Форума пĕтĕмлетнĕ

14 Юпа, 2014

Юпа уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин республика Правительствин членĕсемпе, влаçăн федераци органĕсен тата хула округĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Канашлура Пĕтĕм тĕнчери «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» V спорт форумне пĕтĕмлетнĕ. Ун вăхăтĕнче Чăваш Ене Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин ĕçлĕ визитпа килнĕ.

Форум мероприятийĕсене тĕнчери 20 çĕр-шывăн, Раççей Федерацийĕн 81 субъекчĕн çыннисем килнĕ. Мероприятие хутшăннă аккредитациленĕ çынсем 2767-ĕн пулнă. Вĕсен йышĕнче - Раççей Федерацийĕн Президенчĕн пулăшуçи И.Левитин, Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн çумĕ А.Дворкович, Пĕтĕм тĕнчери Олимп комитечĕн членĕсем А.Жуков, А.Попов, В.Смирнов, Ш.Тарпищев, Пĕтĕм тĕнчери шахмат федерацийĕн /FIDE/ президенчĕ К.Илюмжинов, Европăри стрелоксен конфедерацийĕн президенчĕ В.Лисин, Пĕтĕм тĕнчери фехтовани федерацийĕн президенчĕ А.Усманов, Раççейри студентсен спорт пĕрлĕхĕн президенчĕ О.Матыцин, Пĕтĕм Раççейри çăмăл атлетика федерацийĕн президенчĕ В.Балахничев, Пĕтĕм Раççейри художество гимнастикин федерацийĕн президенчĕ И.Винер-Усманова, паллă спортсменсем /Олимп чемпионĕсем 50 яхăн/, пурте пĕлекен политика деятелĕсем тата ыттисем.

Премьер-министр Чăваш Ен Пуçлăхĕн ячĕпе форума йĕркеленисене, хутшăннисене, ырă кăмăлтан пулăшнисене хастар ĕçленĕшĕн, ăнăçлă çыхăну тытнăшăн тав тунă.

Экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин 2014 çулхи 9 уйăхра «Чăваш Республикинче вак тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсене аталантарасси» çум программăна мĕнле пурнăçлани çинчен пĕлтернĕ.

2014 çулта çум программăна аталантарма 440 млн тенкĕ уйăрнă, çав шутран юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне укçа-тенкĕн 97,1%-пе усă курнă. 2014 çулта çум программăна пурнăçлама республика бюджетĕнчен 2013 çулхинчен 1,5 хут ытларах укçа уйăрнă. 2014 çулхи 9 уйăх пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх вак тата вăтам предпринимательлĕхĕн 574 субъекчĕ финанс пулăшăвĕпе усă курнă.

2014 çулхи 9 уйăхра вак тата вăтам предпринимательлĕхĕн 3801 субъекчĕ информаци, консультаци тата право пулăшăвĕ илнĕ.

Çум программăн мĕн пур мероприятине пурнăçласа 2014 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вак тата вăтам предпринимательлĕхĕн 5078 субъекчĕ патшалăх пулăшăвĕн тĕрлĕ мерипе усă курнă, 884 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ, 9058 ĕç вырăнне упраса хăварнă.

Чăваш Енĕн вак тата вăтам бизнесĕ налук сахал мар тÿлет. Чăваш Республикин пĕрлехи бюджетне 2011 çулта - 1,5, 2013 - 2 млрд тенкĕ куçнă. 2014 çулта малтанлăха палăртнă тăрăх 2,1 млрд тенкĕ пырса кĕмелле.

2014 çулхи юпа-раштав уйăхĕсенче Раççей Федерацийĕн гражданĕсене çар службине илме хатĕрленни çинчен юстици министрĕ Надежда Прокопьева пĕлтернĕ.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Республикинче юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче призыв пуçланнă. Тĕп çар округĕн штабĕ кăçалхи кĕрхи призывра Чăваш Республикинчен 1204 çынна çара яма задани панă. Чăваш Республикин Çар комиссариачĕ пĕлтернĕ тăрăх - çар службине паянхи кун тĕлне 269 çамрăка ăсатнă та ĕнтĕ.

 

А.ЛЬВОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.