Флот чăваш каччисене кĕтет

29 Кăрлач, 2015

Юнкун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей флочĕн флагманĕн - «Кузнецов адмирал» авианосецăн - делегацийĕпе курнăçнă.

Крейсерăн апат-çимĕç службин пуçлăхĕ Иван Орешников, Çĕмĕрлере çуралса ÿснĕскер, каланă тăрăх - Раççей çар флочĕн чи пысăк карапĕн экипажĕнче паян Чăваш Енĕн 100 яхăн каччи служба тивĕçĕсене пурнăçлать. Вĕсенчен çурри - контрактпа. Службăра хăйсене лайăх енчен кăна кăтартаççĕ, çавна май хăйсен ирĕкĕпе контрактпа флота каяс кăмăллă çамрăксене пухма командовани делегацие шăпах Чăваш Ене яма йышăннă.

Михаил Игнатьев çакă республикăшăн пысăк чыс пулнине палăртнă. Тинĕс-Çар флочĕн ветеранĕсен республикăри союзĕн председателĕ Владимир Крюковский Чăваш Енре çамрăксене çар флотĕнчи службăна кадетсен класĕсенченех хатĕрлеме тытăнни çинчен каланă. Паян çар морякĕсен служби сумлă кăна мар, унти шалу та лайăх. Калăпăр, 5 çул стаж пухнă отделени командирĕн ĕç укçи 100 пин тенкĕ патнелле. Ахаль матросăн - 50 пин тенкĕ. Çăмăллăхсем пур, çавăн пекех çар служащийĕ хăй суйлакан кирек хăш регионта «çар ипотекипе» усă курса çурт-йĕр туянма пултарать. Çамрăксене, çав шутра Чăваш Ен яш-кĕрĕмне çакă та илĕртет.

Кăçал Çурçĕр флотне Чăваш Енрен 100-е яхăн каччă каясса шанаççĕ. Делегаци членĕсем районсенче пулĕç, флотри служба çинчен каласа парĕç. Чи лайăх кадетсем çар карапĕсенчен пĕрин çинче экскурсире пулĕç. Пĕлтĕр темиçе ача «Кузнецов адмирал» авианосецпа паллашнă.

Тĕлпулăва вĕçленĕ май хăнасем «Р-2» катер ятне улăштарма пуçару тунă - «Чăваш Ен» ятлă пулĕ. Вĕсем çавăн пекех республика Пуçлăхне хăйсен карапĕн сăнÿкерчĕкне парнеленĕ.

К.ПЕТРОВ

Автор: