Геннадий Айхин пĕлтерĕшсĕр сăмах пулман

25 Пуш, 2016

Геннадий Айхи /1934-2006/. Совет авангард искусствине пуçараканĕсенчен пĕри, вырăс поэзи сюрреализмне йĕркелекенĕ. Чăваш тата вырăс поэчĕ, куçаруçи. Литература институтĕнче Михаил Светлов семинарĕнче вĕреннĕ. Борис Пастернака пĕлнĕ, лешĕ канаш панипе сăввисене вырăсла çырма пуçланă /унччен чăвашла çеç çырнă/. Тĕнче поэзине чăвашла куçарнă, «Польша поэчĕсем», «Венгри поэчĕсем», «Франци поэчĕсем» антологисем кăларнă. Литература енĕпе Нобель премине илме пĕрре кăна мар тăратнă.

Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче вырăссен тата чăвашсен паллă поэчĕ Геннадий Айхи вилнĕренпе 10 çул çитрĕ. Поэт çинчен «Известия» хаçат корреспонденчĕ Евгения Коробкова Марина Разбежкина режиссерпа калаçнă.

— Марина, каласа кăтартăр-ха, Айхипе эсир мĕнле паллашрăр?

— Пурнăçра пулса иртекен тĕлĕнмелле виçĕ пĕрпеклĕхрен пĕри ку. Тĕрĕссипе, эпир унпа виçĕ хут паллашнă. Икĕ хутĕнче вăл астуса юлман, виççĕмĕшĕнче вара... Эпир «Культура» канал валли Айхи çинчен фильм хатĕрлерĕмĕр. Вăл ÿкерĕнме килĕшменнине пĕлсех эпĕ ăна шăнкăравлама шутларăм. Вăл телефона тытрĕ, самаях вăхăт тăхтав пулчĕ: вăт, Геннадий Николаевич, кино ÿкерес тенĕччĕ... Çак самантра вăл сассăр хирĕçленине туйса тăтăм. Анчах та эпĕ шăплăха татса калаçма пуçларăм: мана Марина Разбежкина тесе чĕнеççĕ.

Вăл тепĕр хут ыйтрĕ: «Раз­бежкина-и?» «Манăн сире хи­рĕçлеме сăлтав çук», — терĕ кĕтмен çĕртенех. Питĕ тĕлĕнтĕм. Ун умĕн пĕр кун маларах «Культура» каналпа манăн фильмсене кăтартнăччĕ. Вăл вĕсене экранран хăпаймиех пăхнă. Кайран арăмне çапла каланă: «Ку хушамата астуса юлмалла: Разбежкина». Тепĕр кунхине авă эпĕ шăнкăравларăм. Çакна вăл хăйнеевĕрлĕ паллă вырăнне хунă.

— Кам Айхие пĕлнĕ, вĕсем пурте вăл тĕлĕнмелле çын пулнине калаççĕ. Çапах та унра тĕлĕнмелли мĕн пулнă-ха?

— Вăл çÿллех марччĕ, пит-куçĕ илемлĕччĕ, хитре кĕлеткеллĕччĕ, чи хитре хĕрарăмсем юрататчĕç ăна. Çынсене итлеме пĕлетчĕ. Сайра тĕл пулакан уйрăмлăх ку. Раççейре пĕр-пĕринпе калаçусем йĕркелеме пĕлмеççĕ темелле. Пурте калаçатпăр-ха, таçта пушăлăха, ĕмĕрсен ĕмĕрлĕхне. Анчах та пире никам та илтмест, мĕншĕн тесен санпа юнашарри те санашкалах калаçать. Айхи вара калаçу йĕркелеме пултаратчĕ. Вăл — итлетчĕ. Эпĕ ун патне тата мăшăрĕ Галя патне пырсан вăл яланах чĕрĕлсе, хавхаланса каятчĕ, мĕн çинчен калаçмалли те тупăнсах тăратчĕ, эпир пĕр-пĕрне мĕн калани питех те пĕлтерĕшлĕччĕ.

Мана вăл вырăс калаçăвне еплерех алла илни тĕлĕнтеретчĕ. Айхи чăваш ялĕнче çуралнă, пĕр вăхăт чăвашла çеç калаçнă. Çапах та вырăс сăмахне, вырăс калаçăвне тÿрем пек, пейзаж пек туятчĕ. Вăл каласа панине астăватăп. Ашшĕ чăваш шкулĕнче вĕрентнĕ, ăна хулпуççи çинче лартса çÿренĕ, Пушкина вуланă, ача çакна пачах та ăнланман, мĕншĕн тесен вырăсла пĕр сăмах та пĕлмен. Анчах та ют чĕлхе янăранипе, чĕлхе кĕвĕленсе пынипе пĕчĕк ача макăрса янă.

Тен, ÿстеререх те каланă-тăр, çапах çапла та пулма пултарнă: сăмаха вăйлă туйнă арçын ача пĕлмен чĕлхене илтнипе йĕрсе янă.

— «Википедире» çырнă тăрăх — Айхи йăхĕнче шамансем пулнă...

