ГАСТРИТ ВĔРĔЛНĔ ЧУХНЕ
Çуркунне гастрит вĕрĕлни час-часах пулать. Ку тапхăрта апата суйласа çимелле. Çак çимĕçсем лайăх.
Çăкăр таврашĕ. Кăштах типĕтнĕ тулă çăкăрĕ, типĕ бисквит е печени. Пылак мар чустаран хатĕрленĕ булка, духовкăра пĕçернĕ панулми, какай, пулă кукăлĕ, тăпăрчă икерчи. Пĕçернĕ макарон.
Пахча çимĕç. Пĕçернĕ, тÿнĕ çĕрулми, тĕслĕ купăста, кишĕр, хĕрлĕ кăшман.
Кĕрпе. Манна, сĕлĕ, рис.
Сĕт çимĕçĕсем. Сĕт, йÿçĕ мар кефир, турăх, ацидофилин, йогурт. Сырник, пудинг.
Çу. Тăварлă мар услам çу, рафинадланă тип çу.
Пĕрремĕш апат. Кишĕр е çĕрулми шÿрпипе пĕçернĕ нимĕр-яшка, сĕт хушма юрать. Нимĕрленĕ пахча çимĕç хушса кĕрпепе е вермишельпе пĕçернĕ сĕт яшки.
Какай. Пăспа е шывпа ĕне, чăх, кăркка какайĕнчен пĕçернĕ апатсем /катлет, биточка, зраза, паштет.../.
Пулă. Тирне сÿсе шывпа е пăспа пĕçернĕ çусăр пулă.
Çăмарта. Калакла пĕçерни, пăспа хатĕрленĕ çăмарта хăпартмăшĕ.
Шĕвек. Çăра мар чей, кофе, какао сĕтпе, шăлан çырли ярса вĕретнĕ шыв, пылак сĕткен.
Десерт. Пылак çырла, пĕçернĕ улма-çырла. Кĕсел, мусс, желе, компот.
Рис сырникĕ
Кирлĕ: 1,5 стакан сĕтпе пĕçернĕ çăра рис пăтти, 3 çăмарта, 200 грамм тăпăрчă, 2-3 апат кашăкĕ çăнăх, чĕптĕм тăвар, тутă кĕмелĕх сахăр.
2 çăмартана тăпăрчпа лайăх çăрмалла, рис пăтти, тăвар, сахăр, çăнăх хушса пăтрамалла.
Протвинь çине пергамент хучĕ сармалла, çиеле йĕпе алăпа йăваласа хатĕрленĕ сырниксене хурса тухмалла. Кашнине лăкаса кăпăшлантарнă çăмарта сĕрмелле. Вĕри духовкăна лартмалла, 20-25 минут, сырниксем ылтăн тĕслĕ пуличчен, пĕçермелле. Пылпа е варенипе çимелле.
«Сухарик» пудинг
Кирлĕ: 1 çăмарта, 2 апат кашăкĕ сахăр, 0,5 стакан сĕт, 100 грамм типнĕ тулă батонĕ, 1-1,5 апат кашăкĕ иçĕм, формăна сĕрме услам çу.
Çăмарта саррине 1,5 апат кашăкĕ сахăрпа лăкамалла, сĕтпе хутăштармалла. Тăваткалсем туса вакланă батон çине ямалла. Батон исленсен çунă иçĕм тата кăпăшлантарнă çăмарта сарри хушмалла.
Хутăша çу сĕрнĕ тата сахăр сапнă формăчкăсене иккĕ-виççĕмĕш пайĕ таран тултармалла, пăс çинче пĕçермелле. Хăймапа е кирек мĕнле пылак соуспа çимелле.
Какайран - суфле
Кирлĕ: 150 грамм çуллă мар какай фаршĕ, 1,5 апат кашăкĕ сĕлĕ хăрпăкĕ, 2,5 апат кашăкĕ сĕт, çăмарта, тутă кĕмелĕх тăвар.
Сĕлĕ хăрпăкне сĕте ярса ислетмелле, пăрса илмелле те фаршпа, çăмарта саррипе, тăварпа хутăштармалла. Çăмарта шуррине кăпăк пуличчен кăпăшлантармалла, фарша ярса пăтратмалла.
Хутăша формăсене тултарса 30-40 минут духовкăра е пăспа пĕçермелле. Сĕлĕ хăрпăкĕ вырăнне тулă хăрпăкĕпе е шурă çăкăр çемçипе усă курма юрать.
Комментари хушас