Фестиваль-конкурс: ĕненÿ пурнăçа улăштарать

1 Чÿк, 2018

Вĕсем хăйне евĕрлĕ çынсем: хăшĕн куçĕ курмасть, теприн хăлхи илтмест, виççĕмĕшĕ кÿме çинче... Анчах пĕри те çут çанталăка ÿпкелемест, тĕнчене, тавралăха кÿренмест, чун-чĕринче ĕненÿ, шанăç тапса тăрать. Вĕсем ыранхи кун паянхинчен лайăхрах, çутăрах пулассине шанса пурăнаççĕ.

Пысăк чунлă çак çынсемпе паян тĕп хулари Кăнтăр поселокĕнчи культура çуртĕнче паллашма тÿр килчĕ. Кунта сусăр ачасемпе çамрăксем федераци грантне тивĕçнĕ "Верь, все невозможное возможно" проектпа (ертÿçи — Чăваш патшалăх культура тата искусствăсен институчĕн халāх пултарулāхēн кафедрин пуçлăxĕ Раиса Васильева) килĕшÿллĕн иртекен фестиваль-конкурсăн гала-концертне хутшăнма пухăннă.

Пĕрин хыççăн тепри сцена çине тухса хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Настя Иванова хăй çырнă сăвва вуласа пачĕ. Поэзипе вăл 2005 çултанпа кăсăкланать, ку таранччен унăн чун-чĕринчен 200 ытла сăвă шăранса тухнă. Кÿмепе çÿрекенскер нумаях пулмасть çут тĕнчене çĕнĕ чун парнеленĕ. " Ĕненÿ пурнăçа улăштарать, — терĕ çамрăк амăшĕ. — Ыранхи куна шанса пурăнар". Çак шухăш унăн сăввинче те палăрчĕ.

Концерта ертсе пынă Галина Никитинăн куçĕ курмасть. Унăн вара юрлас ăсталăхĕ пысăк. Ку енĕпе вăл Культура институтĕнче ятарлă пĕлÿ илнĕ. Александр Хучаш та И.Я.Яковлев ячĕллĕ педуниверситетран вĕренсе тухнă. Вăл гитара калать, сăвăсем çырать, юрлать...

Концерта хутшăннă çамрăксене калаçма, утма, хусканусем тума йывăр пулин те обществăран ютшăнмаççĕ, хăйсен тĕнчинче пурăнмаççĕ. Çакă вара чи кирли. Вĕсене "уçăлма" — чун-чĕрине ирĕке яма, пултарулăхĕпе ыттисене савăнтарма — çакнашкал мероприятисем пулăшаççĕ те ĕнтĕ.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас