Февралĕн 1-мĕшĕнчен - пысăкрах пенси

3 Нарăс, 2015

РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕнче граждансен «Страхланă çыннăн уйрăм кабинечĕ» электронлă сервисăн презентацийĕ иртрĕ. Мероприятие ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн çумĕ Галина Германова, «Чăвашрессовпроф» председателĕн çумĕ Ирина Филиппова, «Раççей пенсионерĕсен союзĕн» регион уйрăмĕн ертÿçи Валерий Сапожников, асăннă тытăмсен районсенчи представителĕсем, массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсем хутшăнчĕç.

РФ Пенси фончĕн çĕнĕлле йĕркеленĕ «Страхланă çыннăн уйрăм кабинечĕ» сайтĕнче /www.pfrf.ru/ кашниех хăйĕн пулас пенсине витĕм кÿрекен çĕнĕ формулăпа йĕркеленнĕ балĕсем тата стажĕ пирки тулли хыпар илме пултарать.

«Уйрăм кабинет» мĕншĕн кирлĕ, пулас пенсионерсене мĕнпе савăнтарĕ? - çак ыйтусене курав конференцийĕнче Пенси фончĕн уйрăмĕн управляющийĕн çумĕ Валерий Николаев тата пресс-служба ертÿçи Елена Ильина уçăмлатрĕç. Асăннă çĕнĕлĕхĕн паха енĕ - пулас пенси йĕркеленсе пынине тĕрĕслесе тăма май пурри. Виçе мĕнлерех пухăнасси гражданинăн ĕç укçипе тата стажĕпе тÿрремĕнех çыхăнни пуриншĕн те паллă. Ĕçпе тивĕçтерекен уйрăм суммăран куçарнă взноса кăна шута илеççĕ. Енчен те шалăва «конвертпа» илсен ватлăх укçи пысăк пуласса шанмалли çук. Çакна тĕрĕслеме пулать паллах: бухгалтерие каймалла кăна. Анчах унта: «Пурте йĕркеллĕ, взноссене вăхăтра куçарса тăратпăр», - тейĕç. Çакă хăш чухне чăнлăхпа пĕр килмесен те пултарать, çитменлĕхсене тивĕçлĕ кану ÿсĕмне кармашсан кăна уçăмлатма май килĕ - нимех те тăваймăн, иртнĕ кунăн çуттине тавăраймăн. Халиччен Пенси фончĕ мĕнпур информацие пирĕн пата «Телей çырăвĕпе» çитеретчĕ: хыçа юлнă çулталăкра ĕçпе тивĕçтерекен хывнă взноссем, пухăннă сумма пирки пĕлтеретчĕ. Ку çырусен тăкакĕ пысăк - çĕршывĕпе илес-тĕк çуллен 70 млн çын патне çитермелле вĕт. Унсăр пуçне вĕсене хăшĕ-пĕри, хăйсенчен килмен сăлтавпа, илеймесен те пултарнă. Тата, çыру - паянхи куншăн кивелнĕ пулăм. Çĕнĕ технологисемпе усă курма май пур вĕт: Интернет уçлăхĕ пурне те тивĕçтерет...

Электронлă сервис пире кĕске хушăрах çакнашкал пулăшу парать:

  • пенси балĕсемпе, стаж виçипе паллаштарать /гражданин 2015 çулта миçе балл пухассине пĕлес тесен палăртнă «чÿречене» ĕçлесе илнĕ тупăшран тытса юлакан налукченхи шалу суммине кĕртмелле кăна/*
  • хăш предприятире миçе çул ĕçленине, сирĕншĕн вĕсенчен куçарнă страховани взносĕн суммине уçăмлатать*
  • усă куракана меллĕрех пултăр тесе асăннă кабинет харпăр хăйĕн лицевой счетне самантрах йĕркелесе извещени пичетлесе парать, урăхла каласан унчченхи «Телей çырăвĕ» евĕр информаципе тивĕçтерет*
  • пенси валли пухăнакан укçа пирки хыпарлать /çав шутра - софинансировани программипе килĕшÿллĕн хывнине те/*
  • кабинетра пенси калькуляторĕпе усă курма май килет - вăл кашни çыншăн уйрăм пулса тăрать. Çапла майпа сирĕн пенси пулас шалăва, ача йышне, çарта пулнине тата ытти фактора кура мĕн чухлĕ тухассине палăртма пулать*
  • «уйрăм кабинет» урлă РФ Пенси фондне тĕрлĕ ыйту çитеретĕр, йышăнăва çырăнатăр, документпа тивĕçтерме саккас, пенси шутлама заявлени паратăр, ăна хăш мелпе тивĕçмеллине кăтартатăр, çавăн пекех амăшĕн капиталне ыйтса унпа усă курмашкăн заявлени йĕркелетĕр.