— Йăхĕнчи пĕр хĕрарăм тухатмăш пулнă. Чăвашсем язычествăна пуççапнă, Христос тĕнне каярах çеç йышăннă, анчах та çаплипех христиансем пулса тăрайман... Айхи каласа кăтартнă тăрăх — амăшĕ вилес пек выртнă чухне çак хĕрарăм уншăн чунсене кĕлтума кайнă, Геннадие хăйĕнпе пĕрле пыма чĕннĕ. Вĕсем чăх илнĕ те киремете сăваплă катана утнă. Унта хĕрарăм тĕрлĕ сасăпа — арçын, хĕрарăм, ача сассисемпе — калаçма пуçланă, сăмахĕсене уйăрма та май пулман. Унтан аллисене тăснă — вĕсем çинче вилĕ чăх выртнă. Çакă чунсем парнене йышăнманнине пĕлтернĕ. Чăнахах та, амăшĕ кăштах вăхăтран вилнĕ. Мана çак истори тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтерсе ячĕ, ăна «Время жатвы» фильм сценарине кĕртрĕм. Ку фильм та язычество çинчен вĕт.

— Эсир «Время жатвы» фильма Чăваш Енре ÿкернĕ-çке...

— Çапла, ăна эпĕ Чăваш Енре ÿкерме шухăшларăм: мĕнлерех инçет унта, еплерех çырмасем... Музыкантсенчен пĕри Чăваш Ен Швейцари евĕрлех терĕ. Фильма эпир Айхи ятне тĕпе хурса турăмăр. Унăн ячĕ пирĕншĕн нумай алăка уçрĕ... эпир фильм ÿкернĕ яла кĕме çул та хывса пачĕç пире. Юрать-ха, уйне асфальт сармарĕç.

— Анăçра Айхие çав тери хаклаççĕ. Мĕнле шухăшлатăр, ют çĕршывсенчи вулакансем унра мĕн кураççĕ-ха?

— Анăç унра темĕнле вăрттăнлăха хаклать, эпир — ансатлăха. Европа çыннисемшĕн Айхи — вăрттăнлăхпа, хăйнеевĕрлĕхпе палăрса тăнă поэт-авангардистсенчен пĕри, эпир ăна урăхларах хаклатпăр.

Унăн сăввисем тĕп-тĕрĕс, вăл мĕн çинчен çырнă, çав пайăр вырăна та куратăн. Сăвăсене итленĕ чухне çакă пĕлтерĕшлех мар, анчах та ку çаплах. Унăн сăввисенчи ритмсен тытăмĕ чăнлăхран йĕркеленнĕ. Унăн тухăç юррисене килĕштеретĕп: тăватшар йĕркерен тăракан сăвăсем, ман шутпа, вĕсем питĕ чаплă пулса тухнă.

— Айхи сăввисенчи ансатлăх мĕне пĕлтерет-ха?

— Паян сăмахсемпе темĕскер пулса иртет, вĕсем хакне çухатрĕç. Халĕ çĕнĕ метафора, танлаштару тума питех те йывăр. Эсĕ тÿрех тĕнче çинчен урăх çынсем йĕркеленĕ шухăшлавăн пĕр пайĕ пулса тăратăн. Хамăрăн хальхи тĕнчене ансатрах йышăнатпăр. Çав вăхăтрах ансат калаçасси — чи пысăк ăсталăх. Геннадий Николаевич Айхи çакна лайăх пĕлетчĕ. Унăн пĕлтерĕшсĕр сăмах пулман. Ман шутпа, Айхи сăмахне... эпĕ тутапа ÿте перĕннĕ пек туятăп. Сайра тĕл пулакан пултарулăх.

— Хăйне вăл пысăк поэт пек туйнă-и?

— Туйман пулĕ. Вăл яланах хăйне никам та пĕлмест тесе шухăшланă. Эпĕ унпа пĕрле поэзи каçĕсенче пулнă. Пĕррехинче 12 çулти арçын ача пырса тăчĕ те унăн сăввисене пăхмасăр каларĕ. Айхи çак ача унăн сăввисене пăхмасăр пĕлнинчен чунранах тĕлĕннĕччĕ. Ку та унăн питĕ лайăх енĕччĕ. Ытларах чухне урăхларах ÿкерчĕк куратпăр: хăйсене пысăк шайри çынсем тесе шутлакансем хăйсен сăмахĕсене илсе кăтартмасан кÿренеççĕ.

Маншăн вăл питĕ пысăк вырăн йышăннă... Геннадий Айхи...

Эпир вăл пирĕнтен уйрăлса кайичченех пĕр-пĕринпе хутшăннă. Çав тери йывăр пулчĕ. Вăл чăн-чăн çынччĕ, çав тери ярас килместчĕ ăна. Ĕненекен çынсене çăмăл, вĕсем пĕр-пĕрне тĕл пуласса пĕлеççĕ. Эпĕ атеистка, мана уйрăлма кăткăс. Эпĕ тĕл пуласса шанмастăп...

 

«Известия».

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.