Форумра - чи хастаррисем, пуçаруллисем
5 Jun, 2015 | Форум

Июнĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа Атăл леш енче пулнă, регионсен хушшинчи "МолГород-2015" вĕренÿ форумне савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре хутшăннă. Мероприятире çавăн пекех РФ Патшалăх Думин Вĕренÿ комитечĕн председателĕн заместителĕ Алена Аршинова, ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, ЧР Патшалăх Канашĕн Патшалăх строительстви, вырăнти хăйтытăмлăх, Регламент тата депутат этики енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ, Пĕтĕм Раççейри "Единая Россия" политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов пулнă.

Форума хутшăнакансемпе хăнасене саламланă май Михаил Игнатьев çак форума Чăваш Енри çеç мар, Раççейĕн ытти регионĕнчи хастар та пуçаруллă çамрăксем те чăтăмсăррăн кĕтнине палăртнă. "Сире пурне те пурнăçри çулăра тупас, хăвăра туллин кăтартас, тăван çĕршыва усă кÿрес ĕмĕт-тĕллев пĕрлештерсе тăрать. Атăл хĕрринче ирттерекен кунсем сирĕн асăрта нумайлăха юлĕç. Форум вăхăтĕнче эсир бизнесра ăнăçу тăвакансемпе, политика тата общество деятелĕсемпе, тĕрлĕ сферăри специалистсемпе тĕл пулатăр. Пĕр-пĕринпе хутшăнса туслă çыхăнусем йĕркелетĕр. Çакă питĕ пĕлтерĕшлĕ, ку вăл сире малашне те кирлĕ пулĕ. Кунта пухнă пĕлÿпе, опытпа практикăра усă курсан эсир ăнăçлă çынсем пулма пултаратăр", - тенĕ республика Пуçлăхĕ пурне те хастарлăх, çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм суннă май.

Форум ертÿçи Станислав Трофимов мероприятие хутшăнакансен ячĕпе Михаил Игнатьева тата Алена Аршиновăна çамрăксемпе вĕсен пуçарăвĕсене тĕрлĕ енлĕн пулăшнăшăн тав тунă. "Эсир тăрăшнăранах "МолГород" çулсеренех лайăхланса пырать", - тенĕ вăл.

Çакăн хыççăн республика Пуçлăхĕпе форума хутшăнакансен "Уçă калаçăвĕ" иртнĕ. Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май Михаил Игнатьев çамрăксене шаннине палăртнă, ЧР Патшалăх Канашне янă пĕрремĕш Çырăвĕ "Çамрăксене шанмалла" ятлă пулнине аса илтернĕ.

Регионсен хушшинчи çамрăксен "МолГород" вĕренÿ форумĕ кăçалхи июнĕн 7-мĕшĕччен пырать. Вăл Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пулăшнипе иртет, йĕркелÿçисем - Пĕтĕм Раççейри "Молодая Гвардия Единой России" общество организацийĕн Чăваш Енри уйрăмĕ, "Çамрăксен технологийĕсем" организаци, Шупашкар хула администрацийĕ. Форума Шупашкарти, республикăн тĕрлĕ районĕпе хулинчи, федерацин Атăлçи округĕн регионĕсенчи хастар та пултаруллă çамрăксем хутшăнаççĕ.

Йĕркелÿçĕсем палăртнă тăрăх - кăçалхи программа кăсăклă пулăмсемпе пуян. "МолГорода" хутшăнакансен пушă вăхăт пĕрре те çук: зарядка, ирхи апат, лекцисем, мастер-классем, спорт ăмăртăвĕсем тата ытти те. Палатка лагерьне кашни кунах экономика, политика, журналистика, волонтерлăх тытăмĕнчи экспертсем, тĕрлĕ шайри депутатсем, бизнесменсем килеççĕ.

Форумра кашниех хăйĕн проекчĕпе паллаштарма, ăна пурнăçа кĕртес тĕллевпе инвестор е компаньон шырама пултарать.

 

 

Ирина НИКОЛАЕВА