕ", "Чăваш хĕрарăмĕ", "Хресчен сасси" хаçатсен, "Тăван Атăл" журналăн хастар авторĕ, Раççей Журналистсен, Раççей Писательсен пĕрлĕхĕсен членĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш Республикин Журналистсен союзĕн Çемен Элкер, Леонид Ильин ячĕллĕ премийĕсен лауреачĕ Герман Николаевич Желтухин пирĕнтен яланлăхах уйрăлчĕ.
Чăваш Республикин паллă журналисчĕ, пысăк чĕреллĕ юлташăмăр нумай çул йывăр чирлерĕ пулин те пирĕн хаçатсем валли тарăн шухăшлă статьясем çырма ĕнерхи кунчченех хăват тупрĕ.
Хурланатпăр. Тăванĕсемпе, тус-юлташĕсемпе пĕрле чĕререн хурланатпăр.
Герман Николаевич Желтухинпа кĕçнерникун, январь уйăхĕн 7-мĕшĕнче, Шупашкар хулинчи Граждан урамĕнчи 19-мĕш çуртра /Ритуальные услуги/ 10 сехетрен пуçласа 11 сехетчен сывпуллашатпăр.