Форум ĕçне «5» паллăпа хаклăттăм

13 Юпа, 2014

Малашне те спортпа туслă пулăпăр, сывлăха çирĕплетĕпĕр

"Раççей - спорт çĕр-шывĕ" Пĕтĕм тĕнчери спорт форумĕ хыçа юлчĕ. Малтанхи пĕтĕмлетÿсем тума та вăхăт. Мĕнпе асра юлчĕ, мĕнпе тĕлĕнтерчĕ вăл? Еплерех çитменлĕхсем пулчĕç?

Çак кунсенче Чăваш Республики, чăн та, спорт çĕр-шывне, спорт центрне çаврăнчĕ. Форума пурĕ 20 çĕр-шывран 3000 ытла хăна, çав шутра Раççей Президенчĕ Владимир Путин, хутшăнчĕç. Çавăн пекех вĕсен йышĕнче - кĕпĕрнаттăрсем, федераци министрĕсем, Раççей Правительствин ĕçченĕсем, общество организацийĕсен хастарĕсем, паллă спортсменсем. Вĕсем "çавра сĕтелсенче", конференцисенче, куравсенче, ăсталăх сехечĕсенче пулчĕç. Форум тĕнчери спорт обществин ĕçченĕсен опычĕпе паллашмалли професси лапамĕ пулса тăчĕ.

Шупашкарта пуçласа Пĕтĕм тĕнчери утакансен кунĕ старт илчĕ. Кÿлмек тавра Шупашкарсемпе унăн хăнисем, пурĕ 25 пин çын, утрĕ. Форумăн пĕрремĕш кунĕнче, юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче, Чăваш Енĕн тĕп хулинче 10 мероприятипе ăсталăх сехечĕсем иртрĕç. Вĕсене пурĕ 65 пине яхăн çын хутшăннă. Спорт форумĕ ирхи зарядкăран пуçланчĕ. Ăна хальхинче спорт комментаторĕ Дмитрий Губерниев ертсе пычĕ. Унпа пĕрле 10 пине яхăн çын тĕрлĕ хускану турĕ. "Çăлтăрпа" ирттернĕ кунашкал зарядкăсенче маларах та пулма тÿр килнĕччĕ. Анчах вĕсене йĕркеленсе çитнĕ проект шутне кĕртме çукчĕ. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем хусканусене пĕр харăс тăваймастчĕç, пĕр-пĕринпе çума-çумăн, хĕсĕнсе тăратчĕç. Хальхинче вара пач урăхла ÿкерчĕк хуçаланчĕ. Кашни çын хăйĕн вырăнĕнче тăчĕ, Чăваш Республикинчи аэробика федерацийĕн президенчĕ Оксана Вербина кăтартакан хусканусене пĕр харăс, арпашмасăр, пĕр "кĕвĕллĕн" пурнăçларĕ. Чăнах, çакна курма питĕ кăмăллă пулчĕ. Пухăннисем пурте пĕрешкел калпак тăхăнни, пĕр пек шарф çыхни мероприяти шайне тата та çĕклерĕ. "Чи кирли - зарядка çынсене килĕшет! Эпир пурте пĕрле пĕлĕтсене алăсемпе "сирсе ятăмăр", хĕвел пăхма пуçларĕ. Ара, ирхине ăмăр çанталăк тăратчĕ. Арçын ачасемпе хĕр ачасен, яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçăн куçĕсем çиçнине куртăм та чунра ырă-ырă пулса кайрĕ. Чăваш Ен - спорт республики. Шупашкар тĕлĕнмелле хăйне евĕр хула. Республика Пуçлăхĕ те, хула пуçлăхĕ те спорта юратаççĕ, картишсенче спорт лапамĕсем тăваççĕ, тренажерсем вырнаçтараççĕ, халăх сывлăхĕшĕн тăрăшаççĕ. Манăн шухăшăмпа, пĕрле пулсан кăна çĕр-шыва вăйлатма пулать",- палăртрĕ каярах хăйĕн шухăшне Дмитрий Губерниев. Пĕтĕм Раççейри "Лига здоровья нации" общество организацийĕн регионсенчи программăсене аталантармалли депертаментăн пуçлăхĕ Алексей Тихомиров вара акă мĕн каларĕ: "Чăваш Енре "çăлтăрсемпе" ирхи зарядка ирттерни питĕ лайăх пулăм. Халĕ эпир сирĕнтен эстафета илсе ирхи зарядкăна Раççей шайĕнче пур çĕрте те йĕркелеме сĕнесшĕн. Çынсем кашни ир тĕрлĕ хускану туччăр".

Спорт парачĕпе театр праçникĕ те /унта ятарлă тум тăхăннă 700 хĕрпе ялав йăтакан 96 йĕкĕт хутшăнчĕ/ питĕ хăйне евĕр иртрĕç. Парадра спортсменсем, ятарлă спорт тумне тăхăннăскерсем, ялавсемпе утрĕç. Спортăн нумай тĕсне кăмăллаççĕ республикăра пурăнакан хастар çынсем. Парада лаша спорчĕн шкулне çÿрекенсем хутшăнни те илем кÿчĕ. Кунтах спорт машинисене, мотоциклсене курма май пулчĕ. "Спорт бульварĕнче" вара 30 ытла федераци хăйсен ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕ. 150 çемье "Атте, анне, эпĕ - спорт çемйи" ăмăртура вăй виçрĕ. Чи кирли вара - Шупашкарта ГТО нормативĕсене йышăнчĕç. Унта Чăваш Енре пурăнакан 1200 çын, 320 судья хутшăнчĕç. Форум программипе килĕшÿллĕн çавăн пекех "Спорт литератури, пресса, мультимедиа", "Хальхи спорт. Çĕнĕлĕхсем тата малашлăх" куравсем ĕçлерĕç. Вĕсенче çĕр-шывра "ГТО" физкультурăпа спорт комплексне чĕртсе тăратас тата ГТО значокне пахалас ыйтăва пысăк вырăн уйăрнă.

Форум ĕçне çутатма республикăна Раççейри тата регионсенчи 100 ытла журналист килнĕ. Çавăн пекех Чăваш Енри массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекен 100 ытла çын репортажсем хатĕрленĕ, тÿрĕ эфира тухнă. Чăваш Ен хăнасене тарават пулнине, тĕнче шайĕнчи спорт мероприятийĕсене çÿллĕ шайра ирттерме пултарнине тепĕр хут ĕнентерчĕ. Хăнасем те тĕлĕнĕвĕпе хĕпĕртевне пытармарĕç. "Халăх пĕр пулса çĕнĕ çĕнтерÿсем патне ăнтăлнине кăтартакан пысăк пĕлтерĕшлĕ спорт праçникĕ Раççейĕн çĕнĕ историйĕнче халĕччен пулманччĕ-ха", - терĕç. "Шупашкар - санăн çĕнтерĕвÿсен хули!" çак каларăш пĕрлештерчĕ уява пухăннисене. Кунпа кăна лăпланса лармăпăр-ха. Малашне те спортпа туслă пулăпăр, сывă пурнăç йĕркине пăхăнăпăр. Халăхпа пĕрле кăна мар, уйрăмшарăн та кашни ир зарядка тăвăпăр. Çав вăхăтрах пысăк мероприятисене те хатĕрленĕпĕр. Аса илтеретĕп: Шупашкарта 2015 çулта çăмăл атлетика енĕпе - Европа чемпионачĕ, 2016 тата 2018 çулсенче спорт мелĕпе утас енĕпе тĕнче чемпионачĕсем иртĕç. Чăваш Енпе Шупашкар çĕнĕ çĕнтерÿсем тума хатĕр. Республика ертÿлĕхĕ спорт ыйтăвĕсене пысăк вырăн уйăрни, спортра ырă тĕслĕх кăтартни, республикăра çĕнĕ йышши спорт сооруженийĕсене хута яни кашнине сывă пурнăç йĕркине пăхăнма хистет. Чăваш Енре паян ачасен 26 проценчĕ Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕсене çÿрет. Спортпа интересленекенсен хисепĕ çулран çул ÿсет. 2017 çул тĕлне республикăри ачасен 50 процентне спорт занятийĕсене явăçтарасшăн. Мĕнех, спорта суйланă çыннăн пурнăçра ытти енĕпе те ăнать. Анчах спорта суйласан та тасалăхпа тирпейлĕх, сăпайлăхпа йĕркелĕх пирки манас марччĕ. Форумăн малтанхи кунĕнче ирхи зарядкăпа парад иртнĕ хыççăн Шупашкар арбатĕнче ăпăр-тапăр, хутаç тавраш темĕн чухлĕ выртса юлнăччĕ. Парад умĕн ялав йăтса утма хатĕрленнĕ Олимп чемпионки Елена Николаева тÿссе тăраймарĕ: çÿп-çаппа ăпăр-тапăра пуçтарма тытăнчĕ. Çакна пăхса тăракан çамрăксемпе шкул ачисем вара вырăнтан та хускалмарĕç... Форума хатĕрленнĕ май Çĕнĕ Шупашкарта путсĕр çамрăксем çуртсем çине тем те пĕр çырса, ÿкерсе тултарнине йăлт тасатнăччĕ. Анчах вандалсем лăпланмарĕç, хамăр пурăнакан вырăна татах вараларĕç, форумпа çыхăннă пысăк плакатсем çинчи сас паллисене каса-каса кăларчĕç... Хăнасен умĕнче хамăра начар енчен кăтартас марччĕ. Пĕтĕмĕшле вара мана спорт форумĕ питĕ килĕшрĕ. Унăн ĕçне эпĕ "5" паллăпа хаклăттăм.

Роза ВЛАСОВА