Гербицидсемпе тĕрĕс усă курмалла

6 Утă, 2017

Хăй аллипе пахча çимĕç ÿстерме пуçланă тапхăртанпах этем çум курăкпа кĕрешет. Çумлатпăр та ăна, матиклетпĕр те, вăл пур пĕр талпăнса тухать. Хальхи вăхăтра çум курăкран хими пулăшнипе хăтăлма пулать.

Гербицидсене пысăк икĕ пая уйăраççĕ.

1. Пĕтĕм курăка пĕтерекеннисем.

2. Уйрăм тĕслĕ курăксене хăртаканнисем.

Гербицидсем витĕмĕ тĕлĕшĕнчен те тĕрлĕрен. Виçĕ пая кĕртеççĕ. 1. Ÿсен-тăран çулçине лексе витĕм кÿрекеннисем. 2. Тымара тата шăтма пуçланă вăрлăха наркăмăшлаканнисем. 3. Системăллă сарăлаканнисем.

Çулçа сапнипе хăртакан наркăмăш ÿсен-тăранăн çиелти пайне лайăх пĕтерет, анчах хăш-пĕр чухне тымар йăлтах пĕтмест, çĕнĕрен хунав кăларать. Системăллă витĕмлĕ им-çам çулçа лексе пĕтĕм ÿсен-тăрана сарăлать, наркăмăш çителĕклĕ лекнĕ пулсан курăк тымарĕпех пĕтет.

Хулăн хупăллă, çăмламас çулçăл­лă, темиçе сийлĕ хупăллă курăксене наркăмăш тÿрех лекеймест — çут çанталăк хÿтлĕхĕпе аптрамаççĕ вĕсем. Кун пек çум курăка тăпрара аталанма пуçланă тапхăртах пĕтермелли препарартсемпе усă курса им-çамласан лайăхрах.

Культурăланă ÿсен-тăрана мĕн­шĕн гербицид пĕтереймест? Биотехнологсем вĕсен хÿтлĕх кочĕсене тупса палăртаççĕ тата наркăмăша хирĕçле кодсене культурăллă ÿсен-тăрана кĕртеççĕ. Пысăк лаптăксене акакан тĕш тырăсене гербицидсене аркатакан кодсем хушнă.

Пахчара мĕнле йышши çум курăк алхаснине тата мĕнле пахча çимĕç çитĕнтернине кура суйламалла гербицида. Тĕслĕхрен «Трефлан» препарата йăрана пахча çимĕç акиччен е калча лартиччен икĕ эрне маларах тăпрана 4-6 см тарăнăшне хывмалла. Вăл çум курăк тымарĕсене тата тăпрари вăрлăха пĕтерет. Çитĕннĕ ÿсен-тăрана витереймест. Помидор, баклажан, ыхра, хăяр, пăрçа анисене им-çамлама аван.

Çĕр улми анине тасатма «Пантера», «Стомп», «Зенкор», «Гезагард», «Фронтьер» препаратсем юрăхлă. «Перамин» пĕр çул ÿсекен çуркам вăрăллă /двудольное\ курăксене шăтса тухнă тапхăрта пĕтерет. Ăна пахча çимĕçе акиччен тăпрана варăнтармалла.

Шута илмелли тепĕр самант. Гербицидсен витĕмĕ тăпра мĕнлерех пулнинчен те килет. Çавăнпа им-çампа усă куриччен инструкципе тĕплĕн паллашмалла. Чи пĕлтерĕшли — наркăмăш мĕнле çум курăка пĕтернине лайăх палăртмалла, препарата кирлĕ виçепе хатĕрлемелле.

Им-çама тĕрĕс усă курни çум курăкран чылайлăха хăтăлма пулăшать. Пĕлсе суйланă им-çам культурăланă ÿсен-тăрана япăх витĕм кÿмест. Унра нитрат, ытти хими япалисем пуçтарăнас хăрушлăх çук.

Ольга АНДРЕЕВА, химик-эксперт.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.