Форум зарядкăран пуçланчĕ

10 Юпа, 2014

Çапла, «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» Пĕтĕм тĕнчери спор форумĕн пĕрремĕш кунĕ хула çыннисем «çăлтăрпа» ирхи зарядка тунинчен пуçланчĕ.

Пĕрлехи зарядка ирттересси пирĕн республикăра йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Сăмах май, Шупашкарта çулталăкра 400 ытла спорт мероприятийĕ йĕркелеççĕ пулсан - зарядка чи массăллисен, чи тухăçлисен шутне кĕрет. Аса илтеретпĕр: «Ирхи зарядкăна» республикăн тĕп хулинче пуçласа 2011 çулта ирттернĕ. 2013 çулта çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче «çăлтăрпа» тунă зарядка «Чи массăлла ирхи зарядка» категорире Раççей тата Европа рекорчĕн официаллă статусне тивĕçнĕ. Шупашкар хулин кунĕнче иртнĕ мероприятие ун чухне 28250 çын хутшăннăччĕ. 2013 çулти зарядкăна паллă актер, Виктор Логинов /халăхра Гена Букин пек паллă/ телеертÿçĕ хутшăннăччĕ. Хальхинче Шупашкарсемпе Раççей телекуравĕн паллă, сумлă спорт комментаторĕсенчен пĕри Дмитрий Губерниев зарядка ирттерчĕ. 2007 çулта вăл интереслĕ репортажсемшĕн Раççей наци телекуравĕн ТЭФИ премине тивĕçнĕ.

«Шупашкар паян - спорт хули, Раççей вара - мăнаçлă спорт çĕр-шывĕ. Чăваш Республикин тĕп хулине паян Раççей вăйлă спорт çĕр-шывĕ пултăр тесе нумай вăй хунă Олимп чемпионĕсем, паллă спортсменсем килнĕ. Спорт уявĕпе сире пурсăра та!»- терĕ Дмитрий Губерниев сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансене саламланă май. Вăл пухăннисене ирхи зарядкăна паян кăна мар, кашни кун тума, харпăр хăй сывлăхĕпе спорт пирки кашни минутра асра тытма сунчĕ. Зарядкăна хутшăнакансене çавăн пекех Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Шупашкар мэрĕ Леонид Черкесов саламларĕç. «Ырă ир пултăр сире, Шупашкарсем, пирĕн хаклă хăнасем! Сире, спортпа туслă çынсене, саламлатăп! Яланах сывă пурнăç йĕркине пăхăнăр, хăвăрпа пĕрле ыттисене те çак çул çине тăма пулăшăр. Спортпа туслисен йышĕ çулран-çул нумайланса пытăр. Юлашки вăхăтра эпир республикăра спорт юхăмĕ аталантăр тесе нумай вăй хуратпăр. Сире тухăçлă, пĕлтерĕшлĕ çак ĕçе хутшăннăшăн тав тăватăп. Шанатăп: Олимп чемпионĕсемпе призерĕсем тата та тухĕç Чăваш Енрен. Сывă пултăр спортпа туслă Раççей! Сывă пултăр спортпа туслă Чăваш Ен!» - çĕкленÿллĕ кăмăлне пытармарĕ Михаил Васильевич.

Теллее, ĕнер çанталăк та аван тăчĕ. Спорт форумне хутшăнакансене хĕвел те йăл кулса чыс турĕ. Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре республикăри фитнес-аэробика федерацийĕн президенчĕпе Оксана Вербинăпа спорт шкулĕнче вĕренекенсем ертсе пынипе республика влаç органĕсен ĕçченĕсем, хулари предприяти-организацисенче ĕçлекенсем, студентсемпе шкул ачисем, спорт ветеранĕсем, сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем - пурĕ 3 пин ытла çын - зарядка турĕç. Тĕрлĕ хускану тума хула çыннисене маларахах республикăри фитнес-аэробика федерацийĕн ĕçченĕсем хатĕрленĕ. Чăн та, пĕлтĕрхи массăлла зарядкăсемпе танлаштарсан ку питĕ йĕркеллĕ, килĕшÿллĕ, пĕр «кĕвĕллĕ» иртрĕ. Кашни çын палăртнă вырăнта тăчĕ, ирĕклĕн хускалчĕ. Хăнăхтарусене пĕр харăс, такăнмасăр, пăтрашмасăр пурнăçларĕç. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем пĕрешкел шурă калпаксем тăхăнни, шурă шарфсем çыхни спорт мероприятине чăннипех илем кÿчĕ. Шоу мар, чăн-чăн зарядка пулчĕ! Çапла кашни ирех пĕр чашăк кофе ĕçнинчен кăна мар, зарядка тунинчен пуçласчĕ, каçа вара уçăлса çÿресе ăсатасчĕ.

Роза ВЛАСОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.