«Страхланă çыннăн уйрăм кабинетне» кĕмешкĕн патшалăх пулăшăвĕсен порталĕн паролĕпех усă курмалла.

2015 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнче вăй илнĕ çĕнĕ реформăн малтанхи кăтартăвĕсемпе Роза Кондратьева управляющи паллаштарчĕ. Ватлăхри пенсие тивĕçмешкĕн кăçал страхованин 6 çулпа танлашакан стажĕ /унта призывпа çарта пулнă, кăкăр ачине, сусăра, ватă çынна пăхса усранă тапхăрсем те кĕреççĕ/ тата 6,6 балран кая мар кирлĕ.

2015 çулхи январьте пирĕн республикăра страхованин 600 ытла пенсине памалла тунă. Кун пек чухне вăтам балл - 60, чи пысăкки - 342, чи пĕчĕкки 8 пулнă. Иртнĕ уйăхра пенсисен 17% яхăн пурнăçри социаллă пĕлтерĕшлĕ тапхăрсене /ачана 1,5 çула çитиччен пăхмашкăн илнĕ отпуска сусăра, ватă çынна пăхнă, салтак тивĕçне пурнăçланă çулсене/ кура шутланă.

Пенсисене 2002 çулччен, 2002-2014 çулсенче вăйра тăнă тата кăçал пурнăçа кĕнĕ саккунсемпе килĕшÿллĕн палăртаççĕ. 2015 çулта тивĕçлĕ канăва тухнă граждансен пенси прависем халичченхи саккунсем тăрăх йĕркеленнĕ. Тĕслĕхрен, 2002-2014 çулсемшĕн ĕçленĕ кашни вырăнтан куçарнă взноссене шута илнĕ. Урăхла каласан, çулленхи чи пысăк шалăва /ку кăтарту пĕлтĕр 624 пин тенкĕпе танлашнă/ тĕпе хунă.

2005 çулта Раççей гражданĕсем çулталăкри чи пысăк ĕç укçинчен - 711 пин тенкĕрен - взнос куçарса 7,39 балл пухма пултараççĕ.

Роза Алексеевна çавăн пекех февраль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен страховани пенсийĕсем ÿснине пĕлтерчĕ. Ватлăхри, инвалид пулнипе тата тăрантарса пурăнакана çухатнипе паракан пенсисем 11,4% пысăкланнă.

Раççей Федерацийĕн Правительствин кăçалхи январь уйăхĕн 23-мĕшĕнчи 39 тата 40-мĕш йышăнăвĕсемпе килĕшÿллĕн пенси коэффициенчĕн хакĕ 71,41 тенкĕпе танлашать /январь уйăхĕн 1-мĕшĕнче - 64,10/, çирĕплетнĕ виçе /фиксациленĕ тÿлев/ 4383 тенке çитет /январь уйăхĕн 1-мĕшĕнче - 3935/.

Февраль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Чăваш Республикинчи 329 пин çыннăн пенсийĕ ÿсрĕ. Кашнин ÿсĕмĕ хăйне уйрăм - çакă пенси виçинчен килет. Ватлăхри страховани пенсийĕсем вăтамран 1200 тенкĕ ÿснĕ - 11,6 пине çитнĕ, пенсионера пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк шайран икĕ хут нумайланнă. Республикăра пенсионерсен 85% ватлăхри страховани пенсийĕ илсе тăрать.

Пенсисене тÿлеме республикăра уйăхсерен каякан тăкак 380 млн тенке çитрĕ, çулталăкра - 4,2 млрд.

Страховани пенсийĕсене малтанхи çулта хаксем ÿснине кура февраль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен хăпартнă.

Валентина СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.