Форумра — финанс ыйтĕвĕсем кăна
26 Sep, 2016 | Экономика | Форум

Авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Манеж» тĕп курав залĕнче Мускаври пĕрремĕш финанс форумне хутшăннă.

Форумăн тата унти дискуссисен спикерĕсен тивĕçне РФ вице-премьерĕ Аркадий Дворкович, финанс министрĕ Антон Силуанов, Тĕп банк председателĕ Эльвира Набиуллина, Мускав мэрĕ Сергей Собянин тата ыттисем пурнăçланă. Чăваш Енрен форума çавăн пекех ЧР вице-премьерĕ — финанс министрĕ Светлана Енилина, ФНСăн республикăри управленийĕн ертÿçи Марина Петрова тата ыттисем хутшăннă.

Аркадий Дворкович хăйĕн докладĕнче Раççейĕн экономика политики прагматикăна тĕпе хумаллине, обществăпа бизнесшăн ăнланмалла пулмаллине палăртнă. Пĕрлехи сессисенче тата уйрăм дискуссисенче парăмсен рынокĕн динамикине, нефть отраслĕнчи налуксен çивĕч ыйтăвне, патшалăх управленийĕн реформине, ытти темăна тишкернĕ. Çавăн пекех РФ субъекчĕсенчи экономика политикин уйрăмлăхĕсене сÿтсе явнă.

«Бюджет хутшăнăвĕсем: çĕнĕлĕхсем» «çавра сĕтеле» хутшăннă май Светлана Енилина страхланă граждансене «ĕçлекен/ĕçлемен» категорисемпе шута илессине лайăхлатмалли пирки сăмах пуçарнă. Унăн медстраховани полисĕсене ĕç паракансем урлă валеçмелли йĕркене тавăрассипе, ĕçлекен страхланă граждансене тĕп-тĕрĕс шута илессипе çыхăннă сĕнĕвĕсене пухăннисем ырласа йышăннă. Çавăн пекех вăл бюджет саккунĕн çĕнĕлĕхĕсене пăхса тухассине халалланă «çавра сĕтелте» те пулнă. Палăртни вырăнлă: Чăваш Республики бюджет хутшăнăвĕсемпе çыхăннă саккуна йĕркелес ĕçе хастар хутшăнать. ЧР Финанс министерстви федераци ведомствине ăна йĕркелемелли тата лайăхлатмалли чылай сĕнÿ панă.

Форума пухăннисем финансистсен авăн уйăхĕнчи тĕлпулăвĕсене йăлана кĕртмеллине, Раççей экономикин финанс никĕсĕн ыйтăвĕсене çуллен пĕрле тишкерсе тивĕçлĕ йышăнусем хатĕрлемеллине палăртнă.

Н.ЯКОВЛЕВ.