Форум малашлăха палăртĕ

13 Чÿк, 2014

Пĕтĕм Раççейри Халăх фрончĕн иккĕмĕш форумĕ кăçалхи ноябрĕн 17-18-мĕшĕсенче Мускавра иртет. Общество активисчĕсен конференцийĕнче 2014 çула пĕтĕмлетĕç, çĕршывăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн çĕнĕ çул-йĕрне палăртĕç.

Форум ĕçне Халăх фрончĕн Чăваш Енри регион уйрăмĕ те хутшăнать. Делегаци йышĕнче - регион уйрăмĕн çум председателĕ Николай Казаков, регионти ĕçтăвкомăн ертÿçи Николай Косыев, Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн шаннă çыннисем - Геннадий Матвеев, Валерий Туркай тата Валентина Теллина. Вĕсем В.Путин Президентăн май уйăхĕнчи указĕсене тата унăн хушăвĕсене регион уйрăмĕ мĕнле пурнăçланипе паллаштарĕç.

- Пирĕн делегаци форума пушă алăпа каймасть. Пĕтĕм Раççейри тĕлпулу умĕн эпир пысăк чылай ĕç турăмăр, - пĕлтернĕ РФ Халăх фрончĕн регион уйрăмĕн çумпредседателĕ Николай Казаков. - Конференци Раççей пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ пулăмпа палăрса юлĕ, çĕршыв аталанăвне витĕмлĕ тÿпе хывĕ.

Ю.ПЕТРОВ.

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.